Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗри the word is in our database.
Пӗри (тĕпĕ: пӗри) more information about the word form can be found here.
Ашшӗпе амӑшӗ, бригадир хушнипе, пӗри — лаша витинче, тепри йӗтем ҫинче паян.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Саккун проектне тавлашмасӑр йышӑнасса кӗтнӗччӗ — апла пулмарӗ: «Тӗрӗс Раҫҫей» фракци представителӗсем пӗри те тепри ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене транспорт налукӗн 50% чухлӗ кӑна ҫӑмӑллӑх панипе кӑмӑлсӑрланчӗҫ.

Help to translate

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Вӑл чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулнипе хушса панӑ стипенди илет, каҫхине ҫурт-йӗр тӑвакан организацине хурала ҫӳрет, чугун ҫул станцинче тавар вакунӗсем те пушатать.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ялта вӑл чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Михаҫ сассине илтсе вӗсем тӑна кӗчӗҫ тейӗн, пӗри те тепри каялла таврӑнчӗҫ, инкеке лекнине туртса кӑларма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Инкеке лекнисенчен пӗри Ваҫик пулчӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫурран тата йӗлтӗрпе чупас енӗпе вӑтам тата аслӑ шкулта, ҫарта хутшӑннӑ ӑмӑртусенче малтисенчен пӗри пулнӑ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Пӗри пӑр катӑлнӑ шӑтӑка чӑмрӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Килтисене систермесӗр виҫӗ кунта пӗри колхозпа татӑлчӗ, тепри шкулта тӑхӑр класс пӗтерни ҫинчен ҫирӗплетекен хута илме пултарчӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Путек-сурӑх шыракансенчен пӗри те тепри выртнӑ ҫӗрте урисене аран-аран хускатакан чӗрчуна пыра-пыра пӑхрӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Плугне вӗҫертер, пӗри руль умне ларар, тепри — тӗкер.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пӗри те тепри унпа калаҫма-канашлама тӑрӑшрӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем ирӗкре хӑваламалла е таркӑнла выляҫҫӗ, пӗри тӑрӑнса кайса сӑмсине ыраттарчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Халӗ маттуррисенчен пӗри, училище е техникумра вӗренсе ӑс пухнисенчен те ирттерет, чи пысӑк разрядлӑ специалист.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӑватӑ ҫынран пӗри яланах килте.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Вӑл пирӗн яланах чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулнӑ, — мухтанма тӑрӑшрӗ юнашар пӳлӗмре каҫхи ҫӑмӑл апат хатӗрлеме тимлекен Ольга Максимовна.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Манӑн, ҫавӑн чухне шӑпах, кӗсьере икӗ куҫлӑх, пӗри — хамӑн, тепри — Михаил Степановичӑн.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултаракан плитасенчен пӗри хӗр ҫакланса тӑракан каштана хирӗҫли ҫине выртрӗ, тепри — унӑн малаллахи тӑсӑмӗ пулчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗри — ӗҫре, сальдо-бульдо, квито — тӗп-тӗрӗс — ҫирӗм.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed