Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Сирӗн ӳтӗрсем Христос пайӗсем иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫавӑнпа ӗнтӗ аскӑн арӑм пайӗсем тумашкӑн Христосран Ун пайӗсене туртса илӗп-и эпӗ?
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр, эсир ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе, Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе ҫӑвӑнтӑр, тасалтӑр, тӳрре тухрӑр.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ ӳтӗмпе сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пулса, сирӗнпе пӗрлех тӑнӑ пек, ҫапла тума йышӑнтӑм: 4-5. эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсассӑн, — сывлӑшӑмпа эпӗ те сирӗнпе пӗрле пулӑп, — ҫавӑн пек ӗҫ тунӑ ҫынна Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗпе сирӗн шуйттан аллине памалла: ӗнтӗ ӳчӗ ҫылӑха пула асаплантӑр, чунӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче ҫӑлӑнса юлтӑр.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа эпӗ сирӗн пата Тимофее — хамӑн савнӑ ывӑлӑма, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскере — ятӑм, вӑл сире эпӗ епле Христос ҫулӗпе пынине, ӗненекен ушкӑнсенче пур ҫӗрте те епле вӗрентнине асӑра илтерӗ.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ тархаслатӑп сире: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пек, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп: 15. Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир Христосшӑн ӑссӑр пек пултӑмӑр, эсир Христос урлӑ ӑсла тухрӑр; эпир вӑйсӑр, эсир тӗреклӗ; эсир мухтавлӑ, эпир хисепрен тухрӑмӑр.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире пурте Христос хушнине тӑвакансем вырӑнне, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗсене упракансем вырӑнне хумалла.1. Итак каждый должен разуметь нас, как служителей Христовых и домостроителей таин Божиих.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа ӗнтӗ этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн пурте сирӗн: 22. Павел-и, Аполлос-и, Кифа-и, тӗнче-и, пурӑнӑҫ-и, вилӗм-и, хальхи-и, малашнехи-и — пурте сирӗн; 23. эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть, ҫав никӗс — Иисус Христос.11. Ибо никто не может положить другого основания, кроме положенного, которое есть Иисус Христос.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. «Ҫӳлхуҫана вӗрентмешкӗн Унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?» Пирӗнте Христос ӑсӗ.16. Ибо кто познал ум Господень, чтобы мог судить его? А мы имеем ум Христов.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ун урлӑ эсир те Христос Иисуспа пӗрлешнӗ, Вӑл пире Турӑран ӑс паракан, тӳрре кӑларакан, тасатакан, хӑтаракан пулчӗ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудейсем хӑватсем тума хушаҫҫӗ, эллинсем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ, 23. эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен вӗрентетпӗр.22. Ибо и Иудеи требуют чудес, и Еллины ищут мудрости; 23. а мы проповедуем Христа распятого,
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме ячӗ; Христос хӗресӗн хӑвачӗ ан ҫухалтӑр тесе, манӑн ҫакна хайласа кӑларнӑ сӑмахсемпе каламалла мар.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ара, Христос темиҫе пая уйӑрӑлнӑ-им? сирӗншӗн Павел пӑталаннӑ-им? е эсир Павел ячӗпе тӗне кӗтӗр-и?13. Разве разделился Христос? разве Павел распялся за вас? или во имя Павла вы крестились?
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн тивлетне панӑшӑн эпӗ Туррӑма сирӗншӗн яланах тав тӑватӑп; 5. Иисус Христос урлӑ эсир пур ырӑлӑхран та пуйрӑр: хӑватлӑ калаҫакан, пурне те ӑнласа илекен пултӑр, — 6. Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑша тӗреклӗ вырӑнаҫнӑ, 7. ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килессе кӗтсе тӑракансенӗн, ҫитмен ырӑлӑх пӗртте ҫук; 8. Вӑл сире вӗҫне ҫитичченех тӗрек парса тӑрӗ, вара эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче айӑпсӑр пулӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павел тата Сосфен тӑван — 2. Туррӑн Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне асӑнакансене пурне те: 3. сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле!
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.