Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн the word is in our database.
юн (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Юн ӗмсе тултарнӑскере хӑвӑртрах кӑларма тӑрӑшмалла, анчах унран хӑтӑлма ансат мар иккен.

Help to translate

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Урайӗнчи сӑмакун кӳлленчӗкӗ ҫийӗн хӗрлӗ йӗрсем курӑнма пуҫларӗҫ: карчӑкпа старике кӗленче ванчӑкӗсем касса пӗтернӗ сурансенчен юн юхать.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗркеллӗ калаҫса ларнӑ хушӑрах Якку атте пуканӗ ҫинчен пӑнкӑлт! туса урайне ӳкрӗ те, алли-урипе турткаланма пуҫларӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса тухрӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юн кайма чарӑниччен тӗм ҫине кайса Лар, — хушрӗ ашшӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑррӑн тӑнлав ҫинчи юн тымарӗсем кантра пек пулса кайрӗҫ, халь-халь татӑлса каяс пек чӗтреме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тепӗр чухне юн юхтарса ҫапӑҫса каяҫҫӗ, — хушса хучӗ Степанов.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринне кашкӑр сылтӑм хӑлхине ҫурри таран ҫыртса татнӑ, теприн ӗнси патӗнчен юн юхать.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑлтавне пӗлчӗ-ха вӑл — пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне чӗп-чӗр юн туса е ун аяк пӗрчисене хуҫса вырӑссен умӗнче намӑс курасшӑн пулмарӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки юн тумламӗ юличчен ҫапӑҫатӑп.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗсем тахҫанах юр ҫинче юн юхтарса выртаҫҫӗ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем Мамич-Бердее ытлашши юн тӑкмасӑр, сахал вӑйпа, чеелӗхпе ҫӗнтерес терӗҫ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахматек пӗлтерчӗ ӑна: темиҫе мӑрса тӳпелешсе илме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, пӗр-пӗрин пит-куҫне чӗп-чӗр юн туса пӗтернӗ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑнах, чӗп-чӗр юн тунӑ вӑл сана, — тӗлӗннипе пуҫне сулкаларӗ пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та юн тӑкӑнчӗ-тӑкӑнчех: темиҫе казака, вӗсен пуҫлӑхне вӗлернӗ, кунти ҫынсенчен те темиҫен аманнӑ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑ йӗппи айккипе юн сӑрхӑнать.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах юн тӑкма юрамасть паян.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑнукӗпе пӗрле ут утланса тухса кайнине пӗлсен Тукай мӑрса мана чӗп-чӗр юн тӑвать, нӳхрепе хупса лартать.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чим, сан ача пур, Эрнепи, ак юн тымарӗ мӗнле тапнинченех паллӑ — ача.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл нӳхреп пек ҫӗр пӳртре ҫуралчӗ, ют юн кил-йышӗнче ӳсрӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пичӗ тӗссӗрленнӗ унӑн, юн тымарӗсем хуралса, кӑвакарса ларнӑ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed