Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ: иудейсем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе, Вӑл Иудейӑра ҫӳресшӗн пулман.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: акӑ эсӗ сывалтӑн; хӑвна тата япӑхрах ан пултӑр тесен, урӑх ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Туй пуҫӗ шывран пулнӑ эрехе астивсе пӑхнӑ та (вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ҫакна шыв ӑсакан тарҫӑсем анчах пӗлнӗ), кӗрӳ каччӑна чӗнсе илсе, 10. ӑна ҫапла калать: кирек кам та малтан лайӑх эрехне парать, кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине парать; эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ, тет.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсир пӗлетӗр: вӑл ӗнтӗ кайран пиллӗх илесшӗн пулнӑ, анчах ӑна пиллемен; куҫҫулӗпе йӗрсе йӑлӑнсан та вӑл ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрайман.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ, анчах та хаса курса вӗренсе ҫитнисем кайран сӑваплӑ пурӑнӑҫӑн канлӗ уссине кураҫҫӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗненнипе аскӑн арӑм Раав пӑхса ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, кайран вӗсене урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ, вара ӗненмен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ку Священник вара пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗр парне кӳнӗ те ӗмӗрлӗхе Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, 13. кайран Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑйӗн ури айне тӑвассине кӗтме пуҫланӑ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Леш аслӑ священниксем кулленех малтан хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн, кайран халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳрсе тӑнӑ пулсассӑн, Унӑн ун пек тума кирлӗ мар — Вӑл ҫав ӗҫе Хӑйне Хӑй пӗрре парнене кӳрсех туса ҫитернӗ.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх панӑ пулсассӑн, Турӑ кайран урӑх кун ҫинчен каламан та пулӗччӗ.8. Ибо если бы Иисус Навин доставил им покой, то не было бы сказано после того о другом дне.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ; 4. тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн пеккисене малтан сӑнас пулать, кайран вара, айӑпсӑр пулсассӑн, ӗҫ патне ямалла.10. И таких надобно прежде испытывать, потом, если беспорочны, допускать до служения.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Малтан Адама пултарнӑ-ҫке, кайран вара Евӑна пултарнӑ; 14. Адам улталанман, арӑмӗ улталанса ҫылӑха кӗнӗ.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, йывӑр кун усала хирӗҫ тӑмашкӑн, пурне те ҫӗнтерсе кайран сыхӑ тӑмашкӑн Туррӑн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланӑр.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Саккун мӗншӗн кирлӗ-ха? Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн кайран панӑ, вӑл Ҫураласси — пире пама Пулнӑскерӗ — киличчен кирлӗ пулнӑ; ӑна ангелсем урлӑ хута кӗрекен аллипе панӑ.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кайран, виҫӗ ҫул иртсессӗн, эпӗ Иерусалима Петрпа курӑнӑҫма кайрӑм, ун патӗнче пӗр вунпилӗк кун пурӑнтӑм.18. Потом, спустя три года, ходил я в Иерусалим видеться с Петром и пробыл у него дней пятнадцать.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпир, виҫерен тухса, ҫын тунипе мухтанмастпӑр, эсир ҫирӗпрех ӗненнӗҫемӗн ҫак ҫӗртех сирӗн хушшӑрта тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр, 16. кайран вара Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн урӑх ҫӗршывсене те кайӑпӑр, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе мухтанмӑпӑр.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ сирӗн ытлашшийӗр вӗсенӗн ҫитменнине ҫитертӗр; кайран вӗсенӗн ытлашшийӗ сирӗн ҫитменнине ҫитертӗр — пӗр тикӗс пултӑр; 15. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман» тенӗ.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, 4. Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, 5. Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; 6. унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; 7. унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; 8. пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпир хамӑра хамӑр айӑпласа тӑрсассӑн айӑпа кӗмӗттӗмӗрччӗ; 32. кайран тӗнчепе пӗрле айӑпа ан юлччӑр тесе Ҫӳлхуҫа пире айӑпласа хаса парать.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Ҫӳлхуҫаран Хӑйӗнчен акӑ ҫакна пӗлтӗм, кайран ӑна сире те каласа патӑм: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйне тытса парас каҫхине ҫӑкӑр илсе 24. тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: «ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.