Шырав
Шырав ĕçĕ:
Укахви хуллен ута пуҫларӗ, симӗс куҫсем ҫул ҫинчен пӑрӑнманнине кура, чарӑнса тӑчӗ, унӑн каялла ҫаврӑнса тарас шухӑш та вӗлтлетрӗ, анчах тарма хал ҫӗкленмерӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тепре ҫывӑрма выртас — кайран тӑрасси татах хӗн, кӑтӑш пулма та ӗлкӗреймӗн халӗ — тӗрлӗ шухӑш вӑрка пуҫланӑ хыҫҫӑн.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Шурӑ пурҫӑн кӗпе ӑна питӗ килӗшет: сӑн-пичӗ ҫутӑрах курӑнать, питри кашни шухӑш йӗрӗ палӑрнӑ пек.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Нумай шухӑш ҫуралнӑ кунта.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Маюк, ӑпӑр-тапӑр шухӑш авӑртса ларса, цех сасартӑках шӑпланнине те тин ҫеҫ асӑрхарӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Курак Мӗтрин хула курса ҫӳрес шухӑш та пурччӗ — ҫул ҫинче ӗшенни, ҫывӑрса тӑранайманни, пур вак-тӗвек пӑтӑрмах кӑмӑла пӑсни пурте пӗрле пулса, ҫӗнтерчӗҫ-ҫӗнтерчӗҫех.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
«Ку хӗрарӑм ман хутаҫа ҫӗклесе тармарӗ-ши? Ха, чӗмере! Вӑрӑ пулчӗ вӗт ку!» — шухӑш вӗҫсе иртрӗ Мӗтрин пуҫӗнче.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Тихханӑн ку халӑх патӗнче юлас шухӑш та пулнӑ тет, анчах ҫилӗ вӗрнӗ те вӗрнӗ.Тихон, может, даже остался бы у этого народа, но ветер все дул и дул.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
Шкулпа тин кӑна сывпуллашнисен хулана иленес шухӑш та пур-ҫке.
Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html
Ҫынсен тӗрлӗ шухӑш ҫуралать.
Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html
Ытти шухӑш валли епле вырӑн тупӑнтӑр пуҫра?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Мӗнле ӗҫе тытӑнать, мӗн тӑвать — ялан пӗр шухӑш Альӑн:
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
Аттесемпе пиччесем вӑрҫӑран таврӑниччен ферма ытла юхӑнса ан кайтӑрччӗ, пӗр пӑру ҫумне тепри хушӑнтӑрччӗ тесе ҫеҫ ӗҫленӗ эпир, ҫав шухӑш кӑна пулнӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Йывӑр тесе, ӗҫрен тарас шухӑш пулнӑ-и пирӗн пуҫра?
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Хӑйӗн хуйхипе асапланса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те Микка, пӗр ырӑ шухӑш куҫ-пуҫне ҫутатса, ӑш-чикне ӑшӑтса янине туйса, колхоз председателӗ патне тухса чупрӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
— Айӑпли эпир мар кунта, эсӗ, — терӗҫ Миккана, — эсӗ ертсе тухса кайман пулсан, калымшӑн касӑхса ҫӳрес шухӑш нихӑҫан та пырса кӗрес ҫукчӗ пирӗн упӑшкасен пуҫӗсене…
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Ялан ҫав шухӑш.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Этем чи малтан хӑйне мӗн-мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать пулсан, хӑйӗн ӗҫне шалтан хистенипе тумасан, унӑн ӑшӗнче «хамӑн кӑна пурӑнса юлас» текен шухӑш йӑва ҫавӑрнӑ пулсан — лартнӑ йывӑҫӗ те лайӑххӑн чӗрӗлмест ун пеккин, курӑкӗ те лайӑххӑн ешермест, кирек хӑш япали те чунтан тунӑ япала пулмасть.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кайран ак хӑй ҫапла тиркешсе ҫӳренӗшӗн, киле нимӗнсӗр таврӑннӑшӑн савӑннӑ пек те пулчӗ, ҫӗнӗ йытӑ туянма шухӑш тытнӑшӑн вара мӑкӑртатса та илчӗ: «Пасартан йытӑпа таврӑнса, Бианкӑна манса каймаллаччӗ иккен-ха! Юрать-и ҫапла!» - терӗ вал.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
«Уйӑх ҫутипе таврӑнатӑп иккен-ха киле», — шухӑшларӗ те Анатолий Семенович, ку шухӑш та ӑна хурлантарса ячӗ:
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.