Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫ the word is in our database.
куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Иван Алексеевич куҫ илмесӗр ингуш офицерӗн тискер кайӑкла йӗрсе хунӑ шурӑ шӑлӗсемпе сулахай тӑнлавӗ тӑрӑх чалӑшшӑн каҫакан кӑвак ҫӗвеке ҫине пӑхса тӑчӗ.

Иван Алексеевич глядел неотрывно на ингуша-офицера, на зверино-белый оскал его зубов, на косую серую полоску пота, перерезавшую левый висок.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те сотньӑна утсем ҫинчен анма хушрӗ, хӑй, Турилина вӑрттӑн куҫ хӗссе илсе, представительсем ҫывӑхнӗрӗх хӗсӗнчӗ.

Подумав, он отдал распоряжение сотне спешиться, сам, неприметно мигнув Турилину, протиснулся поближе к представителям.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем вӗсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.

Казаки не сводили глаз с подъезжавших.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ курӗ унта, — лӑпкӑн хуравларӗ Иван Алексеевич.

— Там видно будет, — спокойно ответил Иван Алексеевич.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытах кирлӗ пулсан, Дно станцине ҫитетпӗр те хамӑрӑн мӗн тӑвасси ҫинчен Пӗрремӗш Донской дивизи командирӗнчен ыйтса пӗлетпӗр, — кайран куҫ курӗ унта.

В крайнем случае мы можем, доехав до станции Дно, выяснить положение у командира Первой Донской дивизии, — там видно будет.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, ӑна ирттерсе ярас тесе, аяккарах пӑрӑнса тӑнӑччӗ, анчах Захар гимнастерка тӳминчен ярса тытрӗ те, чирлӗ ҫынӑнни пек саррӑн курӑнакан куҫ шуррисене мӗкӗлтеттерсе, пӑшӑлтатса каларӗ:

Иван Алексеевич посторонился, уступая дорогу, но Захар схватил его за пуговицу гимнастерки, зашептал, ворочая нездорово-желтыми белками:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Каледин, куҫ айӗпе сивлеккӗн тирӗнсе пӑхакан сӑн-питне йӑвашлатса калаҫу пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут кулса илчӗ.

 — В первый раз за все время разговора улыбнулся Каледин, смягчив хмурую усталь исподлобного взгляда.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ генерал, яп-яка хыртарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ янахне кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫ айӗпе салхуллӑн малалла пӑхрӗ.

Плотный генерал, прижимая к груди четырехугольный выбритый до глянца подбородок, угрюмым, исподлобным взглядом глядел перед собой.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий хулпуҫҫийӗпе хирсе, темле чаплӑ тумланнӑ господина аяккалла тӗртсе хӑварчӗ те Корниловӑн куҫ умӗнче ҫиҫсе илнӗ лакированнӑй аттинчен тытса ӗлкӗрчӗ.

Сильным движением плеча Листницкий оттер в сторону какого-то сановитого господина, — успел схватиться за мелькнувший перед его глазами лакированный сапог Корнилова.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан Лукомский кабинетӗнче Вӑтам Европӑн ҫур стена вырӑн йышӑнакан стратегилле картти умӗнче чарӑнчӗ, ҫурӑмне Лукомский еннелле туса, пӗр вӑхӑт куҫ сиктермесӗр картта ҫине пӑхса тӑчӗ:

Остановившись перед занявшей полстены в кабинете Лукомского стратегической картой Средней Европы, сказал, стоя спиной к нему, с преувеличенным вниманием разглядывая карту:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Влаҫра куҫ кӗрет курса тӑнӑ ҫӗртех ҫӗршыва вилӗм патне илсе пыракан ҫынсем тӑраҫҫӗ.

«У власти люди, сознательно ведущие страну к гибельному концу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Атарщиков, тухса кайма тесе, каялла ҫаврӑнчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра икӗ дама хушшинче ларакан яка тумланнӑ кӳпшек господин, офицерсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑскер, сӗтел хушшинчен тухрӗ те Листницкипе Атарщиков патне йӑпӑртатса утса пычӗ, шӗлепкине ҫӗпӗҫҫӗн ҫӗклесе тытрӗ.

Атарщиков уже повернулся было уходить, но от столика у окна поднялся внимательно глядевший на них брюзглый, хорошо одетый господин, сидевший в обществе двух дам, подошел, вежливо приподнимая котелок.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗрлехи хунарсен ҫутинче Листницкий казакӑн сухаллӑ пичӗ ҫине куҫ хӗррипе чалӑшшӑн сӑнаса пӑхса пычӗ.

Листницкий при свете фонарей искоса посматривал на бородатое лицо казака.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн куҫ хӑрпӑкӗ ҫинчи хӑмӑр тур паллийӗ тӑрӑх куҫҫуль тумламӗ сиввӗн йӑлтӑртатса юхса аннине Листницкий кайран курса ӗлкӗрчӗ.

И лишь под конец Листницкий заметил, как через коричневый кургашек родинки на глазу сбежала у него холодно сверкнувшая слезинка.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ ак, верховнӑй главнокомандующипе правительство пӗр-пӗринчен уйрӑлса каясси куҫ кӗрет палӑра пуҫланӑ вӑхӑтра, пирӗн ҫав ыйтӑва унӑн мӗн пур ҫивӗчӗшӗпе кӑларса тӑратма тивет: кам майлӑ эпир, кампа каятпӑр?

И вот именно теперь, когда отчетливо намечаются перспективы расхождения верховного с правительством, нам необходимо ребром поставить вопрос: с кем и за кого мы?

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Малтан утсене вырнаҫтарса пӗтерер — кайран куҫ курӗ унта.

— Коней вот расстановим, — тогда уж.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку мӗн? — куҫ харшисене чӗтрентерсе ыйтрӗ Листницкий представительтен.

— Что это? — подрожав бровями, спросил Листницкий у сопровождавшего его представителя.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, хӑйсене куҫ вӗҫертмесӗр асӑрхаса тӑракан офицерсем ӗрленипе, вӗренӗве ҫӳренӗ, учӗсене тӑрантарса самӑртнӑ, аякран никампа хутшӑнмасӑр, хӑвӑлти сӑсар пек пӗр майлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ.

Казаки, опекаемые суровым офицерским надзором, выходили на ученье, выкармливали лошадей, жили размеренной улиточной жизнью, оставаясь без всякого воздействия извне.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак самантра Петро арӑмне вӗлерес пек хӗнеме хатӗрленсе пурӑннине аса та илмерӗ, ӑна ҫынсен умӗнчех ҫупӑрласа лӑпкарӗ, табак тӗтӗмӗпе сарӑхса якалнӑ пуҫ пӳрнипе илемлӗ куҫ харшисен ҫаврака пӗкӗчийӗсенчен шӑлса ачашларӗ.

В этот момент Петро не помнил, что собирался бить жену смертным боем, — ласкал ее на людях, гладил большим обкуренным пальцем писаные дуги ее бровей, радовался.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вакунсем патӗнче кӗшӗлтетекен казаксем, Петропа арӑмӗ ҫине пӑхса, какӑлтатса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗссе кӑтартаҫҫӗ, канӑҫсӑр тунсӑхпа асапланаҫҫӗ.

А у вагонов толпились казаки; глядя на них, покрякивали, перемигивались, нудились.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed