Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Кашни самантрах унтан аҫа ҫапса ҫунтарма та, ҫил-тӑвӑл тухса аркатса кайма та пултарнӑ.

Она могла разразиться в любое время.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑ кӗтмен инкек килсе тухрӗ те, кил-йыш пӗр самантрах унталла та кунталла саланчӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Е ҫак самантрах ут утланса Хусана тухса каяс килет, е чӗн пушӑ йӑтса тухса тарҫӑсене пурне те хӗнесе тӑкас килет.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑри ӑпӑр-тапӑрӗсене самантрах киле кайса хучӗҫ те ресторана таврӑнчӗҫ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Самантрах ҫумӑр чашлаттарса ҫума тытӑнчӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хуҫи пекех чалӑш ҫухаллӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ официант самантрах аялти хута вӗҫтерчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна та самантрах вуларӗ Павӑл.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах иккӗленӳ вӑхӑчӗ нумая тӑсӑлмарӗ: кӗвӗ самантрах тыткӑнларӗ, ритм та дирижер аллипе ҫыхӑнчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Няньӑпа Любовь Ивановна ӑна тӑратса вырттарайманнине курса, Эльгеев самантрах вӗсене пулӑшма чупса пычӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тукай кил-ҫуртӗнче пуҫланнӑ шуйхану самантрах пӗтӗм яла сарӑлчӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев вуласа пахрӗ те илнӗ хута, Слюсарев полконике ҫав самантрах кӗрсе пачӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев ӑна хирӗҫлеме хӑтланчӗ, анчах профессор самантрах пӳлчӗ:

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗвӗҫме Павлушӑн сӑлтавӗ ҫук, ҫапах та… чӗрене темӗскер чӗпӗтсе илчӗ: самантрах Сашӑна та, Евӑна та курас килми пулчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянах, халех, ҫак самантрах пирвайхи юратупа тӗл пулас килсе кайрӗ мӗскӗн каччӑн.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлушпа Коля ҫав самантрах лавккана чупрӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑрт Кавӑрли ҫав самантрах пӳртрен шӑвӑнчӗ.

Help to translate

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав самантрах Укҫине аппа ун патне васкаса тухса кайрӗ, вара — каялла чупса килчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кая юлса килекен ӳкӗнӳ пирки ҫирӗплетекен ансат чӑнлӑх мӑнаҫлӑхраччӗ-тӗр, анчах ӑна самантрах аса илчӗ те — хӗрпе пӗрле хӑраса ӳкрӗ, тунсӑхлӑн кӗтет — кӑшкӑрава, хавхапа тапӑнӑва.

Если он позабыл прописи, твердящие о позднем раскаянии, то вспомнил их мгновенно и испугался одновременно с девушкой, тоскливо ожидая крика, тревоги и нападения.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ҫынсен ушкӑнӗсем кӑвайт патӗнчен айккинелле сапаланчӗҫ; ҫав самантрах ҫӗрлехи кайӑк вӑрманта шалта уҫӑмлӑн та кӑмӑллӑн кӑшкӑрчӗ, — сехет куккукӗн сасси тейӗн.

Толпа рассыпалась, покинув костер; в то же мгновение ночная птица крикнула в глубине леса отчетливо и приятно, голосом, напоминающим часовую кукушку.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Стар халӗ хуласем ҫӗкленсе ларнӑ пысӑк юхан шыв варринчен самантрах пӗчӗк ҫырма патне куҫарса тӑратнӑ евӗр; унта, пин-пин ҫухрӑмра, — курӑнми ҫӑл куҫ, вӑл вӑрман чулне якатать-якатать…

Стар напоминал человека, мгновенно перенесенного от устья большой реки, где выросли города, к ее скрытому за тысячи миль началу, к маленькому ручью, обмывающему лесной камень.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed