Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупата the word is in our database.
тупата (тĕпĕ: тупата) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ, Дуня, каласа парап та, халех тухса каятӑп, тупата туршӑн.

— Я, Дунечка, расскажу и сейчас же уйду, святой истинный крест!

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Акӑ… тупата туршӑн…

— Вот, ей-богу…

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара эсӗ Испание тухса кайрӑн — тупата, ку ӗнтӗ мана асапланса та тертленсе ӗмӗтленни хӑй тӗллӗнех пурнӑҫа кӗнӗ пек туйӑнчӗ.

Тогда ты поехал в Испанию. Господи, это было так, как будто всё, над чем я трудился долгие годы, неожиданно совершилось само!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр хутне Нина Капитоновнӑна патӑм та, алӑ пусрӗ вӑл; кайран хайне чӗнмелле мар тумашкӑн епле кансӗр пулнӑччӗ мана, тупата, епле йывӑрччӗ!

Одну бумажку я подсунул Нине Капитоновне, она подписала, и как трудно было устроить, чтобы её не вызывали потом. Боже мой, как трудно!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тупата турӑҫӑм, — терӗ вӑл ӳкӗннӗ май, — ҫакӑн пек ӗҫре улталӑп-ши вара?

— Господи боже ты мой! — сказала она с досадой, — Да мыслимо ли в таком деле соврать!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урине ҫемҫе пушмак пекки тӑхӑннӑ сестра палатӑна кӗрет те сӗтел ҫине чечек лартать, тупата, мана ҫакӑн пек лӑпкӑлӑх, сӗтел ҫинчи чечексем, госпитальти шавсӑр ура пусӑмӗсем нимӗн чухлӗ те кирлӗ марччӗ ӗнтӗ!

сестра в тапочках заходит и ставит на столик цветы, и боже мой, как я не хотел всей душой, изо всех сил этого покоя, этих цветов на столе, этих бесшумных госпитальных шагов!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тупата туршӑн!

— Ей-богу!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах, тупата, мӗн пулса тӑнӑ-ха ҫак тахҫан тирпейлӗ те сапӑр пулнӑ кухньӑран!

Но боже мой, во что превратилась эта старинная уютная кухня!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манпа мар-ҫке, тупата! — хушрӗ вӑл чӑтаймасӑр.

Да не со мной же, господи, — добавил он уже нетерпеливо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗтменччӗ, тупата — кӗтменччӗ…

Вот уж не ожидала, правда…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах кун пек пуласса, тупата, пӗлмен…

Но, черт, я не знал, что так выйдет…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ пӗлместӗп… — аран аран каларӗ вӑл, — тупата, пӗлместӗп…

— Я не знаю… — выдавил он, — ну, я не знаю…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тупата — слон!

Честное слово — слон!

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ну, тунмастӑп, вара, — шӑппӑн каларӗ Игорь, — хӑтланатӑр та ҫав тупата, темӗскер пулнӑ пек.

— Ну, признаю, — тихо сказал Игорь, — развели вы, ей-богу, историю, будто что случилось.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тупата!

Боже мой!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ӑшша пиҫсе чупатчӗҫ, «тупата, ӑҫтан пӗлем ӑна? Тата вунӑ минутран эп таврӑнмасан кӑна пырӑр терӗ вӗт вӑл…» хӑвӑрт-хӑвӑрт каларӗ Александра Дмитриевна.

Они бежали взволнованные, и Александра Дмитриевна говорила что-то: «Господи, да откуда же я знаю? Только сказала, что если я через десять минут не вернусь…»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс мар, тупата тӗрӗс мар!

— Неправда, ей-богу неправда!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Расщепей юлташ, мӗнле тон сирӗн, тупата!

— Товарищ Расщепей, что за тон, в конце концов!

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тупата туршӑн, хӗрхенетӗп эпӗ сире, мӗнле асапланатӑр эсир.

вот те крест, мне просто жалко смотреть, как вы страдаете.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кулӑшла, тупата туршӑн кулӑшла!..

Смешно, ей-богу, смешно!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed