Шырав
Шырав ĕçĕ:
53. Ҫар ҫыннисем кашнийӗ харпӑр хӑй валли ҫаратнӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла: 22. ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана, 23. тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр; 24. хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тапӑрсенче ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа шута кӗнисем мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.Всех вошедших в исчисление в станах, по ополчениям их, шестьсот три тысячи пятьсот пятьдесят.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Синай пушхирӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗн мӗнпур арҫыннине вӗсен йӑхӗсем тӑрӑх, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ячӗсем тӑрӑх йӑлтах шутласа тухӑр: 3. Израилӗн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ҫыннине — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — хӑйсен ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр, Ааронпа иксӗр шутласа тухӑр; 4. сирӗнпе пӗрле кашни йӑхран пӗрер ҫын, хӑй йӑхӗнче пуҫ пулса тӑраканскер, пулмалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Египет ҫыннисем вӗсене хӑвала пуҫланӑ, фараонӑн учӗсем, ҫар ураписем, юланутҫисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине кӗрсе кайнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Курнӑҫланса ахаль калани мар ҫакӑ — «Ҫар арҫынна пурӑнма вӗрентет», — тени тӗрӗсех.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— Ансамбльте нумай та ӗҫлеймерӗм — салтака кайма повестка пачӗҫ, ҫар комиссариатӗнчисем мана Германири танк бригадин сумлӑ ансамбльне ярасшӑн пулнӑ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫав нухратпа ҫар техники тума усӑ курнӑ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Тимерлан ҫар пуҫӗ вара Германире, Венгрире, Шупашкарта куравсенче пулнӑ.
Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Раҫҫей императорӗн II Николайӑн указӗпе ҫар флочӗн шутне ҫӗнӗ карапсене - шыв ай киммисене - кӗртнӗ, Раҫҫей флочӗ вара шыв айӗн ишекен 20 караппа пуянланнӑ.
Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html
Ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшакансем салтак каймалли повесткӑна алӑран тыттарсан та каччӑ инҫе ҫула туха-туха кайнӑ.
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html
Ахальтен мар ҫар комиссариачӗсен республикӑри ӑмӑртӑвӗнче Патӑрьелсем пиллӗкмӗш ҫул — пӗрремӗшсем.Не спроста в республиканском соревновании военных комиссариатов Батыревцы уже пятый год — первые.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫамрӑксене ҫар хӗсметне ӑсатмалла.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Манӑн анне, Ирина Александровна, ҫар комиссариатӗнче ӗҫлет.Моя мама, Ирина Александровна, работает в военном комиссариате.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫар тивӗҫне писарь пулса 29-мӗш мотодивизинче 1941 ҫулхи сентябрьччен пурнӑҫланӑ вӑл.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Павел Афандеров вара действительнӑй ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫласа таврӑнсан вӑрҫа хутшӑнман.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Ҫӗршыва сыхлакан кунне халалласа, районти ҫар комиссариачӗ умӗнчи палӑк патӗнче пултӑмӑр, ытти асӑну палӑкӗсем умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр, вӗсен историйӗсемпе кӑсӑклантӑмӑр.
Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26