Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуль the word is in our database.
пуль (тĕпĕ: пуль) more information about the word form can be found here.
Хырӑмӗ айӗнче миҫе ура иккенне ҫеҫ мар, тӑлпӑвӗ миҫе пӗрчӗ ҫӑмпа витӗннине те шутласа кӑларчӗ пуль терӗм.

Кажется, Мурка пересчитала ему не только лапки под брюхом, но и все шерстинки на тельце.

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

— Кӗтмеллеччӗ пуль ҫуркуннеччен.

— Подождал бы весны.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн чухлӗ ҫын юнне юхтартӑмӑр пуль — шучӗ те ҫук.

А что крови чужой пролили — счету нету.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑвна ярса тытсан, кӑштах ҫӑмӑллӑх парӗҫ пуль тетӗн-и?

Думаешь, ежели поймают тебя, скидку сделают?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Камсем пуль тата?

— А то кто же?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн шуйттанӗшӗн петӗм пуль ӑна? — терӗ вӑл шӑппӑн, куҫне аллипе хупласа.

Закрыв глаза ладонью, он глухо сказал: — И на черта я его стрелял?

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл тусӗ мӗн те пулин калать пуль тесе тӑхтаса тӑчӗ, анчах Стерлядников чӗнмерӗ, вилӗме кӗтсе, сӑнӗпе кӑна шурса пычӗ.

— Он подождал ответа, но Стерлядников молчал и бледнел, ожидая смерти.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуторта чирӳ иртет пуль тетӗн-и? — питӗ лӑпкӑн ыйтрӗ Фомин.

В хуторе твоя простуда пройдет, что ли? — с невозмутимым спокойствием спросил Фомин.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн эсрелӗ туса лармалла пуль кунта?

Какого тут анчихриста сидеть?

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ унта сана шырамаҫҫӗ пуль тесе шутлатӑн-и?

— Ты предполагаешь, что там тебя не будут искать?

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпир пуринпе те ҫапла кӑра хӑтланатпӑр пуль тесе ан шухӑшла эс.

— Ты не думай, что мы со всеми так строго обходимся.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑвна хупса лартаҫҫех пуль тетӗн-и?

— Думаешь, тебя все-таки заберут?

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ пурсӑр та килтех пуль тенӗччӗ, — терӗ сӑнран пӑхма лӑпкӑ Аксинья, кӑмӑлӗ сасартӑк пӑсӑлнине нимпе те — хусканӑвӗсемпе те, сӑмахпа та — палӑртмасӑр.

Внешне спокойная, ни движением, ни словом не выказав постигшего ее разочарования, Аксинья сказала: — А я думала — вы все в сборе.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫавӑн пек сӗтӗрӗнчӗксемпе ҫийӗн пуль вӑхӑтра!

— С такими бездомовниками пообедаешь вовремя!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тата ӑҫта пурӑнмалла пуль ман?

— А где же мне жить?

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вилччӗрех, кирлех пуль вӗсем, — терӗ сӳрӗккӗн Григорий.

— Ну и черт с ними, — равнодушно сказал Григорий.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Парӑннах пуль эпӗ вӗсене!

Я им приверженный, как же!

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ каллех совет влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклетӗп пуль тесе шутлатӑн-и?

Что я опять буду против Советской власти бунтовать?

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аялти пӳлӗмсене кӗрсе каятпӑр та, унта мӑнттай-мӑнттай сӗтел йӑтӑнса ларать, мӗн кӑна ҫукчӗ пуль ҫав сӗтел ҫинче!

Зашли в нижние комнаты, а там стол огромадный, и чего только на этом столе нету!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗнле кӑна эрех ӗҫсе курман пуль эпӗ!

И каких только настоек и вин мне не припадало пить!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed