Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир вӑл ял ҫинчен кирек хӑҫан та, кирек епле вырӑна пырса тухсан та, яланах уйрӑммӑнах ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеттӗмӗр.Где бы потом путивляне ни бывали, всюду они вспоминали это село с каким-то особенно тёплым чувством.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак кунтан пуҫласа Олег пионер хӑйне мӗнле тытмалли правилӑсене пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа туса пычӗ.
«Эпӗ — халех» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫак хыҫҫӑн пӗр ик-виҫ кунтанах отрядра ӳпкелешсе калаҫнисем илтӗнме пуҫларӗҫ: «Ковпак тепӗр чух ятлаҫать пулсассӑн та ырӑ кӑмӑлпа ятлаҫать, а ку комиссар хӑйӗн ҫар хӑнӑхӑвӗпе пире ҫисех ярать, тесе ӳпкелешеҫҫӗ.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпӗ турӗ кӑмӑлпа килтӗм, пур енчен те санӑн турӗ кӑмӑлна шанатӑп.Я пришел с честным намерением и во всем доверяюсь твоей чести.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Эпӗ те унӑн суя ӗҫӗсене пула улталантӑм, вӑл ҫын мар, ҫурма турӑ тесе ӗнентӗм; эпӗ те нумай вӑхӑт хушши унӑн чӗри ырӑ кӑмӑлпа тулнӑ пуль тесе ӗненсе пурӑнтӑм; анчах эпӗ, хам пӗлес темесӗрех, Спартак суеҫӗ иккенне, унӑн чӗри хӑй чапа тухассишӗн ҫеҫ ҫуннине пӗлтӗм.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Мӗншӗн тесен хӑй патне Эвтибида ординарец вырӑнне пынӑранпа Эномай пит тӗксӗм те ҫиллес кӑмӑлпа ҫӳренӗ, Спартакпа та чипер калаҫни пулман.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Аслӑ ҫулпуҫ пулма аллӑ пин ҫын пӗр кӑмӑлпа каллех хӑйсенчен чи маттуртараххине, чи пултараканнине — Спартака суйларӗҫ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ӑшӑ-ӑшӑ кӑмӑлпа Уйрӑлатпӑр санпала…
Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Эсир пӗтӗм вӑйран, турӗ кӑмӑлпа тӑрӑшрӑр, ҫавӑнпа та сирӗн паян праҫник.Потрудились вы честно, во всю свою силу, — и вот у вас праздник сегодня.
Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Малашне те яланах ҫапла ӗҫлесе пырӑпӑр: пурте пӗр кӑмӑлпа.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Урапа енчен енне сулӑнкаласа пырать, чечексемпе эрешленнӗ тӗмескесем шуса иртеҫҫӗ, эпӗ урапа ҫинче сӑпкари пек выртса пыратӑп, куҫсене пӗрре хупатӑп, тепре каллех уҫатӑп та ҫеҫенхир ҫине тулли кӑмӑлпа киленсе пӑхатӑп.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ санпала пӗтӗм кӑмӑлпа ҫыхӑнтӑм, пӗтӗм чӗрене сана патӑм-ҫке.Ты единственная любовь моя; в моем сердце я воздвиг тебе алтарь.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тӳрӗ кӑмӑлпа ҫапӑҫас килмест-и санӑн?
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сире профессие парӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп!
Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/01/glav ... aet-s-dnem
Паян та эпӗ шкултан лайӑх кӑмӑлпа таврӑнтӑм.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
— Тӳрӗ кӑмӑлпа ҫурӑка сӗрсе хуплаймӑн-ҫке, сӑмалапа сӗрмелле.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Стахановла тунӑ, тӳрӗ кӑмӑлпа!
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Потребитель рынокӗнчи ырӑ улшӑнусем сирӗн ӗҫченлӗхӗрпе, эсир тӑрӑшса тата тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунипе сӑлтавланнӑ.
Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/07/24/glav ... et-c-dnem-
Анчах Пытаракан Венера хупахне ҫӳрекен чӑрсӑр та намӑссӑр ҫынсем ӑна ырӑ кӑмӑлпа хисеплесе йышӑнни — ку хӗр ҫав усал ҫынсене хисеплеттерме пултарнине кӑтартать.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак хӑй ҫине ҫавӑн пек лайӑх кӑмӑлпа пӑхнине маннӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ҫак чаплӑ ҫын чыслани ӑна тӗлӗнтерсе ячӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.