Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ним вӗҫӗ ҫук кӗнекере мӗн ҫинчен каланине эпӗ ӑна каласа кӑтартма пултарас ҫукчӗ, — тим вӗҫӗ ҫук тесе акӑ мӗншӗн калатӑп: эпир вулама пуҫланӑ иккӗмӗш пайӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш пайӗ килсе тухрӗ; унтан тата тӑваттӑмӗш пайӗ те пур, терӗ хӗрача.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӑкасемсӗр пуҫне садра урӑх нимӗн те ҫукчӗ, йывӑҫ тӗмисем те, курӑк та, ҫул ҫинчи тӑпрана таптаса хытарса лартнӑ, вӑл чутун пек хура.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ман патра яланах пӗр пек ларатчӗ: алӑ лапписене чӗркуҫҫи хушшине чиксе, вӗсене урисен шӗвӗр шӑммисемпе хӗстерсе, малалла тайӑлса ларатчӗ: кӑкӑрӗ унӑн ҫукчӗ, хулӑм пир кӗпе витӗр аяк пӗрчисем, хавшаса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем пекех, палӑрса тӑратчӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл кухаркӑна пит кураймастчӗ, лешӗ те темле хӗрарӑмччӗ: те ырӑ вӑл, те усал — пӗлмелли ҫукчӗ ӑна.Он ненавидел кухарку, бабу странную, — нельзя было понять, добрая она или злая.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир Ястребацра юлнӑ пулсан, пирӗнтен хамӑртан та нимӗн те юлас ҫукчӗ, — пуҫларӗ Джурдже, вара, хӑйне партизансенчен кам та пулин итлемест-и, тесе ҫаврӑнса пӑхрӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ:
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта килнӗ чух манӑн нимӗн те ҫукчӗ, халӗ акӑ ҫӑкӑр пур.Когда я сюда приехал, у меня ничего не было, а теперь есть кусок хлеба.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кунта миҫе ҫул ҫӳретӗп — нихҫан та пӗр чун ҫукчӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Пире хресченсем пулӑшмасан, вӗсем пирӗн ретре пулмасан, эсӗ, хӑюллӑ ҫын, Ястребацра уйӑх та пурӑнас ҫукчӗ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫынсем хӑшӗ мӗнлине пӗлмен пулсан, кама шанмаллине, камран сыхланмаллине ӑнланман, туйса илмен пулсан, тӗрӗсмарлӑхӑн чи пӗчӗк паллисене те курма пултарайман пулсан, вӑл вӑрттӑн ӗҫре ҫакӑн пек вӑрах тытӑнса тӑрас ҫукчӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем пирӗнтен ытларах тӳсеҫҫӗ: санӑн Живану пӗр хут пемесӗрех вӑрҫӑран тарман пулсан, ҫак хурлӑх пулас ҫукчӗ, партизансем сӑртсем ҫинче пӗтмен пулӗччӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑнни пек иҫӗм ҫырли, груша, панулми сорчӗсем уезчӗпе те ҫукчӗ.У него были лучшие во всем уезде сорта винограда, яблок и груш.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапах та шпионсене ҫул ҫукчӗ, Днестрта путараттӑмӑр, ҫӗр ҫинче аркататтӑмӑр чӗрӗлле тытаттӑмӑр…Но все равно, шпионов мы топили в Днестре, истребляли на земле, брали живьем…
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак тивӗҫсӗр ӗҫе Громада генерал та ырлас ҫукчӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларк разведчиксен чаплӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ пысӑк шанчӑк паракан ҫын пулман пулсан, ҫак вӑхӑтра, питех те шӑп минутра, тӳссе выртас ҫукчӗ, чикӗ урлӑ каҫнӑ пулӗччӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Нимӗнле те тӳлесе татма ҫукчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь хам аса илнӗ тӑрӑх, ку хӗр ҫумӗнче те лайӑххи, ман кӑмӑла юрамалли нимӗн те ҫукчӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Анна Дмитриевнӑна пӗле пуҫланӑ вӑхӑт тӗлне ун ҫуртӗнче крепостнойсем шутӗнчен кантура ӗҫлеме илнӗ Митюша пурӑнатчӗ, вӑл патне яланах помада сӗретчӗ, ҫӳҫне кӑтралатса янӑччӗ, черкессенни евӗрлӗ сюртук тӑхӑнатчӗ, апат вӑхӑтӗнче Анна Дмитриевна пуканӗ хыҫӗнче тӑратчӗ, Анна Дмитриевна Митюша умӗнче французла каласа, хӑнасене унӑн хитре куҫӗсемпе ҫӑварӗ ҫине пӑхма сӗнетчӗ, анчах сӳнсе пӗтмен хавхана аса илтерекенни нимӗн те ҫукчӗ.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, Валахинӑсен ҫурчӗ патне ҫывхарнӑ чух эпӗ юратса пӑрахнӑ теме ҫукчӗ, анчах юратӑвӑн кивӗ асаилӗвӗсене хускатса, юратса пӑрахма лайӑх хатӗрленнӗччӗ, хам та юратса пӑрахасшӑнахчӗ; кунсӑр пуҫне манӑн тусӑмсем пурте юратса пӑрахнине курса тӑруҫӑн, хам вӗсенчен юлса пыни мана пайтахранпа вӑтантаратчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурнӑҫӑн пуриншӗн те паллӑ тӗттӗм енне, вак-тӗвек кӳренӳсемпе, кӑмӑл юлнипе тулнӑскерне, ытти ҫынсенчен пытарма тата хӑйӗнчен сирсе пыма питӗ лайӑх пӗлнӗрен ӑна хапсӑнмасӑр та май ҫукчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.