Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыврӗ (тĕпĕ: хыв) more information about the word form can be found here.
Вара сасартӑк хуллен кӑшкӑрчӗ те шӑпланчӗ, унтан каллех хайхи калама ҫук илемлӗ куҫӗсем уҫӑлчӗҫ — ача ҫуратакан хӗрарӑмӑн таса та ырӑ куҫӗсем; кӑвакскерсем, вӗсем кӑвак пӗлӗтелле пӑхаҫҫӗ, вӗсенче пархатарлӑ, савнӑҫлӑ кулӑ йӑлкӑшса, ирӗлсе тӑрать; йывӑр аллине ҫӗклесе, амӑшӗ хӑй ҫине те, ачи ҫине те хӗрес палли хыврӗ

И вдруг, тихо крикнув, умолкла, потом снова открылись эти донельзя прекрасные глаза — святые глаза родительницы, — синие, они смотрят в синее небо, в них горит и тает благодарная, радостная улыбка; подняв тяжелую руку, мать медленно крестит себя и ребенка…

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ефим куҫне хӗсрӗ те пулӑҫсем ҫине пӑхса илчӗ, ун хыҫҫӑн ҫӑпатине салтрӗ, хутаҫҫине ҫурӑм хыҫӗнчен илсе пӑрахрӗ, унтан кӗпине хыврӗ.

Ефим минуту щурит свой глаз на рыболовов, затем снимает лапти, сбрасывает с плеч мешочек и снимает рубаху.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Санька илтмӗше хыврӗ.

Санька сделал вид, что не расслышал.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька малта пыракан Степа ҫине пӑхса илчӗ, гимнастеркине хыврӗ те ӑна кӗреплепе утӑ салатакан хӗрачасем патнелле ывӑтса ячӗ.

Санька поглядел на идущего впереди Степу, снял гимнастерку и, размахнувшись, бросил ее к ногам девчонок, которые разбивали граблями скошенную траву.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана хуйхӑртма! — Вӑл ывӑлӗ умне чӗркуҫленсе ларчӗ, асӑрханса аттине хыврӗ.

Горе ты мое! — Она опустилась перед сыном на колени и осторожно стянула сапог.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маша, пӳрте кӗрсенех, урине хыврӗ, пальтине пӑтана ҫакрӗ, унтан кӑмака ҫине хӑпарса кайрӗ.

Маша, войдя в избу, быстро разулась, повесила пальтишко на гвоздик и залезла на печь.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйӗн шлепкине ҫаннипе шӑлса якатрӗ те ун ҫине пӑхса илчӗ, кайран Обломовӑн этажерка ҫинче выртакан шлепкине куҫ хыврӗ.

Он погладил свою шляпу рукавом, потом поглядел на нее и на шляпу Обломова, стоявшую на этажерке.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем ращана ҫитсе кӗчӗҫ: Обломов шлепкине хыврӗ, Ольга ун ҫамкине тутӑрпа шӑлса илчӗ те питӗнчен зонтикпа варкӑштарма тытӑнчӗ.

Они вошли в рощу: он снял шляпу, а она платком отерла ему лоб и начала махать зонтиком в лицо.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн тӑван эс кунта? — ыйтрӗ микрофонлӑ ҫын, унтан тӑна кӗчӗ пулас та микрофонне сӳнтерчӗ, пуҫӗ ҫинчен ялтӑртатса тӑракан шлемне тата маскине хыврӗ.

— Что ты тут делаешь? — опять закричал человек в микрофон, затем опомнился и отключил его, после чего стащил с головы черный блестящий шлем и маску с прорезями для глаз, носа и рта.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя пӗшкӗнмесӗрех, кӗллисем ҫине пусса уринчи кроссовкисене хыврӗ, джинс ҫинчи молние уҫса ячӗ те хӑйӗн пӳлӗмнелле таплаттарчӗ.

Не нагибаясь, одними ногами она стянула с себя кроссовки, расстегнула молнию на джинсах и направилась в свою комнату.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Петя сумкине васкаса хыврӗ те, чӗтрекен аллисемпе ӑна салтма тытӑнчӗ.

Петя поскорей сбросил ранец и стал его расстегивать дрожащими пальцами.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Старик турӑш еннелле пӑхса куҫне хупрӗ, вара васкамасӑр, чӗпӗтме пуҫтарса тытнӑ пек пӳрнисене ҫамка, хырӑм, икӗ хулпуҫҫи ҫине вӑйпа пусса хӗрес хыврӗ.

Дедушка повернул лицо к чудотворцу, прикрыл глаза и медленно, размашисто перекрестился, с силой вдавливая сложенные щепоткой пальцы в лоб, в живот, в оба плеча.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл кӑвак куҫлӑхне хыврӗ, вара унӑн хулӑн сӑмсин икӗ аяккинче мерчен тӗслӗ икӗ путӑк палӑрчӗҫ.

Он снял синее пенсне, отчего на его мясистом носу обнаружились две коралловые вдавлины.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Уҫнӑ алӑксен ҫумӗпе такамӑн ҫӳлӗ пӗвӗ иртни курӑнчӗ, шлепкине хыврӗ, патакне хучӗ, турине кӑларса, куҫкӗски умӗнче кӑвакарнӑ мӑйӑхне турарӗ.

Длинная фигура мелькнула мимо открытых дверей. Кто-то снял шляпу, поставил палку, вынул гребешок и расчесал перед зеркалом седые усы.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман ҫине пӑхрӗ те чуптуса илчӗ, унтан вӑрттӑн ҫеҫ хӗрес хыврӗ.

Она глядела на меня и целовала, потом украдкой перекрестила.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл васкамасӑр кӑна, факела каялла пачӗ, сылтӑм аллинчен ула-чӑла алсине хыврӗ, вара, ал тӳртӗшпе кӗске сулӑм туса, Игоре питҫӑмартинчен ҫатлаттарчӗ.

Он не спеша отдал факел солдату, снял с правой руки полосатую варежку и коротким движением от себя ударил Игоря по щеке внешней стороной кисти.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лабардан вӑр-вар куҫлӑхне хыврӗ, пӗр утӑм каялла чакрӗ, пуҫне тайса хучӗ, тӗлӗнсе пӑхса илчӗ, унтан ман пата пысӑк утӑм туса, хулран ярса тытрӗ, хыттӑн силлерӗ:

Лабардан сдернул с себя дымчатые очки; отступив на шаг, нагнул голову в одну сторону, потом посмотрел с другого бока, все еще не веря, должно быть, широко шагнул ко мне, обеими руками схватил меня за локти и крепко потряс:

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман шутпа вара… — Ромашов такӑнчӗ, ӑна пӑчӑ пула пуҫларӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл шӗлепкине хыврӗ те чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, — ку ун шухӑшӗ мар.

Но, по-моему… — Ромашов запнулся; должно быть, ему стало жарко, потому что он снял шляпу и положил её на колени, — это не его мнение.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дворник мар иккен вӑл, Ромашов пулчӗ, эп алӑк уҫсанах вӑл каялла чакса тӑчӗ те сӑмах хушмасӑрах шӗлепкине хыврӗ.

Но это был не дворник, это был Ромашов, который молча быстро отступил, когда я открыла дверь, и снял шляпу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫлӑхне хыврӗ вӑл, пит-куҫӗ салхуланчӗ.

Он снял очки, и у него стало грустное лицо.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed