Шырав
Шырав ĕçĕ:
1916 ҫулта туяннӑ пӑспа ӗҫлекен двигательне сутса ячӗ, вунӑ тенкӗлӗх ылтӑн укҫасене вӑтӑра ҫитерсе тата пӗр сӑран хутаҫ кӗмӗл укҫа пухса, чӳлмекпе ҫӗр айне чавса пытарчӗ, ытлашши выльӑх-чӗрлӗхне сутрӗ, тыррине сахалтарах акса тӑва пуҫларӗ.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑйӗн тӑрӑ ӑс-тӑнлӑ витӗр куҫӗпе те чеелӗхӗпе капланса килекен пӑтранчӑк вӑхӑта аякранах курса, тӗшмӗртсе илсе, унччен пуҫтарнӑ пӗтӗм пурлӑхне кӳршисемпе хуторти ҫынсем сисиччен хӑвӑртах сутса пӗтерчӗ…
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, Александр Анисимович, колхоза эпӗ пӗр мӑшӑр вӑкӑр (тепӗр мӑшӑрне сутса яма ӗлкӗртӗм), кӗсрепе тихана ҫавӑтса каям, пӗтӗм инвентаре, тырра леҫсе парам, тепри вара — йӗм ҫӑрхи тулли пыйтӑ илсе пытӑр.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Арӑмӑн ҫӗвӗ ҫӗлекен машинине сутса тепӗр вӑкӑр туянтӑм.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав амакпа чирлет вӑл: мӗнпур пурлӑха улӑштарса та сутса ҫеҫ пурӑнӗччӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем эрех сутса укҫа йӳнеҫтерчӗҫ те мана ҫӑкӑрпа качака чӑкӑчӗ илме хулана ячӗҫ.Они выручили деньги от продажи вина и послали меня в город купить хлеба и козьего сыра.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Площадьре хаҫат сутса ҫӳрекен ҫын хӑйне лапчӑтса пӑрахма хатӗр трамвай вагонӗсем, пур енчен те киле-киле тухакан вагонсем хушшинче чупкаласа ҫӳренине курсан, «Мов» хӑй кулать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӑл шухӑш-туйӑма йӗрӗнмеллех пӑсать, ҫакна аш каскаласа сутса пурӑнакансем, салтаксем тата ытти ҫавӑн пек ҫын вӗлерекенсем пӗлеҫҫӗ.Он гадко развращает воображение, как это знают мясники, солдаты и другие убийцы по ремеслу.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Чирлесе ӳкиччен е, пӗтӗмпе сутса ярса, ҫарамас тӑрса юличчен ӗҫет…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Мана ылтӑнпа шыва кӗртес тесе, мӗнпур ҫӗрӗсене, ҫурчӗсене, учӗсене сутса яни ҫинчен каларӗ пулин те, пурпӗрех хӑваласа кӑларса ятӑм.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл сандал тата пальма сутса пураннӑ, Букурештине тем сутӑн илме килнӗ пулнӑ.Он сандал и пальму продавал, а в Букурешти приехал купить что-то.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— «Сут хӗрне, мӗн илес килет, ӑна ил» — Данило ӑна хирӗҫ калать те хурать ак ҫапла: — «Пансем ҫеҫ ӑна пӗтӗмпех сутса яраҫҫӗ, хӑйсен сыснисенчен пуҫласа хӑйсен чунӗ таранах сутаҫҫӗ; Кошутпа пӗрле ҫапӑҫнӑ, нимпе те сутӑ тумастӑп!» тет.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Вӑл утсене ҫеҫ юратнӑ, урӑх ниме те юратман, анчах утсене те нумаях юратса тӑман — утланса ҫӳрекелет-ҫӳрекелет те — сутса ярать, укҫине кам илес тет, ҫав илме пултарать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Пӗр уйӑх хушшинче пӗтӗм парӑмсене татмалла, хваттертен тухмалла, Петербурга тек таврӑнмалла ан пултӑр тесе, пӗтӗм ӗҫсене туса пӗтермелле, унтан ялти ҫурт валли япаласем туянмалла, хӑйне валли Агафья Матвеевна евӗр лайӑх экономка тупмалла, тесе ӑнлантарчӗ Штольца Обломов; вӑл Агафья Матвеевнӑна, ҫуртсене сутса, яла кӑшт тивӗҫлӗ хуҫалӑха куҫма та сӗнесшӗн пулчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран, ялтан укҫа килсен, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ, ун патне пырса, ӑна ҫапла пӗлтерчӗ: тупӑшран укҫа хальтерех пама тытӑнсан, Обломова ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ; пӗр виҫӗ ҫултан вара парӑма татма пулать; анчах пама срок ҫитсен, документ тӑрӑх шыраса илме тытӑнсан, Обломов ялне сутса яма тивет, мӗншӗн тесен Обломовӑн укҫи ҫук, пуласси те курӑнмасть, терӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑй ӗҫӗсене тума яла Затертӑя ӑсатрӗ те, лешӗ тырӑ сутса тунӑ укҫана йӑлтах ярса пачӗ.Поверенный Затертый отправился в деревню и прислал вырученные за хлеб деньги сполна
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку парӑма тырӑ сутса тунӑ укҫапа тӳлесе татма пулать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ӑна доверенность паратӑп, хамӑн плансене паратӑп: вӑл ҫӗнӗ ҫурт лартма материал илӗ, куланай пуҫтарӗ, тырпул сутса укҫа илсе килӗ, унтан вара…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӑмарта, чӑх сутса, ачасене тумтир туса памалӑх йӳнеҫтеркелет.да разве на цыплятах и яйцах выручит кое-что на одежонку ребятишкам.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, эпӗ ҫуралнӑранпа та улпутӑнне сутса ӗҫмен! — хӑрӑлтатса каларӗ Захар.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956