Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхине (тĕпĕ: хӑлха) more information about the word form can be found here.
Аксинья кӗпи кӑштӑртатни унӑн хӑлхине хӑйраса ыраттарнӑн туйӑнать.

Слух ее болезненно скоблило шорохом Аксиньиного платья.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн пек вӑл, — ассӑн сывласа илчӗ хулӑн сасӑ, унтан каллех сӑмахсем татти-сыпписӗр юхма пуҫларӗҫ, анчах вӗсем пӗри те Листницкий хӑлхине кӗмерӗҫ.

Вот так-то… — вздохнул бас, и опять поток слов, уже не проникающих в сознание.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман хыҫӗнчен тупӑ сасси янӑрама пуҫларӗ; ку хутра вӑл салтаксен хӑлхине мӗнпур вӑйпа ҫитсе ҫапӑнчӗ, утсене сехрелентерсе пӑрахрӗ.

За лесом пухнул орудийный гул; теперь он потрясал слух всадников, заставляя настораживаться лошадей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урӑм-сурӑм тӑвӑлланса килнипе хӑрушшӑн ҫухӑра-ҫухӑра яни, Григорий, хӑлхине хупласа, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмне йӗплесе илет.

Выгибаясь дугой, пронизывала Григория невыразимо страшным нарастающим криком.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан я-а-арр! — килсе ҫапӑнчӗ Григорий хӑлхине ҫухӑрнӑ сасӑ.

— Тра-а-ави-и-и!.. — доплеснулся до Григория крик.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, ирӗлсе кайнӑ пӑрлӑ кантӑк ҫаврашки витӗр, йӑлкӑшакан пирус ҫутинче, пӗр самантлӑха Степанӑн кимӗрчеклӗ хӑлхине хӗстерсе хунӑ, лӑпсӑркка ҫӗлӗк ҫур ҫаврашкипе тата шурӑ пичӗн пӗр пайне курса юлчӗ.

Ветром схватило искорку цигарки и донесло до окна, в оттаявший кружок стекла Аксинья на минуту увидела при свете пламенеющей цигарки полукруг придавившей хрящеватое ухо папахи, смуглую щеку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Владимир хӑлхине Валетӑн урмӑш сасси илтӗнчӗ.

Донесся до слуха уходившего Владимира приглушенный бас Валета.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте пӗркеленсе кайнӑ хӑлхине тӑратрӗ.

Дед Гришака оттопыривал морщинистую раковину уха.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич хӑлхине кӑшт кӑна илтӗнекен урапа кустӑрми хӑлтӑртатнипе йытӑ вӗркелешнӗ сасӑ шӑвӑнса кӗчӗ.

До слуха Пантелея Прокофьевича доплыл чуть слышный строчащий перестук колес и собачий брех.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шерпет шывӗ пек юхса кӗрет Прокофьич хӑлхине евӗчӗн шӑнкӑртатакан сасси.

Тек Пантелею Прокофьевичу в уши патокой свашенькин журчливый голосок.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Турӑ чурине Григорие… тенисем илтӗнчӗҫ Аксинья хӑлхине.

Раба Божия Григория… — доносилось до слуха Аксиньи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич хӑлхине те ҫитсе кӗчӗ ку хыпар.

Дошло и до ушей Пантелея Прокофьевича.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Типшӗм шӑмӑллӑ пулнӑ, уксахланӑ (ҫамрӑк чухне патша смотрӗнче юланутсем ӑмӑртса чупнӑ чух вӑл сулахай урине хуҫнӑ пулнӑ), сулахай хӑлхине ҫур уйӑх евӗрлӗ кӗмӗл алка ҫакса ҫӳренӗ; унӑн хура сухалӗпе ҫӳҫӗсем мӗн ватӑлса ҫитичченех шупкалман; ҫилленнӗ чухне вӑл хӑйне хӑй пӗлейми пуличченех хӗрсе кайнӑ иккен.

Был сух в кости, хром (в молодости на императорском смотру на скачках сломал левую ногу), носил в левом ухе серебряную полумесяцем серьгу, до старости не слиняли на нем вороной масти борода и волосы, в гневе доходил до беспамятства.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшкӑрни, ахӑрни, калаҫни тимӗрҫӗ хӑлхине ҫурать.

Крик, хохот, рассказы оглушили кузнеца.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ан ашкӑн, ан ашкӑн, ватсупнӑ, ан ашкӑн, шуйттан карчӑкки!» терӗ те Басаврюк, намӑс сӑмах лаплаттарчӗ! хучӗ, тепӗр ырӑ ҫын пулсан, вӑл сӑмаха итлес мар тесе, хӑлхине мӑкланӑ пулӗччӗ.

«Не бесись, не бесись, старая черточка!» — проговорил Басаврюк, приправив таким словцом, что добрый человек и уши бы заткнул.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Талица ялне хӗвелтухӑҫ енчен кӗрсе, полкӑн команднӑй пункчӗ вырнаҫнӑ тӗле ҫитсен, салтак чарӑнчӗ те, алсишӗпе сылтӑм хӑлхине сӑтӑркаласа илнӗ хыҫҫӑн:

На восточной окраине деревни Талица, где находился командный пункт полка, попутчик остановился, потер варежкой правое ухо, спросил:

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь те ҫакӑн пекех: снаряд ӳксе ҫурӑлнӑ — хӑлхине питӗрсе лартнӑ, тепри…

И здесь так же: ударил снаряд — заложило уши, ударил…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеровӑн хӑлхине тулнӑ шыв юхса тухнӑ пекех пулчӗ те, вӑл тухтӑрӑн хӑранине палӑртакан сассине илтрӗ…

Из ушей Озерова точно вылилась вода, и он услышал испуганный голос врача.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл темиҫе хутчен хӑлхине телефон трубки патне те тытса пӑхрӗ.

Она несколько раз даже подставляла ухо к трубке.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гитлер сасартӑк ҫӗткеленсе чарӑнса тӑчӗ те сулахай хӑлхине тӑратса итлеме пуҫларӗ.

Гитлер вдруг нервно остановился и прислушался, приподняв правое ухо.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed