Шырав
Шырав ĕçĕ:
45. Ҫынни вара унтан тухсассӑнах, мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавӑнпа Иисус хулана уҫҫӑн кӗме пултарайман, хула тулашӗнче, ҫын ҫук ҫӗрте, ҫӳренӗ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пӗр талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтаратӑн; 25. ҫавӑнпа хӑрарӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм; акӑ илех хӑвӑнне» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ сире тӗттӗм ҫӗрте каланине эсир ҫутӑ ҫӗрте калӑр; хӑлхаран каланине ҫурт тӑрринчен пӗлтерӗр.27. Что говорю вам в темноте, говорите при свете; и что на ухо слышите, проповедуйте на кровлях.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем вара тухса кайнӑ та Ун ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗрте те калаҫса ҫӳренӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Ӗнтӗ пур ҫӗрте те, кӳршӗллӗ хуласенче те нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫаран хӑракансене хирӗҫ ҫӗкленӗ: 72. ухмаха ернӗ пек, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене пӗр шелсӗр ҫаратӗҫ, вӗсенӗн мӗн пуррине йӑлтах тустарса тухӗҫ, 73. вӗсенӗн пурлӑхне тустарса тухса ҫаратса кайӗҫ те хӑйсене килӗнчен хӑваласа ярӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитӗ — кам юхтарӗ унӑн сӗткенне? Ӗнтӗ пур ҫӗрте те юхӑнчӑк хуҫаланӗ.27. Виноград созреет, и кто будет топтать его? Ибо повсюду будет великое запустение.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Е тата ҫавӑн евӗрлиех: хулана тӳрем вырӑна туса лартнӑ, пур тӗрлӗ ырӑлӑхран тулӑх хӑй; 7. анчах унта кӗме тӑвӑр, хули тата чӑнкӑ ҫӗрте вырӑнаҫнӑ, унӑн сылтӑм енче — вут-ҫулӑм, сулахай енче — тарӑн шыв.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Нумай ҫӗрте пӑлхав пула-пула иртӗ, тӳперен тӑтӑшах вут-ҫулӑм анӗ; тискер кайӑксем хӑйсем пурӑнакан вырӑна улӑштарӗҫ, ҫуратма пултаракан хӗрарӑмсем хӑрушӑ чӗрчунсем ҫурата-ҫурата парӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем халӑхпа ҫакӑн пек йӗрке те хунӑ: хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте пур вырӑнта та ҫак кунсене сыпӑкран сыпӑках хаваслӑн уявласа ирттермелле, ӑна виҫесӗр ӗҫсе ҫимешкӗн мар, хӑйсене Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа асӑнмашкӑн тумалла.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ ҫапла хушса ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ вырӑнта пур ҫӗрте те суя тӗнлӗ ҫынсем халӑхпалан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, вӗсен чунӗнче тахҫанах тымар янӑ курайманлӑх чӑрсӑррӑн тапса тухнӑн вӗсем хавассӑн кӑшкӑрашнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах, вӑл кирек ӑҫталла кайсассӑн та, Симонпа унӑн ҫарӗ пур ҫӗрте те ун хыҫӗнченех пынӑ.Но Симон и войско его следовали за ним повсюду, куда он ни шел.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫапла ӗнтӗ ку ҫырӑва ҫырса илӗр те Ионафана парӑр, вӑл ӑна хӑйсен таса тӑвӗ ҫинче паллӑ ҫӗрте усратӑр» тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Александр патша ҫав вӑхӑтра Киликире ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫӗрте пурӑнакансем унран уйӑрӑлнӑ пулнӑ.14. Царь Александр находился в то время в Киликии, потому что жители тех мест отпали от него.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла вӑл Сири ҫӗрне ҫитнӗ те, ырӑ шухӑшпа килнӗ пек, пур ҫӗрте те халӑхпа йӑвашшӑн калаҫнӑ, ҫынсем ӑна хирӗҫ туха-туха илсе хулисене уҫса кӗртнӗ: Александр ӑна ҫапла хисеплесе йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ унӑн хунӗ пулнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Эсӗ, хӑвӑн ҫар вӑйне шанатӑн пулсассӑн, пирӗн патӑмӑра тӳремлӗхе ан, вӑйсене танлаштарса пӑхӑпӑр — эпӗ хуласен ҫарӗпе килнӗ. 72. Эпӗ кам иккенне, ыттисем, пире пулӑшакансем, кам иккенне ыйтса пӗл-ха эсӗ, вара калӗҫ сана: сирӗн пире хирӗҫ тӑма майӗ ҫук, санӑн аҫусемех те хӑйсен ҫӗрӗнчех пирӗнтен икӗ хутчен пӑрахса тарнӑччӗ. 73. Халӗ те эсӗ ҫакӑнта тӳрем ҫӗрте ҫакӑн пек утлӑ ҫарпа пирӗн вӑйлӑ ҫуран ҫара хирӗҫ тӑраймӑн, кунта сирӗн валли тарса пытанма чул та, ту хушӑкӗ те ҫук» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иуда вилнӗ хыҫҫӑн Израиль ҫӗрӗнче пур ҫӗрте те саккуна хирӗҫле ҫынсем тухса тулнӑ, пур тӗрлӗ тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем ҫӗкленнӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ытти юланутҫӑсене, икӗ пая уйӑрса, кирлӗ чухне хӑрушлӑх ҫинчен систерччӗр, йывӑр килнӗ ҫӗрте пулӑшчӑр тесе, пӗрне ҫарӑн пӗр енне, тепӗрне тепӗр енне тӑратса тухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ: ҫакӑ хӗн-асап мана ҫав усал ӗҫсемшӗн ҫитрӗ — акӑ пысӑк хуйхӑ ҫапса хуҫнипе эпӗ ют ҫӗрте вилетӗп, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.