Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турат the word is in our database.
турат (тĕпĕ: турат) more information about the word form can be found here.
Часах вӑл пӗр типӗ турат тупрӗ, ӑна илчӗ те йӑмра ҫинелле ывӑтрӗ, ҫавӑнтах пӑшалне те ҫӗклерӗ.

Вот он нашёл сухую ветку, взвесил её в руке, быстро размахнулся, швырнул… и тут же схватил ружье.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Мажаров пӗр ытам турат пуҫтарчӗ те ҫул хӗрринелле васкаса утрӗ.

Он набрал полную охапку веток и заторопился к дороге.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна кашни сасӑ: ура айӗнче тилӗ турат шартлатни те, кайӑк хуйханни те, инҫетри сӑртсем хушшинчи ҫул ҫинче урапа кӑлтӑртатни те хумхантарнӑ.

Каждый звук волновал и настораживал ее — и треск сухой веточки под ногами, и вскрик потревоженной птицы, и глухое тарахтенье телеги на далекой горной дороге.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кайӑк вӗҫсе кайсан, турат чӗтренсе юлнӑ, юрӑ илтӗнми пулнӑ.

Затрепетала оставленная птицей ветка, песня стихла.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл аманнӑ аллине мӑйӗнчен шурӑ бинтпа ҫыхса ҫакса янӑ, теприне тин ҫеҫ симӗсленнӗ, ҫат-ҫат ҫыпӑҫакан ҫулҫӑллӑ ҫинҫе хуҫӑк турат тытнӑ.

Он нес на белой перевязи раненую руку, в другой он держал сломанную веточку, тонкую, с едва распустившимися клейкими язычками листьев.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Уншӑн эсӗ хӑрӑк турат ҫеҫ — тытать те хуҫать ҫурмаран…

Хворостина сухая — взял и переломил пополам…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Турат ҫине!

На сук!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Типӗ турат пек хытса кайнӑ урисем ун лӗнчӗрех кайрӗҫ: халӗ вӑл пачах ҫӗнӗрен утма вӗренчӗ.

Высохшие в былку ноги подламывались; он заново учился ходить.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӳрнисем хӑйӗн турат ҫинчи ҫулҫӑ пек вӗттӗн сиккелесе чӗтреҫҫӗ.

Пальцы на ней, как листья на черенках, меленько дрожали.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Турат ҫинче хурчӑка пек ларатӑн, мана ваттисен аллине пӗчченех тӑратса хӑвартӑн.

— Сидишь себе на ветке, как коршун, а меня одного оставил старикам на расправу.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем пӗртте ҫӑлтӑрсем пек мар, ҫулҫӑллӑ турат ҫинче ҫакӑнса тӑракан темле нихҫан астивсе курман сенкертерех сарӑ тӗслӗ ҫимӗҫсем евӗр туйӑнаҫҫӗ.

Ему казалось, это — не звезды, а полные голубовато-желтые неведомые плоды висят на черенках листьев.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник учӗн ҫилхи ҫине пульӑпа касӑлнӑ турат ҫаврӑнкаласа ӳкрӗ.

На гриву сотникова коня, кружась и колеблясь, упала ссеченная пулей ветка.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр тип ҫырма виҫӗ ҫӗрелле юпленсе кайса, виҫӗ уйрӑм хушмач пек сарӑлса выртакан вырӑнтан уҫӑ хире сиксе тухрӗ те пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн мала ӳкрӗ, унтан тахҫанах тискерленсе ларнӑ хыт курӑкпа типӗ турат курӑкӗ хушшипе чупса, шӑлтах лӗмсӗрккеленсе ҫитсе, анаталла, типӗ айлӑмалла ыткӑнса анчӗ.

Там, где сердцевина кололась на три отножины и буерак покато стекал тремя черно-сизыми рукавами, волк вышел на чистое и, выгадав с сотню саженей, шибко шел под гору в суходол, сплошь залохматевший одичалой давнишней зарослью бурьяна и сухого татарника.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хам хурса хӑварнӑ турат та кунтах! ав, ав, ҫурта ҫути те курӑнать!

Вон и ветка повалена! вон-вон горит и свечка!

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Лайӑхрах, утта лайӑхрах силле!» терӗ Григорий Григорьевич хӑйӗн тарҫине: «кунта утӑ питӗ те япӑх, ая пӗр-пӗр турат лекме пултарасса кӗтсех тӑр.

— Хорошенько, хорошенько перетряси сено! — говорил Григорий Григорьевич своему лакею, — тут сено такое гадкое, что, того и гляди, как-нибудь попадет сучок.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шӑп чӳрече тӗлӗнчи турат ҫине вырнаҫса ларчӗ те вӑл, хӑрах аллипе йывӑҫран ярса тытса пӑхма пуҫларӗ: пӳлӗмре ҫурта та ҫук, ҫапах та ҫутӑ.

Присевши на сук, возле самого окна уцепился он рукою за дерево и глядит: в комнате и свечи нет, а светит.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сасартӑк ватӑ пӑши кӗтӳ пуҫлӑхӗ пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, вырӑнтан тапранмасӑр хӑраса тӑчӗ: вӑрман шӑплӑхӗнче типӗ турат хуҫӑлни илтӗнчӗ.

Вдруг лось-вожак дрогнул всем телом и замер в ужасе: в лесной тишине хрустнула сухая ветка.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах часах шӑпланчӗҫ вӗсем: тавралӑх шӑп, турат та, ытлашши пасне силлесе тӑкас тесе, хускалса илмест.

Но лоси тут же успокоились: вокруг стояла такая крепкая тишина, что ни одно дерево не решалось шевельнуть веткой, чтобы сбросить лишний иней.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑнпа та Юргинӑн унччен нихҫан пулман хавхалануллӑ туйӑм пулчӗ, — шурӑмпуҫ кайӑкӗ ҫавӑн пек туйӑмлӑ пулас: вӑл ҫуркунне пурнӑҫа юратса каҫса кайсах юрланипе, тепӗр чух, турат ҫинчех вилсе ҫӗре персе анать…

И потому Юргин находился, как никогда прежде, в состоянии необычайного душевного подъема, — в таком состоянии, вероятно, бывает зорянка, когда она, захваченная весенней страстью пения и жизнелюбия, иногда внезапно замертво падает с ветки…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ӗлкӗретӗр, ӗлкӗретӗр, халь вӑхӑт пур-ха, — лӑплантарчӗ Юргин ӑна, унтан турат илсе: — Ирӗк парӑр, эпӗ сирӗн ҫинчен юра шӑлса ярам, — терӗ.

— Успеете, успеете, время еще есть, — успокоил девушку Юргин и, взяв ветку, предложил: — Разрешите, я отряхну с вас снег?

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed