Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Сахал пулман пуль калаҫу, — Курсассӑн, — пирӗн хушӑра Сивӗ чухне е ӑшӑра, Е улӑхра, е ҫул ҫинче…

Help to translate

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Укахви пуҫне ҫӗклемесӗр ӗҫлет, кӗреҫепе ҫӗр ывӑтнӑ хушӑра Липӑпа Анушка калаҫуне итлет.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла ҫывӑхӗнчех пӗр чӗкеҫ хӳрипе ҫапса хӑварас пек вӗҫсе иртрӗ, ҫӑвӑннӑ хушӑра уҫӑ кантӑк патне ҫерҫи ларса каччӑран йӗкӗлтенӗ евӗр нумайччен чевӗлтетрӗ, анчах, пӳртре кушак пуррине туйсан, вӑл та пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайрӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян икӗ паттӑр тытӑҫнӑ хушӑра Назиб пичче те пулчӗ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ пӳртрен каялла тухнӑ хушӑра Укахвирен ӑнсӑртран тенӗ пек: — Эс ҫынсене каларӑн-и ҫак? — тесе ыйтрӗ.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хуняму савать сана, шӑп кӑна хӑвӑн ҫинчен калаҫнӑ хушӑра килтӗн, — терӗ хӑй те питрен кӑшт хӗрелнӗ Левентей.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр чухне, Сехре васкамасӑр калаҫнӑ хушӑра, Марине куҫӗсемпе таҫта инҫене тинкерет, вӑл шухӑшпа та аякка-аякка ҫитет пулмалла.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фатима пӳрте апат ҫиме ҫеҫ кӗрсе тухать, ытти хушӑра вӑл яланах хирте те урамра.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫак хушӑра кӗтнӗ телей час ҫитни ҫинчен ҫеҫ тӗлӗнсе шухӑшларӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Екки кайнӑ хушӑра хӑй тӗллӗн тӗшмӗртсе ларать-ларать те вара, малтан чипер кӑмӑла кайнӑ ӗҫех тиркесе тӑкать е, пачах урӑхла, ӗнер юратман япаларах паян темӗн чухлӗ лайӑх енӗсем тупать.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ҫав хушӑра хӑлхана хӗрарӑм кӑшкӑрнӑ сасӑ килсе кӗчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пачах урӑхла, кӑкӑрта пысак ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн ҫуралакан кӑмӑллӑ туйӑм сисӗнсе тӑрать, килте каннӑ хушӑра та ӗнерхи тавлашу ҫинчен мар, ыранхи кун ҫинчен, пуҫланӑ ӗҫе часрах пӗтересси ҫинчен шухӑшлас килет.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан бригадӑри темиҫе хӗрарӑм васкаса вырнӑ хушӑра пучах тӑкӑннине ним вырӑнне хумасӑр ӗҫлерӗҫ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килне таврӑнсан, каҫхи апат тунӑ хушӑра, Михала пичче кӗҫӗр хӑй хӗрсемпе тыр вырма каясси ҫинчен ҫемйине те пӗлтерчӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла шуйханса ӗҫленӗ хушӑра сисӗнмесӗрех кӑнтӑрла ҫитет.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыран тухса каяс тенӗ чухне вӗсем патне Хаят пычӗ, вара Алексейпе амӑшне ирӗксӗрлесех хӑйсен патне илсе кайрӗ, Алексее вӑл хӑйӗн Галимджанне хӑналанӑ пек хӑналарӗ, калаҫнӑ хушӑра унӑн мӗнпур ҫыруне вулаттарчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку туйӑм ӑна улталамарӗ, ҫапла старик килмест-и-ха тесе йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн пӑхкаланӑ хушӑра вӑл пӗррехинче ҫӑкаран инҫех те мар ашшӗ тӑнине асӑрхарӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшӗнче темӗн чухлӗ шухӑшларӗ пулин те, вӑл ывӑлӗ ҫӗрле киле таврӑнсан унпа калаҫнӑ хушӑра хӑйӗн ҫиллине пӗрре те палӑртмарӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фронтсенчи ӗҫсене сӑнаса тӑнӑ хушӑра, ҫав тери пысӑк ыйтусене татса панӑ хушӑра ҫулпуҫ таҫти чӑваш ялӗнчен янӑ ҫырӑва вулама та вӑхӑт тупӗ-ши?

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed