Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнешкел ыра шӑршӑ кӗрет ҫак ачасен ҫӳҫӗсенчен!
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Турӑ ҫӑлтӑрах, хӑсса ямалла шӑршӑ перет унран.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Астраханьти пек хӑрушӑ шӑршӑ кӑларса тултартӑн!
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗлӗкӗнче вӑл икӗ пысӑк йытта курчӗ, вӗсен хыткан аяк пӗрчисенче иртнӗ ҫул тӑкӑнмасӑр юлнӑ ҫӑм пайӑркисем пур; вӗсем иккӗшӗ те пӗр пысӑк лаххантан темӗн ҫиетчӗҫ, лахханӗнчен шурӑ пӑс та техӗмлӗ шӑршӑ тухнӑ пек.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Каштанка ҫав алӑка та уртӑнса уҫрӗ, ҫавӑнтах темле ют шӑршӑ пуррине сисрӗ.
III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ахаль ҫеҫ, хамран тутлӑ шӑршӑ кӗтӗр тесе сапрӑм!
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн пӑрикмахерскинчи пек шӑршӑ кӗрет сан? — ыйтрӗ Лузгин, кӗрӗкне Нюшкӑ алли ҫине хывса пӑрахса, сӑмсине нӑш-нӑш туртса.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Сирӗн шӑршӑ та ан пултӑр кунта!..
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Таптаса ҫеҫ хытармалла, вара хуть шӑршӑ пӗлекен йытӑпа килсен те тупас ҫук…— Притоптать только, и хоть с ищейкой приходи — нюх отшибет.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр кунне амӑшӗ Костьӑна сенкер пурҫӑн кӗпе, хулӑн пиртен ҫӗлетнӗ хура шӑлавар тӑхӑнтартнӑ, пуҫне тутлӑ шӑршӑ кӗрекен супӑньпе ҫунӑ та хапхаран ҫавӑтса тухнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ытла та тутлӑ шӑршӑ кӗрет!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксенин пиччӗшӗпе шӑллӗ велосипедсем туянчӗҫ, хулари пек капӑр костюмсем ҫӗлетсе тӑхӑнчӗҫ, пурҫӑн галстуксене ҫыхма пӗлмесӗр пыр урлах турта-турта ҫыхатчӗҫ, аллисене кирпӗч пек хӗрелсе кайиччен сӑтӑратчӗҫ, уҫӑлма каяс чухне одеколон сапса пӳртре хӑнӑхман шӑршӑ кӑларатчӗҫ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сакайӗнчен тӳрех нӳрӗ те ҫӗрӗк шӑршӑ ҫапрӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кирек мӗнле ҫветтуй пулсан та, вилнӗ хыҫҫӑн, ҫутҫанталӑк йӗрки тӑрӑх, унран сахвутран пенӗ пекех усал шӑршӑ кӗрсе тӑмалла.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫветтуйсен кӑна вӑл вилсен те таса шӑршӑ кӗнӗ пек калаҫаҫҫӗ те, ман шутпа — суя халап ку.Гутарють, кубыть, у одних святых посля смерти парение идет, а по-моему — живая брехня.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ӗҫсемпе аппаланакан ҫынран вилсе ӗлкӗричченех шӑршӑ кӗме пуҫлать.А кто этими делами займается, энтот ишо и помереть не успеет, а уж зачинает приванивать.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вилесенчен ав епле йывӑр шӑршӑ перет, пӗтӗм ӑш пӑтранса тухать.От этих убиенных такой чижелый дух идет, ажник с ног шибает!
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий лав патне пыричченех ун ҫинелле ӑша лӗклентерекен пылак шӑршӑ варкӑшса килчӗ.Не успел Григорий подойти к ней, как ветерком уже нанесло на него сладковато-приторный запах.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн писев сӗрнӗ питӗнчен ӳсӗртсе ямалла уҫӑ шӑршӑ ҫапрӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Килти табакпа хутӑштарнӑ илепертен ырӑ шӑршӑ ҫапрӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.