Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшса (тĕпĕ: пулӑш) more information about the word form can be found here.
Дамӑсем ҫырткаламаллисемпе турилккесем майлаштара-майлаштара лартрӗҫ, арҫынсем вӗсене ӳстерсе тунӑ тараватлӑхпа шӳтлеше-шӳтлеше пулӑшса пычӗҫ.

Дамы устанавливали закуски и тарелки, мужчины помогали им с шутливым, преувеличенно любезным видом.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эрне тӑрӑшса кӑна мар, савӑнса-хӗпӗртесе мана ӗҫре пулӑшса пычӗ.

Пятница не только старательно, но очень весело и с явным удовольствием помогал мне в работе.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӳмере хыпашланӑ май тата килнӗ ҫынсене анма пулӑшса, Мойсей Мойсеич сасартӑк ҫаврӑнчӗ те шыва путнӑ чух пулӑшма чӗннӗ евӗр сасӑпа пырӗ татӑласла кӑшкӑрса ячӗ:

Мойсей Мойсеич, шаря в бричке и помогая приезжим вылезать, вдруг обернулся назад и закричал таким диким, придушенным голосом, как будто тонул и звал на помощь:

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тӗрлӗрен сӑлтавсене пула, Иеротей манахӑн пӑлхар халӑхне ӑс-хакӑл парас енпе хӑй ячӗпе ӗҫлеме майсем пулман, анчах вӑл ҫав ӗҫе ҫӗклентерме пайтах пулӑшса тӑнӑ, — пӑлхар ҫамрӑкӗсем нумайӑшӗ ун укҫипе вӗреннӗ.

Обстоятельства не позволили отцу Иеротею самому послужить делу умственного пробуждения Болгарии, но он способствовал этому пробуждению косвенно, — десятки болгарских юношей учились в разных учебных заведениях на его средства.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь вӑл Юрдан патӗнче кӗрӗшсе ӗҫлет, унӑн кӗрӳшне те йӗрлес ӗҫре пулӑшса тӑрать.

Теперь он работал за поденную плату у Юрдана и заодно помогал его зятю в слежке.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗрлӗхӗмӗр пире малашне те наукӑра, культурӑра, экономикӑра, спортра ӑнӑҫу тума пулӑшса пытӑр, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантартӑр!

Пусть наше единство и дальше помогает нам умножать достижения в науке, культуре, экономике, спорте, вдохновляет на новые победы!

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

Вера Павловнӑн чаплӑ «тӑваттӑмӗш тӗлӗкӗнче» вӑл социализмла малашлӑхӑн паллисене кӑтартса парать, унта социалла тата политикӑлла пусмӑртан ирӗке тухнӑ этемлӗх малта тӑракан нӑукӑпа техникӑн пӗтӗм хӑвачӗпе ҫӗнӗ те телейлӗ пурнӑҫ тума, пӗр-пӗрне тӑванла пулӑшса, коллективла ӗҫлесе пурӑнма усӑ курать.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Халӗ, вӑл та мана каярахпа ҫакӑн пекрех мастерской уҫма пулӑшасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, эпӗ ӑна пулӑшса тӑратӑп.

Я теперь помогаю ей, с тем условием, чтобы она потом помогла мне устроить еще такую же швейную.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакӑн пек чипер стрепкене ӗмӗр тӑршшӗпех пулӑшса пурӑнма хатӗр, ҫӗрлесенче вӑл ман ҫине пӑхса йӑл култӑр кӑна…

У такой привлекательной стряпухи согласен всю жизнь в помощниках быть, лишь бы она мне по ночам улыбалась…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аслӑ мӑчавӑр, аллипе ҫурӑмӗ хыҫӗнчен явалаттарса, асӑрхануллӑн пулӑшса тытнӑ ӑна, Изида сӑнӗ патне илсе пынӑ та хура виткӗҫпе тирпейлӗн витсе хунӑ, вара, пӗтӗленнӗ ама-турра тути-ҫӑварӗнчен никам курмалла мар, вӑрттӑн чуптума пултартӑр тесе, темиҫе самантлӑха ҫаплипех хӑварнӑ.

Верховный жрец осторожно поддержал его, обвив рукой за спину, подвел его к изображению Изиды и бережно накрыл его черным покрывалом и оставил так на несколько мгновений, чтобы он втайне, невидимо для других, мог запечатлеть на устах оплодотворенной богини свой поцелуй.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Мӗн тума кирлине — ту, правлени яланах пулӑшса тӑрӗ.

Что необходимо сделать — делай, правление всегда поможет.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов татӑклӑнах: тем пулсан та ҫак завхозсӑр тӑрса юлас мар, унӑн чӑннипех иксӗлми пуҫарулӑхне пур майсемпе те пулӑшса пымалла, тесе шутларӗ.

Давыдов крепко решил: завхоза ни в коем случае не лишаться и всячески поддерживать его поистине неиссякаемую инициативность.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ, хайхискер, эскадронтан шӑп та шай пӗр сотня вырнаҫмалӑх маларах сиксе ӳкнӗ… — терӗ Разметнов, юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах Давыдова пулӑшса пыраканскер.

— Ты от эскадрона-то выскакал вперед как раз на сотенник… — хмурясь, сказал Размётнов, последнее время упорно поддерживавший Давыдова.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах пирӗн ҫавна ӑнланман хресченсем те пур-ха, хӑйсен ӑнланманлӑхне пула, вӗсем ҫавӑн йышши жандармсене пулӑшса тӑраҫҫӗ тата колхозсем тӑвас ӗҫе чӑрмантарса пыраҫҫӗ, — вӑрлӑхлӑх тыррине кӳрсе памаҫҫӗ…

Но у нас еще есть такие хлеборобы, которые по несознательности помогают подобным жандармам и препятствуют колхозному строительству — не сдают семенной хлеб…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ.

Из года в год «подсоблял» Лапшинову Никита Хопров; задаром пахал, волочил, совал лапшиновской молотилке лапшиновскую пшеницу, стоя зубарем.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑрланине сутӑн илеттӗм! — сӑмахне калама пулӑшса тӑрать крыльца ҫинчи Демка.

— Ворованное покупал! — подсказывал с крыльца Демка.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ялхуҫалӑхӗнчи кӑткӑс ыйтусем пирки сӑмах тапратсан, ӑна Нагульновпа Андрей пулӑшса пычӗҫ.

Когда дело касалось сложных вопросов сельского хозяйства, ему помогали Нагульнов и Андрей.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл мана яланах пулӑшса тӑнӑ, вӑкӑрсем панӑ, кивҫен вӑрлӑх панӑ… сахал пулнӑ-и…

— Все время он мне пособлял, быков давал, семена ссужал… мало ли…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ӑна вылякан картсене лӳчеркенӗ пекех хуҫкаласа хума та, пулӑшса, хресчен йӗркине кӗртме те пултарнӑ.

Он мог разломать ее, как игральную карту, и мог помочь ей установиться в прочные крестьянские рамки.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Чӑнах та Федя партизансен отрядӗнче пулнах мӗн, анчах унта вӑл ытларах Векшин мучие пулӑшса пурӑннӑ: кӑмпа татнӑ, ҫырла тавраш пуҫтарнӑ, унпа пӗрле партизансем валли апат та хатӗрленӗ.

Правда, в партизанском отряде Федя был, но занимался больше тем, что помогал деду Векшину собирать грибы, ягоды, готовить обед партизанам.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed