Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫченӗсем (тĕпĕ: ӗҫчен) more information about the word form can be found here.
Централизациленӗ библиотека системин ӗҫченӗсем кӗнеке выставки йӗркеленӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

Асӑнмасӑр хӑварма ҫук, ҫав кун пӗр арҫын типӗ курӑк чӗртсе янӑран пушар хурал ӗҫченӗсем пӗрре унта кайса сӳнтернӗ-ха, анчах та каярах каллех алла шӑрпӑк тытса курӑка тивертекен тупӑннӑ.

Help to translate

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

«Нива» хуҫалӑх ӗҫченӗсем Ачкассипе Ваҫкаҫырми ялӗсем хушшинчи уй-хирте тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Вырма вӑй илет // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2018.08.03

Каламалла ӗнтӗ, ҫав планри чылай ӗҫ вӑя кӗрсе пырать: вырӑнти тухтӑрсем вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем патне кайса вӗсен сывлӑхӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, шкул ачисем ветерансене кил-тӗрӗшре пулӑшса тӑраҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ.

Help to translate

Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

«Свобода» колхоз ӗҫченӗсем те ҫурхи ырӑ ҫанталӑкӑн хакне аван туяҫҫӗ, ӗҫсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртнӑ.

Работники колхоза «Свобода» тоже хорошо чувствуют весеннюю добрую погоду, работы планируется завершить в кратчайшие сроки.

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Ача сачӗсене ҫӳрекенсемпе шкулта вӗренекенсем, тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракансем, ҫав шутра культура ӗҫченӗсем те, хӑйсем илемлӗ ташлама пултарнине кӑтартса пачӗҫ.

Help to translate

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Ку хутӗнче те Элӗкри культура ӗҫченӗсем театрализациленӗ пуян представлени хатӗрленӗ.

И на этот раз работники культуры села Аликово подготовили богатейшие театрализованные представления.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Парада вара Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем ертсе пыраҫҫӗ.

А парад возглавили ветераны и труженики тыла, которые приближали Великую Победу.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче конгресс хастарӗсемпе пӗрле шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, ял халӑхӗ, культура ӗҫченӗсем ку проектпа килӗшӳллӗн пысӑк мероприяти йӗркелерӗҫ.

В первый день марта вместе с деятелями конгресса школьные ученики и учителя, родители детей, деревенский народ, работники культуры провели большое мероприятие согласно этому проекту.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Культура ӗҫченӗсем пушшех те.

Help to translate

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Мӑньял Хапӑсри «Гигант» колхоз ӗҫченӗсем Вӑтам Ҫавалтан пуҫласа Шӗшкӗ ҫырми таран 50 метр сарлакӑш вӑрман тӑрӑхӗ ӳстерчӗҫ.

Help to translate

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Палӑртмалла, «Искра» колхоз ӗҫченӗсем кӑҫал районта акана пуҫлакансем пулчӗҫ.

Help to translate

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

«Слава картофелю» агрофирма ӗҫченӗсем акнӑ ҫурхи культурӑсем те тип-тикӗс шӑтса тухнӑ, уйӗсем пирки калас пулсан, вӗсем тап-таса, хитре.

Help to translate

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Паянхи кун тӗлне ҫӗр ӗҫченӗсем кӗрхи тата ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсем акнӑ лаптӑксене ҫум курӑкран пестицидсемпе гербицидсем сапнӑ, хӑшпӗр хуҫалӑхсем вара асӑннӑ культурӑсене апатлантарма та ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӗсен хушшинче 5 колхоз председателӗ, 4 бригадир, 2 конюх, 2 ферма заведующийӗ, 1 звеновод, райкомпа райисполком ӗҫченӗсем 5 ҫын пулнӑ.

Help to translate

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

МЧС тата ВДПО ӗҫченӗсем «Пушарнӑй тумтирне кам хӑвӑртрах тӑхӑнать?» вӑйӑ, тематикӑллӑ викторина ирттерчӗҫ.

Help to translate

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ.

Help to translate

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Медицина ӗҫченӗсем ку чухнехи условисенче вӑй хума пултарччӑр, ял ҫыннисем вӑхӑтра та лайӑх сипленсе нумайрах ҫул пурӑнччӑр тетпӗр, — терӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӑҫал вара пӗрлешӳ ӗҫченӗсем акӑнакан лаптӑксене 350 гектара ҫитерме тӗллев тытнӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed