Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫакӑ паллӑ пулсан, Америкӑран кӳнӗ управляющие ҫӗрмамӑк ӳстерес ӗҫрен хӑтарнӑ та вӑл Тамбов кӗпӗрнинчи пӗр эрех заводне лекнӗ, ҫакӑнта пӗтӗм ӗмӗрне тенӗ пек пурӑнса ирттернӗ, ачаллӑ пулнӑ (ӑна Чарльз ятлӑ хунӑ), кун хыҫҫӑн вара часах арӑмне те пытарнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, Америкӑран кӳнӗ управляющий ҫӗрмамӑк плантацийӗсен ӗҫне пачах пӗлменни ӗҫе нимле сиен те кӳмен, мӗншӗн тесен, Крымра ҫӗрмамӑк ӳстересси вӑл Петербургра виноград туса илессипе пӗрех.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак ирсӗр чир, хуласемпе ялсене сарӑлса, питӗ тӑрӑшса пӑхакансен аллисенчен те ҫынсене туртса илнине Вера Павловна пӗлнӗ, — анчах «сан инкекӳшӗн эпӗ айӑплӑ мар, уншӑн, тусӑм, эсӗ те айӑплӑ мар», теме ҫеҫ пӗлни вӑл начар йӑпану; ҫапах та ҫав яланах тӗл пулакан ӗҫсем кашниех Вера Павловнӑна нумай кӳрентернӗ, унтан та ытларах ӑна нумай чӑрмав кӳнӗ: хӑш чухне пулӑшмашкӑн ҫынсем шырамалла пулнӑ; час-часах вара шырама кирлӗ пулман, пулӑшмалла кӑна пулнӑ: ҫынна лӑплантармалла, хаваслантармалла, хӑйӗн тивӗҫне туйма вӗрентмелле, «йӗме чарӑн, — чарӑнсан йӗмелли урӑх нимӗн те юлмӗ», тесе ӑнлантармалла.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗлӗкрех, пысӑк уяв кунӗсенче, Соломон та Изида храмне пыра-пыра ҫӳренӗ, ама-турра парнесем те кӳнӗ, Египет фараонӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш пулса, унӑн чи аслӑ мӑчавӑрӗ ятне те йышӑннӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— …Тепӗр чухне ҫав ӗҫ ҫинчен пӗтӗм тӗнче шавланӑ пулӗччӗ, — тӑсрӗ вӑл хай сӑмахне, — нациллӗ герой тесе хисеплеҫҫӗ-ха манӑн пиччене, ун тӑприне столицӑна мухтавлӑн кӳнӗ пулӗччӗҫ, ӑна пытарнӑ чух халӑх та ҫапса хӗснӗ пек пуҫтарӑннӑ пулӗччӗ.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ҫинчен Главсевморпути начальникне те ҫырса пӗлтертӗм эпӗ, хам геолог майӗпе усӑ та кӳнӗ пулӑттӑм терӗм.Я написала об этом начальнику Главсевморпути и предложила свои услуги как геолог.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗлӗк ман хваттерте вунпӗр пӳлӗмччӗ, ӑна эпӗ пытарса-туса тӑмастӑп, анкетӑсенче те ҫаплах ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ халӑха нумай усӑ кӳнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951