Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Сулахай енче, ҫеремлӗ-тӗмескеллӗ вырӑнта, ҫумӑр шывӗпе хӑймаланса тӑракан тӑрӑхларах пӗчӗк лупашка куҫа кӗчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ кустӑрмасем, пӗр вырӑнта ҫу сӗрнӗ пек якан ҫаврӑнса тӑрса, соляркӑпа тикӗт хутӑшӗ тӗслӗ ҫӑрӑлчӑка путсах анса кайрӗҫ — машина «хырӑмӗпе» лачӑркана тӗкӗнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, уҫӑрах вырӑнта пуслӑх тачкӑш вулӑллӑ тӑрнаккай йывӑҫ тӑр пӗччен хуралса, тӑлӑххӑн ларать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Этемех, ҫынах пулчӗ-ши тата?.. — Пӗр вырӑнта чылайччен шӑпӑрт тӑрса, иккӗленӳпе те кӳренӳпе сивӗнмех пуҫларӗ Ула Тимӗр.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, Полина хистевлӗн, сатурах ҫине тӑнине пула, вӑл тӗллесе кӑтартнӑ вырӑнта, вӗрлӗк-чикмексенчен, лӑпӑр-лапӑр курӑк-марӑкран тасатса, кӗҫех, «шурӑллӑ» купаласа, май мар иленкӗллӗ кирпӗч мунча (мӑрьеллӗ, чӗнтӗр хашакпа ҫавӑрса илемлетнӗ пысӑках мар чӳречеллӗ; алкумӗ тӑн-тӑн сарӑ хыр пӗренинчен) хӑпартса лартрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина мунчана пахчара, карта ҫумӗнчи кашни ҫулах вӗлтрен пусса илекен лапам вырӑнта лартма сӗнчӗ, анчах ҫакна Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ кӑна мар, ялти ватӑсем те хирӗҫлерӗҫ: вӑл вырӑнта ӗмӗрсем-ӗмӗрсем каяллах Христос тӗнне йышӑннӑ ял ҫыннисен часавайӗ ҫуталса — шуралса, пӗлӗтелле, Турӑ ытамне кармашса ларнӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тӑхта эс, эпӗ час, — мӑшӑрӗн аллине аяккалла сирчӗ те мучи, халь-халь тӗлӗнтермӗше курасшӑн пулнӑн пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Пӗр вырӑнта ларнипе ват шӑмшакӗ те хытса ларчӗ мучин, шыв ӗҫес килни те аптӑрата пуҫларӗ, ҫапах хӗрсем умне тухма вӑй-хӑвачӗ ҫитмерӗ унӑн.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Лариса Сима ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ те, лешӗ пӗр вырӑнта хытса тӑнине кура, Тамарӑна питӗ аван мар сӑмахсем каласа хучӗ, вара пӳлӗм алӑкне ҫилӗллӗн шатлаттарса хупса хӑварчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Яшка пӗҫерме лартрӗ те ҫӗрулми шуратма манчӗ, пӳлӗмне тирпей кӳртес терӗ, кӑшт-кашт пуҫтаркаласанах пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек ҫӗрелле куҫ илмесӗр пӑхма пуҫларӗ.

Help to translate

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сан вырӑнта тепри пулсан, ман пек чӑлаха тахҫанах…

Help to translate

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав.

Help to translate

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Чавкаласа илет те ҫав вырӑнта тем шырать.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Колхоз правленийӗ икӗ урам хӗресленсе пӗрлешнӗ ҫӗрте, тарӑнах мар ҫырма леш енчи тӳрем вырӑнта ларать.

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку енӗпе Ҫӗрпӳсем районсен хушшинче - иккӗмӗш вырӑнта.

Help to translate

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Чӑваш Республики - улттӑмӗш вырӑнта.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӑхӑтсӑр вилӗм сӑлтавӗсене илес-тӗк, малти вырӑнта - юн ҫаврӑнӑш органӗсен амакӗ /пурнӑҫран уйрӑлнисен пӗтӗм йышӗн 42,6 проценчӗ/.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗр вырӑнта нумай ларнисем пултаруллисене ҫул паманни, ытларах чухне тӑван-пӗтенне вырнаҫтарни сисӗнет.

Help to translate

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Ӗнерхи ЧР Патшалӑх Канашӗн черетсӗр XXIX сессийӗнче республика прокурорӗн должноҫне кам йышӑнас ыйту тӗп вырӑнта пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Халӑх пухӑнакан вырӑнта пулма ан тӑрӑшӑр.

Постарайтесь избегать большого скопления народа.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed