Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашки вӑхӑтра унӑн пӗр Вакханки пирки нумай шавларӗҫ; вырӑс графӗ Бобошкин, паллӑ пуян, ӑна 1.000 скуди парса туянма хатӗрленнӗ, анчах тепӗр скульптора, француза, «Юратӑва пула Ҫуркунне Генийӗн кӑкӑрӗ ҫинче вилекен ҫамрӑк хресчен хӗрне» туса кӑтартнӑ кӗлеткесемшӗн 3.000 скуди пани лайӑхрах пулӗ тенӗ.
XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кил-хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ: Николай Артемьевича илме тесе ятарласах Мускава ҫын ячӗҫ; унпа пӗрлех дворецкий эрехсем, паштетсем тата ытти апат-ҫимӗҫсем туянма чуптарчӗ; Шубина кӳме тара тытма тата лашасем хатӗрлеме приказ тухрӗ (пӗр кӳме вӗсене ҫителӗксӗр пулнӑ); казачок, икӗ хутчен Берсеневпа Инсаров патне кайса, вӗсене малтан вырӑсла, кайран Зоя французла ҫырнӑ чӗнӳ хучӗсем парса килчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пӑрҫаран кӗҫӗ кӑна, вӑрӑмтунаран сивчир туянма пулать.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пушарни инспекторӗ ҫеҫ ҫулӑмпа кӗрешекен тепӗр хатӗр туянма хушса хӑварчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Прокурор пулӑшуҫи тӗрӗслесе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна администрацилле майпа айӑпласа 30 пине штрафларӗҫ, электронлӑ тараса туянма ҫирӗп хушрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Куҫсем хуралса килмеллех ҫурӑмран чышкӑ туянсан, татах та туянма хатӗрленсе, вӑл ҫӗр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Николай Петрович, хӑй калашле, ферма пурӑнӑҫӗнче пулса иртнӗ тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен, правительствӑн малашнехи ӗҫӗсем ҫинчен, комитетсем, депутатсем, машинӑсем туянма кирли ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те калаҫрӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— «Пирӗн ахаль те виҫӗмҫул арман ҫунса кайрӗ: сутлӑх выльӑх-чӗрлӗхпе аш-какай туянма килекенсем ҫӗр каҫрӗҫ те, ҫавсем вут тивертсе хӑварчӗҫ пулас».
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Сунарта тытнӑ кайӑк-кӗшӗке сутса тунӑ укҫа-тенкӗпе вӑл патронташпа сумка та ҫӑмӑллӑнах туянма пултарнӑ пулӗччӗ, анчах ун пек япаласем туянасси ҫинчен вӑл пачах шухӑшламасть, хайӗн пӑшалне кивӗ мелпех авӑрлать, йӗтрипе тарне тӑкса е хутӑштарса ярас хӑрушлӑхран ҫав тери пултаруллӑн хӑтӑлнипе ҫынсене тӗлӗнтерет.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Вӗсем хӗрсе кайнипе унӑн хакне татах та ӳстернӗ пулӗччӗҫ, сасартӑк кунта пӑхса тӑракансенчен пӗри ҫапла каласа хучӗ: «сирӗн тавлашӑвӑра вӑхӑтлӑха чарма ирӗк парӑр-ха. Манӑн, тен, ҫак портрета туянма тивӗҫлӗхӗм ытларах», терӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр ҫуртӑн хапхи умӗнче каретӑсем, тӑрантассем, кӳмесем питӗ те нумай тӑраҫҫӗ; кунта хӑйсен мӗнпур пурнӑҫне зефирсемпе амурсем ӳкернӗ картинӑсем ҫине пӑхса тӗлӗрсе ирттернӗ, хӑйсене меценатсем тесе шутласа ҫав картинӑсене туянма ашшӗсем перекетлесе хӑварнӑ е ӗлӗкрех хӑйсемех ӗҫлесе тупнӑ укҫа-тенке ырӑ кӑмӑллӑн тӑкакланӑ, искусствӑна юратакан пуянсенчен пӗрин япалисене аукционпа сутаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл художество кӑларакан мӗнпур лайӑх произведенисене туянма тытӑнчӗ.Он начал скупать всё лучшее, что только производило художество.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ыран туянма хатӗрленетӗр пулас?
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Уншӑн эсир хаклах ыйтмастӑр пулсассӑн, эпӗ хам та туянма пултаратӑп.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Эпир федераци влаҫӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула республика кӑҫалах федераци бюджетӗнчен ҫӗнӗ троллейбуссем, ҫав шутра хӑйсем тӗллӗн ҫӳреме пултараканнисене, туянма ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ илет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Унсӑр пуҫне пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли вӗрентӳ сӗтел-пуканне туянма 200 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗсене ял тӑрӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ илме, ҫурт-йӗр тума тата туянма уйӑрса параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Яланах ал айӗнче тыткаламалли чи кирлӗ япаласем — супӑнь, сахӑр, тӑвар, краҫҫын, шӑрпӑк, махорка, урапа ҫӑвӗ — сутлӑхра пачах пулмарӗҫ, пушӑ ҫӳлӗксем ҫинче Асмолов фабрики кӑларакан хаклӑ пируссемпе кирлӗ-кирлӗ мар тимӗр-тӑмӑр, туянма ҫын тупаймасӑр, уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӑлӑххӑн тусанланса выртрӗҫ.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мана ку шӑлавара туянма ӑна мӗнле йывӑр килнине ӑнланаттӑм ӗнтӗ.Я знал, каких трудов стоило маме купить эти брюки в тяжелое военное время.
V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Унтан малалла: картта тӑрӑх эсӗ Астахово слободине ӳкмелле, унтан тӳрӗрех тетӗн, — эпӗ ак Малахов хуторне каятӑп; унта та ман аякри пӗлӗш-хурӑнташпа тахҫанхи тус пур — унта та хамӑн утта пӗтермесӗр вӗсенне ҫитерме пулать Эсӗ асту: ҫул ҫине пӗр капан утӑ тиесе тухаймастӑн, ют ҫӗрте ыйтса илме мар, укҫалла туянма та май килмесен пултарать.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.