Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суккӑр the word is in our database.
суккӑр (тĕпĕ: суккӑр) more information about the word form can be found here.
Ҫамрӑк телейӗн куҫӗ ялан суккӑр ҫав…

Молодое счастье всегда незряче…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич сак ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, аллисене суккӑр ҫын пек кӑнтарса, алӑк патнелле утса кайрӗ.

Пантелей Прокофьевич тяжело поднялся со скамьи, пошел к двери, вытянув вперед руки, как слепой.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑвӑрт хӑтланаҫҫӗ — суккӑр ҫуратаҫҫӗ.

Скоро робют — слепых родют.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ — суккӑр мар, эсӗ кун пирки мӗншӗн каласа кӑтартнине пӗтӗмпех куратӑп.

— Я не слепая, вижу, для чего ты рассказала мне про это.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карчӑк ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ, хирӗҫ калас тесе ҫӑварне уҫрӗ, анчах пӗр сасӑ кӑлармасӑр, тутисене ҫеҫ сиккелентерчӗ, суккӑр ҫын пек такӑнкаласа, икӗ-виҫӗ утӑм турӗ те пуҫне Мажаров какӑрӗ ҫине хучӗ.

Старуха пристально вгляделась в него, открыла было рот, чтобы возразить, но лишь беззвучно шевельнула губами, сделала два-три спотыкающихся шага, как слепая, и ткнулась в грудь Мажарова.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Суккӑр лаша вӑл, шыв уҫласа хӑпартакан уратана ҫавӑрнӑ чух, шӑлтӑрма тавра ҫапла ҫаврӑнать…

Так ходит по кругу в чигире слепая лошадь, вращая вокруг оси поливальное колесо…

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самантлӑха суккӑр савӑнӑҫ Петрона ҫулӑм пек пӗҫертсе кайрӗ.

На секунду слепая радость полымем обняла Петра.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро мӑйӑхне ҫилӗллӗн шӑртлантарса куҫне суккӑр ҫын пек мӑчлаттара пуҫларӗ.

Петро сердито потурсучил ус, часто замигал, будто ослепленный.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ ху, Подтелков, суккӑр.

— Ты сам, Подтелков, слепой!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӗттӗм эсир… суккӑр!

— Темные вы… слепые!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суккӑр ҫын вӑл, хайхи, ялан пӗр-пӗр кӗтессе ҫитсе тӑрӑнать.

Слепой, стал-быть, всегда об углы бьется.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суккӑр шуйттан!.. — сассине хурлӑхлӑн чӗтрентерсе каларӗ вӑл шыва путнӑ кӗсрине.

— Черт слепая!.. — дрожливым, стенящим голосом сказал он, обращаясь к утонувшей кобыле.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ те, нимӗн тавҫӑрайманнипе, суккӑр куҫне хуҫи еннелле чалӑштарса пӑхрӗ.

Она торчмя поставила уши, чуть покосила в сторону хозяина слепым недоумевающим глазом.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑнти шыв куҫӗн сулахай хӗрринелле утса кайрӗ те Мелеховсен суккӑр кӗсри.

К полынье, к левому ее краю, и направляла мелеховская кобыла слепой свой шаг.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темиҫе хутчен пушӑпа ӑшалантарса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич кӗсри уҫӑрах, анчах шанчӑксӑр, суккӑр юртӑпа малалла кайрӗ.

Несколько раз огретая кнутом, кобыла Пантелея Прокофьевича шла шибкой, но неуверенной, слепой рысью.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хам та суккӑр мар эп…

 — Я сам не слепой…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суккӑр шуйттан!..

— Дьявол слепой!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир — большевиксен аллинчи суккӑр хӗҫ-пӑшал.

Вы — слепое орудие в руках большевиков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суккӑр мар, куратӑп: пӗтӗмпех ҫӳҫ пӗрчи ҫинче ҫакӑнса тӑрать.

Не слепой, вижу: на волоске все держится.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саккӑрмӗш курка чей тултарса ӗҫнӗ май Емельян Аксинйӑна куҫӗпе сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ, сӑмахӗсене суккӑр ҫын утса иртнӗ пек майӗпен сӑрхӑнтарса, ятлаҫса илчӗ:

Наливая восьмую чашку, Емельян проводил Аксинью глазами, медленно, как слепой ноги, переставляя слова, сказал:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed