Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал кӑмӑл-туйӑмлӑ сехетсемпе кунсенче ӑна уйрӑмах рабочисем килӗшмен; вӗсем пӗрмай вӑйсӑрлансах пынӑ пек, хӑйсен мужикле тӳсӗмлӗхне ҫухатнӑ пек, хӗрарӑмсем евӗрлӗ, хӑвӑрт ҫилленекен, ытлашши кӳренекен, шӑртланса кайсах харкашакан пулнӑ пек туйӑннӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей вӑйлатса пыракан ӗҫ шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ сӑртсем тӑрӑх анлӑрах та анлӑрах сарӑлнӑ; халӗ ӗнтӗ ҫав сӑртсем хӑйсен ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ, унта слюда кӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатни те пӗтсех пынӑ, кварцӑн куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатакан хӗлхемӗсем сӳннӗ, хӑйӑр ытларах та ытларах таптаннӑ, ҫуркунне ун ҫинче ҫулсеренех тӗрлӗ ҫумкурӑксем ем-ешӗл сарӑлса ӳснӗ, сукмаксем ҫинче шӑнӑр курӑкӗ хӑйӗн ҫулҫине ҫӗр ҫумнелле уснӑ; хупах мӑн хӑлхисене сарса янӑ; садри йывӑҫсем фабрика тавра чечек сапаланӑ; кӗрхи ҫулҫӑсем, ҫӗрсе, самӑрланакан хӑйӑра ҫемҫетнӗ, фабрика хытӑрах та хытӑрах шавланӑ, ытларах пӑшӑрхантарнӑ, чӑрмав кӳнӗ; унта ҫӗршер йӗке сӗрленӗ, станоксем пӑшӑлтатнӑ; яра кунӗпе машинӑсем антӑхса каяс пек хашканӑ, фабрика ҫинче татти-сыпписӗр ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑнӑ, — ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи ху пулнине туйса тӑма тӗлӗнсе каймаллах, мӑнкӑмӑлланмаллах аван пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей хӑй те, унӑн арӑмӗ те тӗрлӗ кирлӗ мар япаласене юратакан пулса кайнӑ, вӗсем хӑйсен пӳлӗмӗсене улпутсен ҫуртӗнчи пек тӗрлӗрен чаплӑ сӗтел-пукансем лӑках лартса тултарнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫав сӗтел-пукансене парнелеме юратнӑ: Натальйӑна фарфорпа илемлетнӗ кулӑшла шкап, хунямӑшне сӑранпа витнӗ пысӑк кресло тата Карели хурӑнӗнчен тунӑ, бронзӑпа эрешленӗ чаплӑ кравать парнеленӗ; Ольга тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасенчен тӗрлесе питӗ хитре картинӑсем тунӑ, анчах упӑшки хӑй кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ун валли ҫавӑн пек тӗрӗсемех илсе килсе панӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чиркӗве светить тутарнӑ тата ашшӗпе хӑйсен ачисен вилтӑприсем ҫинче панихида тунӑ хыҫҫӑн, Артамоновсем масар ҫинчен халӑх саланасса кӗтсе тӑчӗҫ те, Ульяна Баймакова вилтӑпри картинчи хурӑнсем айӗнче ларса юлнине асӑрхаман пек пулса, васкамасӑр килелле кайрӗҫ; вӗсен васкама кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен пуп таврашӗсемпе палланӑ ҫынсене тата служащисемпе рабочисене хӑналамалли апат виҫӗ сехетре тин пуҫланмалла пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ашшӗ вилнӗренпе тӑхӑр ҫул ҫитнӗ тӗле тин Артамоновсем, хӑйсен чиркӗвне туса ҫитерсе, ӑна Илья Пророк ячӗпе светить тутарчӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑйсен тивӗҫне мирлӗ вӑхӑтра та пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлакансене, сӑмаха тытакансене, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсемшӗн тӑрӑшакансене ӑшшӑн саламлатӑп.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/02/20/glava- ... aet-c-dnem
Ҫак уявра эпир Тӑван ҫӗршыв историйӗн паттӑрла тапхӑрӗсене аса илетпӗр, ветерансене чыслатпӑр тата Раҫҫейӗн хальхи салтакӗсемпе офицерӗсене — хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва тата унӑн интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлес ӗҫе халаллакан мӗнпур харсӑр ҫынна — тав тӑватпӑр.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/02/20/glava- ... aet-c-dnem
Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов хӑйӗн сӑмахӗнче индустри паркӗнче хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тата та тепӗр виҫӗ организаци ӗҫлеме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=be ... b4575c9e35
«Эпир шкулсенче кадет класӗсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пынине куратпӑр. Вӗсенче вӗренекен ачасем хӑйсен тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑни те куҫ кӗретех. Чи кирли вара — патриотла ӑс-хакӑл никӗсне хывма витӗм кӳ», — палӑртнӑ регион Ертӳҫи.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=9c ... b4575c9e35
Садра тӗнчери мӗнпур чӗрчунсене йӗкӗлтенӗ пек, шӑнкӑрчсем хӑйсен хитре юррине шӑрантараҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Апат хыҫҫӑн, сӗтелсем ҫинчен пуҫтарсан, хӗрарӑмсем юрӑ пуҫласа ячӗҫ, арҫынсем хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗслеме тытӑнчӗҫ, патаксемпе тытса туртӑшрӗҫ, кӗрешрӗҫ; Артамонов пур ҫӗре те ӗлкӗрчӗ, — ташларӗ, кӗрешрӗ; ҫынсем ирчченех ӗҫсе-ҫисе шавларӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Таврара пӗтӗмпех праҫник чухнехи пек курӑннӑ, пурте ҫутӑлса тӑнӑ, хавасланнӑ, ҫынсем те вӑл кун, чечеке ларнӑ пек, хӑйсен ӑшӗнчи чи паха туйӑмсене палӑртнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавӑнтах тата упӑшки ӑна, ытти упӑшкасем хӑйсен арӑмӗсене хӗненӗ пек, ку таранччен пӗрре те хӗнеменнине аса илнӗ те, ӗсӗклеме чарӑнса: — Каҫар, питӗ шел пулчӗ, — тенӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫынсем, сӑмахсемпе хӑйсен сехечӗсен ылтӑн е кӗмӗл вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса вылянӑ пек выляса, вӗсемпе хӑйсене илемлетеҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Амӑшӗ хӑйӗн хӑтипе ҫыхланса кайнине хула ҫыннисем тахҫанах пӗлнӗ, вара, ҫакӑншӑн ӑна хыттӑн сивлесе, унран аяккалла пӑрӑннӑ, ятлӑ ҫынсем хӑйсен хӗрӗсене, Наталья тусӗсене, Наталья патне — аскӑн хӗрарӑмӑн хӗрӗ, ютран килнӗ темле мужикӑн кинӗ мӑнкӑмӑллӑ та чӗмсӗр упӑшкан арӑмӗ патне ҫӳреме чарнӑ; хӗр чухнехи пурнӑҫӑн пӗчӗк савӑнӑҫӗсем халӗ Натальйӑшӑн ҫав тери пысӑк та илемлӗ пулнӑ пек туйӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Сӑмахсене эпир хӑйсен вырӑнне лартма пӗлместпӗр.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ирӗксӗрех Помяловран пысӑк ҫирӗк ращи сутӑн илсе, унта хӑйсен масарне тумалла пулнӑ.Пришлось купить у Помялова большой кусок ольховой рощи и устраивать свой погост.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах ҫавӑнтах кулса илчӗ те, хӑй кулнине ывӑлӗсем асӑрхасран, ҫӑварне аллипе хупларӗ; ҫак самантра вӑл хула ҫыннисемпе Алексей масар пирки мӗн тери хӑюллӑн та ӑслӑн тавлашнине аса илчӗ: Дрёмов ҫыннисем Артамонов рабочийӗсене хӑйсен масарӗ ҫине пытарттарасшӑн пулман.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Часах Ока леш енче вӑрмансем ҫунма пуҫларӗҫ, кӑнтӑрла ҫӗр ҫинче куҫа ҫиекен кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать, каҫсерен кукша уйӑх хӗп-хӗрлӗ курӑнать, йӑсӑрланакан тӗтӗм ӑшӗнче хӑйсен ҫутине ҫухатнӑ ҫӑлтӑрсем пӑхӑр пӑтасен шлепки пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫырмари шыв, пӑтранчӑк пӗлӗте палӑртса, ҫӗр айӗнчен тухакан сивӗ те ҫӑра тӗтӗм юхнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах хӑйсен пӳлӗмне ҫывӑрма кайсан, Петрпа Наталья, хӑйсен тумтирӗсемпе пӗрле хӑйсене ирӗксӗрлесе пӑхӑнма хушнӑ йӗркесемпе йӑласене те сирсе пӑрахса, пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен калаҫрӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.