Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫав кунсенче ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене хуйхӑ пулӗ; ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ асаплӑх пулӗ, ҫак халӑх ҫине ҫилӗ ҫитӗ: 24. хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе тӑкӑнӗҫ, вӗсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна иле-иле кайӗҫ; Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче хуйхӑ пулӗ!
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ; Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ та, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ; кимми шыв ҫийӗнче пулнӑ, пӗтӗм халӑх вара тинӗс хӗрринче типӗ ҫӗрте тӑнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче епле хӗн пулӗ!
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫакна хирӗҫ вӑл мана ҫапла хуравларӗ: пыр, ҫийӗнче пур хӗрарӑмран ыйт: тӑхӑр уйӑх тулсан, унӑн варӗ ачана хӑйӗнче тытса тӑма пултараять-и? терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Шалти картиш хапхи патне пырсан, вӗсем йӗтӗн тумтир тӑхӑнӗҫ, шалти картиш хапхи патӗнче тата Турӑ Ҫуртӗнче шалта кӗлӗ тунӑ чухне вӗсен ҫийӗнче ҫӑм тумтир пулмалла мар.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене тирпейлесе пытармӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мӗншӗн тесессӗн ҫак вырӑнта ҫуралакан ывӑлсемпе хӗрсем ҫинчен, вӗсене ҫуратакан амӑшӗсем ҫинчен, вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче ӗрчетекен ашшӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: 4. вӗсем йывӑр вилӗмпе вилсе пӗтӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене пытармӗҫ; вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ; хӗҫпе те выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксен тата ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа хӑтарса хӑварнисем каялла таврӑнӗҫ, Сион ҫине килнӗ чухне хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗҫ; вӗсен пуҫӗ ҫийӗнче ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ тӑрӗ; вӗсем савӑнӑҫпа телей тупӗҫ, хурланасси, ассӑн сывласси ҫухалӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗҫҫи хыҫҫӑн, ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне татса пӗтерсессӗн, иҫӗм ҫырлине пуҫтарса илсессӗн мӗнле пулать, ҫӗр ҫийӗнче, халӑхсем хушшинче те ҫапла пулӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа сасси — шывсем ҫийӗнче; кӗмсӗртетет мухтавлӑх Турри, Ҫӳлхуҫа — аслӑ шывсем ҫийӗнче.3. Глас Господень над водами; Бог славы возгремел, Господь над водами многими.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем шыв ҫийӗнче тытӑнса тӑраймӗҫ, вӗсен ҫӗр ҫинчи пайӗ ылханлӑ, вӗсен иҫӗм пахчийӗ енне каякан ҫул пуш-пушӑ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав вӑхӑтра пӗррехинче Иеровоамӑн Иерусалимран кайса килмелли ӗҫ тупӑннӑ; ҫул ҫинче ӑна Силом хули ҫынни Ахия пророк тӗл пулнӑ, ун ҫийӗнче ҫӗнӗ тумтир пулнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, 9. хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, 10. Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; 11. эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗрарӑм ҫийӗнче арҫын тумтирӗ ан пултӑр, арҫыннӑн та хӗрарӑм кӗпине тӑхӑнма юрамасть, ҫакна тӑвакан кирек кам та санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ирсӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем; 34. эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Каҫхине путене вӗҫсе тулса тапӑра хупласа илнӗ, ир тӗлне тапӑр тавра сывлӑм ӳкнӗ; 14. сывлӑм типсессӗн, акӑ пушхир ҫийӗнче темӗскер — вӗтӗскер, кӗрпе евӗрлӗскер, ҫӗр ҫине ӳкнӗ пас евӗрлӗскер — выртса юлнӑ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аллу — тӑшманусен ӗнсийӗ ҫийӗнче; сана хӑвӑн аҫун ывӑлӗсем пуҫҫапӗҫ.Рука твоя на хребте врагов твоих; поклонятся тебе сыны отца твоего.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.