Шырав
Шырав ĕçĕ:
Еплерех пирӗн Нарспин тӗнчи илемлӗ, еплерех ҫиҫсе тӑракан тӗнче.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
«Упӑшкин ячӗ Слава иккен. Алексей уншӑн мӗнле ҫуннине пӗлейрӗ-ши Оксана? Ҫамрӑкрахчӗ ҫав ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ вӑхӑтра. Вун тӑваттӑра кӑначчӗ вӗсем. Оксана кун пирки халӗ те пӗлмест пулас», — йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑракан хӗрарӑм ҫинчен куҫне илмерӗ хунямӑшӗ пулайманскер.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Унӑн пуҫӗнче ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илсе сӑвӑ йӗркисем ҫуралчӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Тепӗр ҫулхине хыҫран вӗлтренпе хӑваламасӑрах Виталипе ҫавӑтӑнса, йӑл-йӑл ҫиҫсе утрӑм шкула.На следующий год идя за руку с Виталием и без подгонки с крапивой, улыбаясь отправился в школу.
«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вут-хӗм юлашки хут ялкӑшнӑранпа, Мускав ҫийӗн Ҫӗнтерӳ салючӗ ҫиҫсе ҫӗкленнӗренпе 71 ҫул ҫитрӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
11. Ҫав хула Турӑ мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ, унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути евӗрлӗччӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑ кун хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те, 40. пӗлӗт те, аслати те, ҫиҫӗм те, ҫил те, ҫумӑр та, тӑман та, сӗмлӗх те, каҫ та, ир те, 41. ҫулла та, ҫуркунне те, шӑрӑх та, хӗлле те, сивӗ те, пӑр та, ҫумӑр та, сывлӑм та, 42. кӑнтӑрла та, каҫ та, шурӑмпуҫ та, ялкӑшни те, уяртни те, ҫутӑ та пулмӗ, Ҫӳлти Туррӑн ҫути ҫеҫ ҫиҫсе тӑрӗ, ҫавна пула пурте хӑйсем валли Турӑ мӗн палӑртса хунине курӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Тӑваттӑмӗш кунхине Эсӗ хӗвеле ҫиҫсе ялкӑшма, уйӑха ҫутатма, ҫӑлтӑрсене хӑйсен вырӑнне вырӑнаҫса тухма хушнӑ, 46. тата вӗсене пултарма палӑртнӑ этемшӗн ӗҫлесе тӑма хушнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ылтӑн та пӑхӑр хулкансем ҫинче хӗвел ҫиҫсе илсессӗн, таврари тусем ялтӑртатса вутлӑ ҫутаткӑҫ пек ҫуталса тӑнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Утлӑ ҫар вӑйкӑнса пырать, хӗҫ ҫиҫсе вылять, сӑнӑсем ялтӑртатаҫҫӗ; вӗлерни темӗн чухлӗ, купи-купипе виле: вилесен йышӗ те ҫук, ҫынсем вӗсене пыра-пыра такӑнаҫҫӗ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Аммон ывӑлӗсем ҫинчен, вӗсем кӑтартнӑ мӑшкӑл ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те; кала: ӗнтӗ хӗҫе, хӗҫе вӗсене чиксе вӗлерме кӑларнӑ, вӗсене пӗтерме, ҫиҫӗм пек ҫиҫсе тӑма хӑйранӑ, 29. сана ҫук япаласем кӑтартнӑ чухне, сана суя юм юмланӑ чухне ҫав хӗҫ сана та пуҫне каснӑ усал ҫынсем ҫумне хурӗ, ҫав ҫынсен кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ ӗнтӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 9. этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ: 10. ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Ҫакӑн хыҫҫӑн] Артаксеркс вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ, — ҫав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑнӑ, — 2. Артаксеркс патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, патшара ларнӑ чухне, 3. патшара ларни виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, вӑл хӑйӗн аслӑ улпучӗсем валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем валли, Персипе Миди ҫарӗсен тӗп пуҫлӑхӗсем валли, хӑй ҫӗрӗсене пӑхса тӑракансем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, 4. вӑл унта хӑй патшалӑхӗн аслӑ мулне, хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан чапне кӑтартнӑ, нумая, ҫӗр сакӑрвунӑ куна, тӑсӑлнӑ ҫав уяв.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл каланӑ: Ҫӳлхуҫа Синай енчен килчӗ, вӗсене Сеир патӗнчен курӑнчӗ, Фаран тӑвӗ енчен ҫиҫсе тухрӗ те пин-пин святойпа пӗрле ҫитрӗ; Унӑн сылтӑм енче — саккун вучӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫиҫсе тӑракан хӗҫӗме ҫивӗчлетсессӗн, аллӑм сут тума тытӑнсассӑн, тӑшманӑмсене тавӑрӑп Эпӗ, Хама курайманнисене тивӗҫлипе тавӑрса парӑп; 42. ҫӗмренӗмсене тӑраниччен юн ӗҫтерӗп, хӗҫӗм те вилнисен, тыткӑна лекнисен ӳчӗпе, юнӗпе, тӑшман пуҫлӑхӗсен пуҫӗсемпе тӑранӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.