Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна каясси юлассинчен йывӑртарах пулас пек туйӑннӑ; туйӑмӗ ӑна юлма хушать, апла пулсан, туйӑмне итлени туйӑмӗ мӗн хушнипе улталанни пулмӗ-ши?
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Дмитрий хӑйне лайӑхрах туять ӗнтӗ, тата виҫ-тӑватӑ кун кӑшт йывӑртарах пулӗ, анчах ӗнерхинчен йывӑрах мар, унтан вара тӳрленме пуҫлӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юрласа пӗтерсен, вӗсем, халӗ мӗнле юрӑ суйласа илмелле ӗнтӗ тесе калаҫма пуҫласанах, Верочка: «Ку вара мана чи лайӑххи пек туйӑнатчӗ. Кӑна тума май ҫук тенине илтме питӗ йывӑр пулчӗ. Ну — пурӑнма йывӑртарах пулать ӗнтӗ, ҫапах та пурӑнма пулать-ха. Гувернантка пулатӑп», терӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Гигиена питӗ кирлӗ япала, ӑна вал4 ли вӑхӑт тупма ҫеҫ йывӑртарах.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Мӗн пулнине тавҫӑрса илме халь тата йывӑртарах мана.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
— Сухалама тытӑнсан, хӑвах курӑн унта, вӑкӑрусене йывӑртарах килет пулсан, ак ҫак япалана пӗрре ҫурӑ хута яхӑн пӑрса хытар.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑххӑр тултарнӑ хыҫҫӑн вара ман тӗле тата йывӑртарах инкексем килсе тухма пуҫларӗҫ.А с девяти годов со мной все сурьезнее зачали случаи вершиться.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Чӑркӑшассине пӑрахӑр; чул йывӑр, хӑйӑр та ҫӑмӑл мар, анчах айван ҫилли вӗсенчен иккӗшӗнчен те йывӑртарах.— Оставьте ссоры; тяжел камень, весок и песок, но гнев глупца тяжелее их обоих.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ольга ӑна хытӑрах ӑнланнӑҫемӗн, Андрее унӑн чӗрипе ӑсне кӑна мар, шухӑш-ӗмӗтне те ҫырлахтарма йывӑртарах пулса пычӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыйту мӗн пирки йывӑртарах, Штольц ун пирки мӗн тери тӑрӑшса ӑнлантарать, Ольга ҫав тери ун ҫине тинкеререх, нумайрах, ҫав тери ӑшшӑнрах та юратарах пӑхать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мана тата йывӑртарах, — терӗ Обломов, — мана ҫавӑ кирлӗ те: эсӗ мӗншӗн асапланатӑн?— Мне хуже, — отвечал Обломов, — но я стою этого: за что ты мучишься?
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Йывӑртарах.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав улшӑну Обломовшӑн темшӗн малтанхинчен йывӑртарах пулчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫулӑмланчӗ, халтан кайрӗ, куҫҫульне аран-аран тытса чарчӗ, чӗререн сиксе тухма пулса хатӗр тӑракан хаваслӑ сасса пытарасси вара ҫавӑнтан та йывӑртарах пулчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн ҫак ыйтӑвӗ хӑйшӗн пулсан Гамлет ыйтӑвӗнчен йывӑртарах пулчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чух, ӑна мӗн те пулин тӑнлантарса пама йывӑртарах вӑхӑтсенче, ман шутпа, унӑн ҫурма ютшӑнчӑк пуҫӗшӗн тавҫӑрса пӗтерме ҫукларах пек туйӑнакан самантсенче (хӑш чух вӗсем хамшӑн та пит паллах марччӗ-ха), вӑл ҫӑткӑнланса паракан ыйтусене хирӗҫлеме пӑхаттӑм эпӗ: «Куратӑн-и мӗнлерех… Каласа параймӑп эпӗ сана куна… Ӑнланса пӗтереймӗн эсӗ мана», — текелеттӗм.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сӑмахран, сывлӑшран йывӑртарах аппаратсем куҫнӑ вӑхӑтра мӗнле вӑйсем пулса каяҫҫӗ, сывлӑша ҫӗкленнӗ хатӗре мӗнле вӑйсем ҫӳлте тытса тӑраҫҫӗ?
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче тата 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫынсем сывлӑшран йывӑртарах аппаратпа сывлӑша ҫӗкленме тӑрӑшса пӑхнӑ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл сывлӑшран йывӑртарах вӗт-ха.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.