Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫавах эпӗ яланах Санпа пӗрле: Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн; 24. Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн, кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и?
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Шӑпланӑр-ха, эпӗ калаҫам, кайран ӗнтӗ кирек мӗн пултӑр.13. Замолчите предо мною, и я буду говорить, что бы ни постигло меня.
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Малтан санӑн сахал пулнӑ пулсассӑн, кайран питех те нумай пулӗ.7. И если вначале у тебя было мало, то впоследствии будет весьма много.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кайран Артаксеркс патша ҫӗршӗн тата тинӗс утравӗсемшӗн хырҫӑ тӳлемелле тунӑ.1. Потом наложил царь Артаксеркс подать на землю и на острова морские.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна итлемен-пурӑнӑҫламан кирек мӗнле хулана та, кирек мӗнле ҫӗре те пӗр хӗрхенмесӗр хӗҫпе те вутпа тӗп тумалла, кайран унта этем пурӑнма мар, вӑл вырӑнтан тискер кайӑксем те ӗмӗрӗпе йӗрӗнччӗр.]
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумайӑшӗ, пысӑк влаҫлисем, хӑйсене шанакан тусӗсен ӗҫӗсене туса пырас вырӑнне, тӑтӑшах вӗсене усал канаш парса-ӗнентерсе, айӑпсӑр юн тӑкакан тӑваҫҫӗ, патшалӑха тытса пыракансене — таса та ырӑ шухӑшлӑ ҫынсене — чеен улталаса пырса кайран юсама май ҫук инкек-синкек тума хӗтӗртеҫҫӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мардохей ӑна Артаксеркс патша ячӗпе ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ, кайран ҫав ҫырусене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, лешӗсем патша учӗпе, пӗр курпунлӑ тӗвепе тата ашакла лашапа ҫула тухнӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайран ӑна ачаш сӑмахсемпе йӑпатнӑ: мӗн пулчӗ сана, Эсфирь?Потом он утешил её ласковыми словами, сказав ей: что Есфирь?
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсфирь Мардохее ҫапла хуравласа каланӑ: 16. кай та Сузӑ хулинчи пӗтӗм иудее пуҫтар, вара маншӑн типӗ тытӑр, виҫӗ кун хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп, кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп, тенӗ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кайран, ҫав кунсем иртсе кайсан, патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, пурӑнакан хӑй халӑхӗ валли, пӗтӗм ватти-вӗтти валли, патша керменӗ ҫумӗнчи сат картишӗнче ҫичӗ куна тӑсӑлакан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кайран, ҫав кунсем иртсе кайсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне таврӑннӑ, Иудифь вара Ветилуя хулине кайнӑ, вӑл унта хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ, вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпе чапа тухнӑ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кайран вӑл Иудифь чатӑрне кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта никам та пулман.17. Потом вошел в шатер, в котором пребывала Иудифь, и не нашел ее.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуҫамӑма мӗн кирлӗ, эпӗ ҫавна тума васкӑп, кайран эпӗ мӗн виличчен ҫакӑнпа йӑпанса пурӑнӑп, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ кунта ҫӑлӑнӑҫ тупӑн; ан хӑра: эсӗ ку каҫ та, кайран та чӗрӗ пулӑн, 4. мӗншӗн тесессӗн сана никам та кӳрентермӗ — пачах урӑхла, манӑн хуҫамӑн, Навуходоносор патшанӑн, чурисене ырӑлӑх тунӑ пек, сана кирек кам та ырӑлӑх тӑвӗ, тенӗ Олоферн.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун упӑшки Манассия, — вӑл арӑмӗпе пӗр йӑхран, пӗр ӑруран пулнӑ, — урпа вырнӑ чухне вилнӗ; 3. хирте, кӗлте ҫыхакансем патӗнче тӑнӑ чухне, ӑна хӗвел анӑратнӑ, вӑл кайран вырӑнпах выртнӑ та хӑйӗн хулинче Ветилуяра вилнӗ; ӑна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшӗсемпе юнашар, пытарнӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тепӗр кунне Олоферн хӑйӗн пӗтӗм утлӑ ҫарне Ветилуя хулинчи Израиль ывӑлӗсем умне ертсе тухнӑ, 7. вӑл вӗсен хулине кӗмелли вырӑнсене пӑхса тухнӑ, хула тавра пӑхса ҫаврӑннӑ, кайран ҫӑлӗсене йышӑнса вӗсем тавра салтаксем тӑратса тухнӑ та каялла хӑй халӑхӗ патне таврӑннӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ, хӑйсен хулинчен тухса, Ахиор патӗнче чарӑнса тӑнӑ та унӑн ал-урине салтса янӑ, кайран ӑна Ветилуяна, ҫав хулан пуҫлӑхӗсем патне, илсе пынӑ, 15. ун чухне хула пуҫлӑхӗсем Симеон йӑхӗнчи Миха ывӑлӗ Озия, Гофониил ывӑлӗ Хаврий тата Мелхиил ывӑлӗ Хармий пулнӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.