Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑм the word is in our database.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) more information about the word form can be found here.
Пилӗк утӑм, виҫӗ утӑм ҫурӑ, пилӗк утӑм, виҫ утӑм ҫурӑ.

Пять шагов — три с половиной, пять — три с половиной…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пилӗк утӑм, виҫӗ утӑм ҫурӑ, виҫ утӑм ҫурӑ, пилӗк утӑм

Пять шагов — три с половиной, пять — три с половиной…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑк патӗнчен шалалла — пилӗк утӑм, пӗр стенаран теприн патне, урлӑ май — виҫӗ утӑм ҫурӑ.

От двери до противоположной стены — пять шагов, от стены до стены — три с половиной.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншен вӑл, кӑкарса янӑ пекех, паян унран пӗр утӑм та хӑпмасть?

Отчего он ни на шаг не отстает от него, будто привязанный?

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна юлташне кӑтартас мар тесе Ивук темиҫе утӑм кая юлнӑ.

Не желая выказать свою слабость перед другом, он приотстал на несколько шагов.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван виҫ-тӑват утӑм тунӑ ҫӗре Ивук пилӗк-ултӑ утӑм тӑвать.

Там, где Ухтиван делает четыре шага, Ивуку приходится отмеривать пять-шесть.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗртен-пӗрех пуҫӑм пур, Вӗри юнлӑ чӗрем пур, Ватӑ карчӑк аннем пур, Урхамах пек утӑм пур, Вӗсенчен те хаклӑрах Чунӑм савни эсӗ пур, Анчах сана та паян Туртса илен тӑшман пур, Вӑл тӑшмана пӗтерме Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур, Анчах, ӑна пӗтерсен, Унран усал тӗнче пур.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кашни ман утӑм патӑр усӑ.

Help to translate

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук, ан ҫӳплетӗр манӑн утӑм Хисеплӗ ҫыннӑн килӗнче.

Help to translate

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Паян епле ҫӑп-ҫӑмӑл утӑм, Епле ҫӗнелнӗ тимӗ ун.

Help to translate

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мишеньпеле мишень хушши, Дуэлӗн йӗркипе, чат шутлӑ: Вун икӗ утӑм.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аттем ман пулнӑ питӗ кутӑн, Аннем юлман унтан пӗр утӑм — Асап эп курнӑ ҫитӗнсен: Пӗлмен эп, мансӑрах вӗсем Качча пама сӑмах хытарнӑ, Анчах та вӑхӑтне пытарнӑ.

Help to translate

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл пичӗ ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине илемлӗн айккине ывӑтрӗ те Ятманпа Галимджанран именнине пытараймасӑр вӗсен енне темиҫе утӑм турӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ «юрӗ, эс каланӑ пек пултӑр, ниҫта та каймастӑн» тенӗ евӗр пуҫне чиксе итлерӗ, ҫапах та хӑй шутласа хунинчен пӗр утӑм та чакмарӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Натали хушмарӗ-им? — ун патне пӗр утӑм ярса пусса ҫиллессӗн ыйтрӗ Липа.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Чӑнах-и?» тесе Михала патнелле пӗр утӑм турӗ те ашшӗпе юнашар тӑракан Укахвие тулли аллисемпе ҫупӑрласа илчӗ, унтан питҫӑмартинчен хыттӑн чуптурӗ.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Жнейкӑн шултӑра шӑллӑ ҫурли каҫхи сулхӑнран типсе ҫитеймен ыраша утӑм хыҫҫӑн утӑм касса яка платформа ҫине пӑрахрӗ, ҫунат пек ҫаврӑнса хӑлаҫланакан кӗреплесем ӑна ҫӗклем хыҫҫӑн ҫӗклем хӑмӑл ҫине шӑла-шӑла антарчӗҫ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан куҫӗсене саппун аркипе шӑлса типӗтрӗ те, пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, ывӑлне ҫӗртен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен куҫпа виҫрӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алексей тепӗр утӑм иртрӗ те амӑшӗн ҫинҫешке шӑм-шакне хӑйӗн ытамне илчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кабир Гайнуллович, — картусне тӳрлетсе ун патнелле тепӗр утӑм турӗ Сахрун.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed