Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Вӗсем пӗр ҫур сехет хушши чавса хӑтланчӗҫ, тарласа кайрӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ, тата ҫур сехет хушши пек ӗҫлерӗҫ, каллех нимӗн усси те пулмарӗ.

Они работали, обливаясь потом, около получаса, никаких результатов, они трудились еще полчаса, и все-таки ничего.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем катӑк кирка тата катӑк кӗреҫе тупрӗҫ те ҫула тухса кайрӗҫ.

Они достали ржавую мотыгу и лопату и отправились в путь.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫынсем ҫӑварӗсене карсах, сывлӑшӗсене чарсах, вӑхӑт иртнине сисмесӗрех унӑн кашни сӑмахне итлерӗҫ, ҫав тери хӑрушӑ япала ҫинчен каланине итлесе, шалт тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.

Все глаза устремились на него, слушатели ловили каждое его слово, раскрыв рот и затаив дыхание, завороженные страшным рассказом.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арҫынсен нумайӑшӗн кӑмӑлӗсем ҫемҫелсе кайрӗҫ, нумай хӗрарӑм хӗрхеннипе йӗрсе-макӑрса ячӗ.

Даже мужчины были тронуты, а женщины заплакали от жалости.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑхма пынӑ ҫынсем тарӑхса кайрӗҫ те хыттӑнах ӳпкелеме тапратрӗҫ, ҫавӑнпа суд предсадателӗ те вӗсене хытӑ систерӳ турӗ.

Публика выразила свое недоумение и недовольство глухим ропотом и получила за это выговор от судьи.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пӗри те, тепри те таҫта аяккалла пӑраха-пӑраха кайрӗҫ.

И тот и другой иногда уходили подальше.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах тӗрексӗрленнӗ алли ӑна лайӑххӑн итлемерӗ, класра вара хулленех ӗхӗлтетсе кулнисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Но рука у него дрожала, с делом он справлялся плохо, и по зале волной прокатился сдавленный смешок.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах хирӗҫ тавӑрасси ҫинчен шутланисем те часах иртсе кайрӗҫ, ун вырӑнне пуҫа кӑмӑллӑрах шухӑшсем пырса кӗчӗҫ.

Однако жажда мщения скоро уступила место более приятным мыслям.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ чуптуса илсенех, Том хурланнисем пурте иртсе кайрӗҫ те, унӑн ӑшчиккинче каллех лайӑх та ҫӑмӑл пулчӗ.

Тетя Полли поцеловала Тома так ласково, что все его уныние как рукой сняло и на сердце у него опять сделалось легко и весело.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӑнаккӑшӗн салху пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗкӗсем якалсарах кайрӗҫ, унӑн куҫӗсем сасартӑк ҫемҫен пӑхса йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.

Суровые морщины на лице тети Полли разгладились, и глава просияли нежностью.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем шкула кайрӗҫ.

Дети ушли в школу.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шкул ачисем пӑчланнӑ геройсене пит хисеплесе асӑна-асӑна килесене саланса кайрӗҫ.

Дети пошли дальше, благоговейно обмениваясь воспоминаниями о погибших героях.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вилнӗ юлташӗсене кам юлашки хут курса калаҫнине пӗлсе илсен, ҫав телейлӗ ачасем мӑнкӑмӑлланса кайрӗҫ, ыттисем пурте вӗсене кӗвӗҫсе пӑхса тӑчӗҫ.

И когда было окончательно установлено, кто последним видел погибших и говорил с ними, то эти счастливчики сразу почувствовали себя возведенными в высокий сан, а все остальные глазели на них и завидовали.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӗсем индеецсем пулнӑшӑн хӗпӗртесе те кайрӗҫ: халӗ ӗнтӗ вӗсем «ҫухалнӑ ҫӗҫҫе шырама» кайса ҫӳремесӗрех пӑртак турткалама пултараҫҫӗ.

В конце концов они даже порадовались, что стали индейцами, потому что это их кое-чему научило: оказалось, что теперь они могут курить понемножку, не уходя искать потерянный ножик.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем, акӑлчан ялне тапӑнас тесе, вӑрманалла тапранса кӗрсе кайрӗҫ.

И помчались по лесу, собираясь напасть на английских поселенцев.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ вырӑна кайрӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ.

Они отправились на отмель и улеглись там.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каллех питех те ҫилӗллӗ вут-ҫулӑм пӗтӗм таврари вӑрмана ҫутатса ячӗ, секундрах шутсӑр хытӑ сасӑ шатӑртаттарса кӗрлерӗ, ачасен пуҫӗсем тӗлӗнчех йывӑҫ тӑррисем ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ тесен те суя пулме.

Еще одна резкая вспышка молнии осветила весь лес, и сразу раздался такой грохот, что вершины деревьев словно раскололись у мальчиков над головой.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем иккӗшӗ те шап-шурӑ шурса кайрӗҫ, вӗсен сӑнӗсем мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ.

Оба мальчика побледнели, и вид у них был самый жалкий.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем темӗн пекех тӑрӑшсан та, ҫапах вӗсен пырӗсем тула-тула кайрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара кашни хутӗнчех шутсӑр хӑсас килчӗ.

Заливало даже и в горло, несмотря на все старания, и все время подкатывала тошнота.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ерипенех вӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтрӗҫ, шухӑша кайрӗҫ, кашниех тӑван хула хӗвел питӗнче тӗлӗрсе ларнӑ еннелле хурлӑхлӑн пӑхрӗ.

Мало-помалу они разбрелись в разные стороны, впали в уныние и с тоской поглядывали за широкую реку — туда, где дремал на солнце маленький городок.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed