Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне ҫапла каласа ярать: хулана кайӑр; унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; эсир ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр, 14. вӑл ӑҫта кӗрӗ, ҫав ҫурт хуҫине калӑр эсир: «Вӗрентекен: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта? тет», тейӗр.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ малтан пынисем: «эпир ытларах илӗпӗр-ха» тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ; 11. илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ: 12. «кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чурисем хуҫине пырса каланӑ: «хуҫа! эсӗ хӑвӑн хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и? унта пукра ӑҫтан тухнӑ вара?» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кил хуҫине веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ ҫинчен тата япӑхрах каламӗҫ-и?Если хозяина дома назвали веельзевулом, не тем ли более домашних его?
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; 38. ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр; 2. ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑкӑр хӑйӗн хуҫине, ашак хӑй хуҫийӗн сырӑшне пӗлет; Израиль вара [Мана] пӗлмест, Манӑн халӑхӑм ӑса кӗрсе ҫитеймест.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурипе хуҫине пӗр сутпах айӑпланӑ, ахаль ҫын та патша тӳснинех тӳснӗ: 12. кашни килте виле выртнӑ, пӗр вилӗмпех вилнисен имӗ-сумӗ те пулман; виле пытармашкӑн чӗрӗ ҫын та ҫитмен, ӗнтӗ вӗсен хаклӑран та хаклӑ ӑрӑвӗ пӗр самантрах тӗп пулнӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Смоква йывӑҫне пӑхаканӗ унӑн ҫимӗҫне ҫийӗ, хӑйӗн хуҫине упраканӗ хисепре пулӗ.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӑна ӗненмерӗм, путеке хуҫине кайса пама хистерӗм, арӑма ҫилленсех ҫитрӗм.Но я не верил ей и настаивал, чтобы отдала его, кому он принадлежит, и разгневался на нее.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав путеке ман патӑма ҫӗклесе кӗчӗҫ те, вӑл макӑра пуҫларӗ; эпӗ арӑмран ыйтрӑм: мӗнле качака путекки ку? вӑрланӑскер мар-и? хуҫине леҫсе пар ӑна! вӑрланине ҫиме юрамасть, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Иеровоам — Нават ывӑлӗ, Давид ывӑлӗн Соломонӑн чури — хӑйӗн хуҫине хирӗҫ тӑнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тарҫи хӑй хуҫине каланӑ вара: ах хуҫамӑм! мӗн тумалла-ши пирӗн? тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ эпӗ пурӑнакан кил хуҫине, тӑлӑх арӑма, ывӑлне вӗлерсе усал тӑвӑн-и? тенӗ.неужели Ты и вдове, у которой я пребываю, сделаешь зло, умертвив сына ее?
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑйӗн хуҫине ҫак ар пуҫӗсене парнелесе ҫырлахтармӗ-ши?Чем он может умилостивить господина своего, как не головами сих мужей?
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара тарҫи хуҫине каланӑ: ҫак иевусейсен хулине кӗрер те унта ҫӗр каҫар, тенӗ.И сказал слуга господину своему: зайдем в этот город Иевусеев и ночуем в нем.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сан патна хӑйӗн хуҫинчен тарса пынӑ чурана хуҫине ан пар; 16. вӑл сан патӑнта пурӑнтӑр, сирӗн хушшӑрта санӑн килӳ-ҫуртунтан хӑшне килӗштерсе суйласа илет, вӑл ҫав вырӑнта [пурӑнтӑр]; ӑна ан хӗсӗрле.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.