Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗнче (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
Умӗнче вырӑс хӗрарӑмӗ тӑнине курсан, ытла ӗшеннӗрен ним чӗнеймерӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, укҫине, сӑхманне, кӗпине тата ҫӗлӗкне ҫухатса, ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлчӗ, арӑмӗн хаклӑ та ырӑ ятне хур кӳчӗ, хӑйне пӗтӗм тӗнче умӗнче тӳсейми намӑса кӗртрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь куҫ умӗнче сивлек те кичем хӗрарӑм тӑрать.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм халӑх умӗнче намӑса кӗресрен ҫак самантрах вӗҫерӗнсен ҫеҫ хӑтӑлма май пуласса ӑнланнипе Ҫтаппан аллине ячӗ те, икӗ урипе ун хырӑмӗнчен тапса, малалла ыткӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, пӑхса ҫеҫ тӑр, сан куҫ умӗнче цирк трюкне тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп та пин тенкӗ укҫа выляса илӗп!

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа хурса тавлашас мар, пӗтӗм хула умӗнче намӑса кӗрӗн.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уншӑн ҫӳлти турӑ умӗнче ответ тытма тивӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнашар ларакан хӗрарӑм умӗнче хӑвна мухтавлӑ тытрӑн.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк Матӗрне куҫӗ умӗнче Ҫтаппан малтанхи пек мӗскӗн мар, маттур та хӑюллӑ арҫын пулса тӑчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен умӗнче вӑрӑм сӑхманлӑ, пуҫне ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, урине шурӑ пир тӑлапа ҫӑпата сырнӑ ҫын тӑра парать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак таса уй-хирпе кӑвак тӳпе умӗнче сирӗн ума ҫирӗмшер пуслӑх ҫурта лартма тупа тӑватӑп».

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех вӑл пӳрчӗ умӗнче ҫӑвӗн-хӗлӗн хӳтлӗх парса ларакан ват йӑмра умӗнчен иртсе кайрӗ, ӑна та тӑлӑха хӑварчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗнеке умӗнче «16 ҫултан аслӑрах ачасем валли» тесе ҫырнӑ.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Турӑш умӗнче тӑнӑ пек пуҫне усрӗ.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Халӑх умӗнче фуфайкӑллисем хӑюллӑ пулакан мар.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Енчен те сирӗн хӑвӑрӑн йӑмӑк е тӑванӑрсен пирӗн хӗрсем пеккисем пулсан, вара вӗсене вараласан тӗнче кӳренет вӗт, Турӑ умӗнче ҫылӑх пулӗ, — тесе асӑрханса, ҫиллентересрен хӑраса калатӑп.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ыттисем умӗнче те намӑс, хам умра та намӑс, инҫетри аттепе анне умӗнче те намӑс!..

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Вӑрлакана сӗтел хушшинчисем патаклаҫҫӗ, унсӑр пуҫне тата прапорщиксем каярах строй умӗнче намӑслантараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Астӑватӑп-ха тата: кӳршӗ Лукари аппа та хапхи умӗнче ларнӑ чухне ҫаплах хӑйӗн пурнӑҫне аса илсе пуҫне пӗксе шӑппӑн ларма юрататчӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed