Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Мана ҫар тапӑнас пулсассӑн та чӗрем шикленмӗ; мана хирӗҫ вӑрҫӑ хускалсассӑн та пӗрех шанса тӑрӑп.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; 22. хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; 23. ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; 24. хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: 25. трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана Унӑн тӗкӗрҫисем хупӑрласа илчӗҫ; Вӑл ӑшӑм-чиккӗме касса ҫурать, хӗрхенмест, ватӑма шӑтарса юхтарса кӑларчӗ, 14. ӳтӗме ҫӗмрен яра-яра шӑтарать, вӑрҫа тухнӑ ҫар ҫынни пек тапӑнать мана.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ахиор сӑмахне итлесе пӗтерсен, чатӑр тавра тӑракан пӗтӗм халӑх шавлама-ӳпкелеме пуҫланӑ, Олофернӑн аслӑ ҫыннисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакансем тата Моав ҫӗрӗнче пурӑнакансем пурте: халех вӗлермелле ӑна, тенӗ; 23. эпир Израиль ывӑлӗсенчен хӑраса тӑмӑпӑр: вӑл халӑхӑн ҫар та ҫук, вирлӗн хирӗҫ тӑма вӑйӗ-хӑвачӗ те ҫук.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Олоферн, хуҫи патӗнчен тухсассӑн, хӑйӗн патне пур аслӑ пуҫлӑха, ҫулпуҫсене, Ассири ҫарпуҫӗсене чӗнтернӗ те, 15. хӑйӗн хуҫи хушнӑ пек, вӑрҫӑ вӑрҫма чи вӑйпитти ҫынсене — ҫӗр ҫирӗм пин ҫуран ҫын тата вуникӗ пин ухӑллӑ юланутҫӑ — суйласа илнӗ, 16. вӗсене ҫапӑҫӑва тухакан ҫар евӗрлӗ йӗркелесе тӑратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсене Иерусалима кӗвӗ-юрӑ сассипе, тӳнкӗр ҫапса, трупа кӑшкӑртса, ыррӑн-сыввӑн илсе ҫитермешкӗн Дарий вӗсемпе пӗрле пин ҫынлӑ утлӑ ҫар янӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ вара хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнса ҫӳрӗ, ылтӑн савӑтран ӗҫӗ, ылтӑн ҫинче ҫывӑрӗ, ылтӑн йӗвенлӗ урхамах кӳлнӗ ҫар урапипе тухса ҫӳрӗ, пуҫне виссон хӑю ҫыхӗ, мӑйне чаплӑ мӑя ҫакӗ, 7. пысӑк ӑсне кура Дарипе юнашар ларӗ, ӑна Дарий хурӑнташӗ теме тытӑнӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӑл хӑйӗн иккӗмӗш ҫар урапи ҫине куҫса ларнӑ, Иерусалима таврӑнсанах вилнӗ, ӑна ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах Иосия хӑйӗн ҫар урапи ҫине таврӑнман, Иеремия пророк урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӑнламасӑр, фараонпа ҫапӑҫмах шут тытнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсене мӑшкӑлласа, 2. вӑл хӑйӗн тӑванӗсемпе Самарири ҫар ҫыннисем умӗнче ҫапла каланӑ: мӗн тӑваҫҫӗ-ха ҫак мӗскӗн иудейсем? тӑваҫҫех-ши? парне те кӳрӗҫ-ши? ӗҫне туса пӗтерӗҫ-ши? ишӗлчӗк купинчи чулсенчен, ҫуннӑ-ӗннӗ чулсенчен, ҫӗнӗ чулсем тӑвӗҫ-ши? тенӗ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша манпа пӗрле темиҫе ҫарпуҫ тата утлӑ ҫар ҫыннисем янӑччӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Артаксеркс патшан ҫырӑвне Рехумпа Шимшай ҫыруҫӑ умӗнче тата вӗсен юлташӗсем умӗнче вуласа панӑ хыҫҫӑнах вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалима иудейсем патне тухса кайнӑ та вӗсен ӗҫне пысӑк ҫар вӑйӗпех чарса лартнӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тарҫисем ӑна ҫар урапи ҫинчен тепӗр урапи ҫине илсе лартнӑ та Иерусалима турттарса кайнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия, Сеннахирим Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма шутланине курсассӑн, 3. хӑйӗн ҫулпуҫӗсемпе, ҫар ҫыннисемпе канашланӑ та, вӗсем хула тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене хупласа лартма шутланӑ; лешӗсем ку тӗлӗшпе пулӑшнӑ ӑна.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫар ҫыннисем ӗнтӗ тыткӑна илнисене тата тупӑша ҫав пуҫлӑхсемпе Израиль халӑхне парса хӑварнӑ.14. И оставили вооруженные пленных и добычу у военачальников и всего собрания.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Самарие каякан ҫар умне тухса тӑнӑ та каланӑ: акӑ аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, иудейсене ҫилленсе, вӗсене сирӗн алла пачӗ, эсир вара вӗсене тилӗрсе кайсах ҫӗмӗртӗр, ӗнтӗ ҫав хаярлӑх тӳпенех ҫитрӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Озия вӗсем валли, мӗнпур ҫар валли, хулкансемпе сӑнӑсем, тимӗр калпаксемпе хурҫӑ тумтир, ухӑсемпе чулравсем туса панӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пыччӑр тесе Амасия каялла янӑ ҫар вара Иудейӑри хуласене — Самарирен пуҫласа Вефорон таранах — сапаланса кайнӑ та унта виҫӗ пин ҫынна вӗлернӗ, темӗн чухлӗ пурлӑх ҫаратнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унсӑр пуҫне вӑл тата, ҫӗр талант кӗмӗл парса, израильсем хушшинче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫар тара тытнӑ.6. И еще нанял из Израильтян сто тысяч храбрых воинов за сто талантов серебра.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.