Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пултӑм (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Эпӗ, унта кӗрсе, сысна ҫурисене ачашласшӑн пултӑм, Матвей Иванович мана унта кӗме хушмарӗ, кӗрсен ҫав сысна веҫех ҫыртса пӗтерет, терӗ.

Я хотел, чтоб туда пойти и погладить поросяток, а Матвей Иванович сказал, что если я туда пойду, так меня эта свинья укусит.

Сыснасем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ӑна чышкӑсемпе ҫапкаласшӑн пултӑм: мӗншӗн вӑл мана хӑлхаран туртать-ха?

А я её хотел кулаками бить: зачем она меня за ухо?

Маруся мана ҫиленни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ Опанас пиччене те, асаннене те курми пултӑм, хӑрама пуҫларӑм.

Мне не стало видно ни бабушки, ни дяди Опанаса. Я стал бояться.

Шыва путнӑ ача // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне ӑна ӳкерме пуҫларӗ, эпӗ те ӳкересшӗн пултӑм.

Бабушка её стала рисовать, и я тоже захотел рисовать.

Матвей Иванович кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Матвей Иванович мана хӑйпе пӗрле илтӗр тесе эпӗ макӑрасшӑн пултӑм.

Я хотел плакать, чтоб меня Матвей Иванович взял с собой.

Матвей Иванович кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра шыв хумӗ мана питӗ хытӑ пырса ҫапрӗ, эпӗ йӗп-йӗпе пултӑм.

А тут как набежит волна, да меня прямо всего и выкупала.

Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Малтан эпӗ ярӑнаймарӑм, кайран кӑшт ярӑнакан пултӑм.

Я сначала не мог, а потом немного мог.

Эпӗ велосипедпа ҫӳрерӗм, пӑшалпа пӗтӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ акӑ пачах хӑрами пултӑм.

Я совсем не стал бояться.

Эпӗ лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ӑна татах ҫапасшӑн пултӑм.

Я его хотел опять хлопнуть.

Эпир кайӑксем туни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах эпӗ пурпӗрех макӑранҫи пултӑм.

А я всё равно хотел заплакать.

Эпӗ Клавдьӑна виртлени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ пурпӗрех шыва сӗтел ҫинче ҫеҫ вӗреттересшӗн пултӑм.

А всё равно я хотел, чтобы вода закипела и чтоб не на плите, а на столе.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ҫак пӑхар пӑтасене кӗртсе лартасшӑн пултӑм, анчах ниепле те шӑтӑкне тӗл тӑваймарӑм.

Я стал эти медные гвоздики вставлять и не мог попасть в дырочки.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ пӑхасшӑн пултӑм, анчах ниҫтан та курӑнмасть.

Я хотел смотреть, а смотреть не мог.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кунта никамран та хӑрами пултӑм.

Я никого не боялся.

Якорь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ халь капитанран хӑрами пултӑм.

Я капитана теперь не стал бояться.

Якорь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ҫавӑнтах пӳске илсе килесшӗн пултӑм.

Я хотел, чтобы мячик принести.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Каярахпа чемоданран мишкӑна илтӗм те унпа вылясшӑн пултӑм.

А потом взял мишку из чемодана и пошёл с ним играть.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ пӗремӗк ҫине ҫу сӗресшӗн пултӑм.

Я захотел, чтобы масло на пряник намазать.

Кушаксем ҫинчен тата эпӗ асаннене кӑмпа кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ҫемҫе пукан ҫине тӑтӑм та тӗк илесшӗн пултӑм.

Я встал на кресло и хотел достать перо.

Люба ашшӗн мӗнле нӑрӑсемпе лӗпӗшсем пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Манӑн ташлас килмерӗ, эпӗ тӗк пӑхасшӑн пултӑм.

А я не хотел танцевать, я хотел перо посмотреть.

Люба ашшӗн мӗнле нӑрӑсемпе лӗпӗшсем пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed