Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлченӗ май, вӗсем хӑйсем патӗнчен иртсе каякан капӑр тумланнӑ станица хӗрӗсемпе шӑл йӗрсе калаҫаҫҫӗ.Луща семечки, они заговаривали с проходившими мимо принаряженными станичными девками.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий кашни хӑйне майлӑ тумланнӑ хутор ҫыннисене пӑхса ҫаврӑнчӗ, йӗрӗннине пытармасӑр вӗҫлерӗ:Григорий оглядел разношерстно одетую толпу хуторян, закончил с нескрываемым презрением:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хурланмалли вӑхӑта шута илсе, вӑл пӗтӗмпех хура тум тӑхӑннӑ, анчах, вӑл манашкӑ пек тумланнӑ тата хӑйне канӑҫсӑр та салхуллӑ кӑтартма тӑрӑшнӑ пулин те, унӑн йӳрӗк те чее куҫӗсем, пит ҫӑмартисем ҫинчи ачаш та вылянчӑк путӑксем пурпӗрех унӑн чӑн-чӑн шухӑш-кӑмӑлне палӑртса тӑнӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл крыльца ҫине, чӳречерен ҫутӑ ӳкнӗ лаптӑк ҫине тухса тӑчӗ, хӑй яланхи пекех тӑпӑл-тӑпӑл тумланнӑ, хӑйне ҫирӗппӗн тыткалать.Он появился на крыльце в полосе льющегося из окна света, как всегда подтянутый, сдержанно-строгий.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Виҫҫӗмӗш ҫӗрпӳрт алӑкӗ умӗнче типтерлӗ тумланнӑ ҫамрӑк мар хӗрарӑм ларать.У самого входа в третью землянку сидела немолодая, опрятно одетая казачка.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тумланнӑ хыҫҫӑнах, Ермакпа Медведева вӑратса, курницӑна чӗнсе кӗртрӗ, алӑка тачӑ хупса хучӗ.Одевшись, он разбудил Ермакова и Медведева, позвал их в горницу, плотно притворил дверь.
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ыттисенчен ҫур лаша чухлӗ малта кӗрнек пӳ-силлӗ, ӑшӑ тумланнӑ ҫын кӗлетки палӑрать.На пол-лошади впереди выделялась осанистая, тепло одетая фигура.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ те вӑл, упӑшкипе пӗрле хӑнана каяканскер, акӑш-макӑш шукӑль тумланнӑ.Вот и сейчас, отправляясь с мужем на гости, была она одета богато и видно.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланутсен шинелӗсем ҫинчи юрланса пӗтнӗ пакунсене курчӗ, тумланнӑ тӑрӑх казаксем иккенне уйӑрса илчӗ.На шинелях всадников разглядел засыпанные снегом погоны, по обличью угадал казаков.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Офицер юлашки модӑпа тумланнӑ: шукӑль мундир, йӑлтӑркка пушмаксем, чӗркуҫҫи таранах — пурҫӑн чӑлхасем.Одет офицер по последней моде: щегольской мундир, башмаки лаковые, шелковые чулки до самых колен.
«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Казак арӑмӗсем уяв чухнехи пек шукӑль тумланнӑ, нумайӑшӗсем ачи-пӑчисене те пӗрле илнӗ.Казачки вырядились, будто на праздник, многие вели с собой детей.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шӑллӗ пекех шукӑль тумланнӑ Петро, ҫитменнине тата мӑйӑхне те ҫу сӗрнӗскер, Григорипе юнашар кӗрсе ларчӗ.Петро, тоже принарядившийся, даже усы подмасливший чем-то, сидел рядом с Григорием.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Упӑшки таврӑннӑ тӗле Наталья юсавлӑрах тумланнӑ; ҫанӑ вӗҫне ансӑр чӗнтӗр тыттарса ҫӗленӗ кӑвак саттин кофта, килпетлӗ пӳ-сине йӑрӑс тытса, ҫемҫе те ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем тӗлӗнче туллин мӑкӑрӑлса тухать; тӗрленӗ аркӑллӑ, пӗрмечеллӗ сенкер юбка аялта шалпартарах, ҫӳлте, пилӗкӗ тӗлӗнче, лӑпах вӑхӑтлӑ тӑрать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицерсемпе юнкерсем ҫеҫ мар, темле казаксем те, шукӑль тумланнӑ хӗрарӑмсем те, вӗренекенсем те делегатсене киревсӗррӗн питлесе пычӗҫ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынна — чӑм тара ӳкнӗскерне кӑларса ярса, пӳлӗмрен тухрӗ; тепӗртакран лайӑх хырӑннӑ, кадровӑй офицер пек типтерлӗ тумланнӑ ҫӳллӗ ҫар ҫыннине (ун янахӗ урлӑ темскерпе суранлатнӑ кӑвакрах тарӑн ҫӗвек каҫать) хӑйпе пӗрле ертсе кӗртрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей парадри пек тумланнӑ: якатнӑ бриджипе, ҫӗнӗ кительпе, йӑлтӑртатакан пуличченех тасатнӑ атӑпа, пӗтӗм кӑкӑрӗ урлӑ, тӳпери хуракӑш ҫулӗ пек, орденсемпе медальсем ҫутӑлса тӑнӑ — райисполком председателӗ пулнӑранпа вӑл пӗрре те кун пек тумланман-ха.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Яштака та тӑпӑл-тӑпӑл тумланнӑ Артамашов алкумне илемлӗ те маттур утса хӑпарчӗ.Стройный и нарядно одетый Артамашов на порог поднялся красиво и ловко.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӑхатӑп эпӗ ун ҫине: хитре тумланнӑ вӑл, пиҫиххи те ун кӗмӗл, кубанки те пуҫ ҫинче шуйттан пек илемлӗ ларать — хитре, ӑҫта калама, анчах ӗлӗкхи пек каппайланасси пӗртте ҫук.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Инҫетренех вӑл станицӑра уяври пек хитре тумланнӑ ҫынсем пухӑннине, малта виҫӗ юланут хатӗрленсе тӑнине курчӗ.У въезда в станицу его встретил конный разъезд из трех всадников.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫынсем ӑшӑрах тумланнӑ: хӗрарӑмсем — ӑшӑ кофтӑсемпе, хӗллехи пальтосемпе е кӗске кӗрӗкпе; арҫыннисем — кӗрӗк, пиншак тӑхӑннӑ, пилӗкӗсене пиҫиххи ҫыхнӑ, нумай пулмасть ҫартан таврӑннӑ ҫынсем, — шинельпе, петлицисене те сӳтсе пӑрахман-ха.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.