Шырав
Шырав ĕçĕ:
Свича шывӗ шавласа юхать, чӑмӑр чулсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнать те вӑл саланса каять; ту ҫинче кӑвакрах тӗтре витӗр курӑнакан хыр вӑрманӗ кашласа ларать.
III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Автобус, кӑшт хӑрах айккинелле тайӑлса, урам тӑрӑх хытӑ чупса кайрӗ; акӑ вӑл пӗчӗккӗ пек курӑнакан та пулчӗ.Автобус быстро шёл по улице, чуть подавшись набок; вот он стал совсем маленький.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Асламӑшӗ телефон аппарачӗн ҫаврашки ҫинчи шӑтӑксем витӗр курӑнакан цифрӑсем ҫине пӑхса илчӗ.Бабушка смотрела на кружок с дырочками и цифрами и всё прикидывала.
Улттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Халиччен курман ылтӑн та кӗмӗл тӗклӗ кайӑксем ем-ешӗл ҫемҫе кавир ҫакса тухнӑ пек садра ҫӑтмах юррисене шӑрантараҫҫӗ; пӑхсан пуҫ ҫаврӑнмалла ҫӳллӗ фонтансем тӑп-тӑрӑ шывне ҫӳлелле сапса тӑраҫҫӗ; витӗр курӑнакан ҫӑл шывӗ кӗленче валак тӑрӑх шӑмпӑлтатса ҫеҫ юхать.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Пӗр каҫхине Го Цюань-хай хӑй ҫути курӑнакан ҫурта пырса кӗчӗ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унтан пӗлӗт ҫинчен йӗпхӳ ҫӑва пуҫланӑ, — куҫа аран ҫеҫ курӑнакан вӗтӗ пӗрчӗсем хунарсен ҫутине, магазинсен кантӑкӗсене кӑвакрах тусанпа пиелесе илнӗ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ашшӗ усаллӑн савӑнса кулни унӑн чӗрине чӑрмаланӑ, ашшӗн пичӗ тӑрӑх тӗксӗм ҫӗлен чӗпписем пек шуса ҫӳрекен пӗркеленчӗксем ӑна хӑратнӑ, вара вӑл, хӑйне ашшӗ таҫталла, ӗмӗтре ахаллӗн те ҫуттӑн курӑнакан тӗлтен аяккалла, пӑрнине туйнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗреcсем ҫеҫ палӑракан юр витпӗ тип-тикӗс ҫӑва ҫинчи хун-хуран курӑнакан вӗр-ҫӗнӗ тӗмеске.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӑлт шурӑ юр курӑмлӑхӗнче сарӑ тӑмлӑн, пуҫа шӑнӑҫмайнӑн курӑнакан шеллевсӗр шӑтӑк.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Куҫа аран ҫеҫ курӑнакан пӑнчӑсен пӗчӗк ушкӑнӗ, пӗлӗтӗн кӑваклӑхӗ ҫинче пӑч-пӑч сапаланнӑскер, хӑй хыҫҫӑн ачасен шухӑшне вӗҫтернӗ, — Ежов вара пуриншӗн те пӗр туйӑма ҫапла каласа палӑртнӑ:
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗк пӑнчӑ пек кӑна курӑнакан кайӑксем тырӑ пуссисем ҫинче вӗҫнӗ, вӗсем пӗлӗтӗн кӑвак чаршавӗ ҫинче уҫҫӑн палӑрнӑ; инҫех те мар кӗтӳ ҫӳренӗ, — аякран вӑл ачасем вылямалли япала пек анчах курӑннӑ; пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗлетке, кӗтӳҫӗ, туйи ҫине таянса тӑнӑ, вӑл шыв ҫинелле пӑхнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сасартӑк фронт линийӗ ҫийӗнче шап-шурӑ ҫутӑ курӑнса кайрӗ — инҫетренех пӗтӗм тавра курӑнакан пулчӗ.Вдруг над линией фронта вспыхнул яркий белый свет — стало видно далеко вокруг.
17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫак паттӑр ачан ӑслӑ та мӗскӗнӗн курӑнакан пичӗ ҫине пӑхатӑп.Вглядываюсь в умное, печальное лицо этого храброго паренька.
8. Командировка // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сӑнран пӑхсан ҫемҫе кӑмӑллӑ та хӑйӗнчен мӗн ыйтнине килӗшекен ҫын пек курӑнакан генерала эпӗ татӑклӑ ҫӗнтерӳ кунӗччен манӑн хамӑн полкрах пулмалли ҫинчен, ҫав полкра хам ӳссе ҫирӗпленни ҫинчен, манӑн ҫавӑнтах каймалли ҫинчен йӑлӑнма тӑрӑшрӑм.
1. Вӗренӳ аэродромӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Борчӗсем ҫине ҫын пуҫӗ шӑммине, алӑ шӑммисене тата ҫакнашкал ытти эмблемӑсем ӳкерсе пӗтернӗ тӑшман самолечӗсем курӑнакан пулчӗҫ: фашистсем пур майпа та пирӗн летчиксене сехӗрлентерме тӑрӑшаҫҫӗ.
26. Майӑн пӗрремӗшне ют ҫӗршывра уявларӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Леня куҫӗсем ҫутӑлса кӑна тӑраҫҫӗ, унӑн ялан лӑпкӑн курӑнакан пичӗ халӗ темле пысӑк япала пулнӑ чухнехи пек ҫиҫет.У Лёни блестят глаза, и его обычно спокойное лицо сейчас радостно возбуждено.
1. Ҫулпуҫ сӑмахӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
«Атте ватӑлса ҫитрӗ», тесе шутларӑм эпӗ, унӑн ывӑннӑ чухнехи пек курӑнакан пичӗ ҫине пӑхса.
2. Вӗренме шутларӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫак куҫа илӗртсе курӑнакан пӗлӗтсемпе сӑртсенчен уйрӑлас та килмест.
Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Сасартӑк халь кӑваккӑн курӑнакан хура пӗлӗте пӗр сасӑсӑр взрыв пек ҫурса куҫа йӑмӑхтаракан пысӑк чӑмӑр тухса тӑчӗ, ун ҫине пӑхма та май ҫук.
Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Тӗрлӗ ӗмӗрсенче лартнӑ илемлӗ ҫуртсем курӑнакан сӑрт ҫинче Икбал мавзолейӗ ҫӗкленсе ларать.
Маҫтӑр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.