Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймалли (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Санӑн, тепӗр тесен, каймалли те ҫук мар.

Тем более, что тебе есть куда.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир ӑна вилес пек алӑ сулатпӑр, кӑшкӑратпӑр, ӑсран каймалли паллӑсем тӑватпӑр, пӗрре хамӑр ҫине, тепре утравпа шыв ҫине тӗллесе кӑтартатпӑр.

Мы кричали, делали отчаянные знаки, показывали на себя, на остров, на воду.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Вӑл леш тӗнчене каймалли экспедици пулнӑ пулсан тата хӗпӗртесерех тытӑннӑ пулӗччӗ, — терӗ Вышимирский.

— Он взялся бы за неё с ещё большей охотой, если бы экспедиция была на тот свет, — сказал Вышимирский.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн ҫырӑвӗсем тӑрӑх эпӗ экспедици вӑл почта айӗнчи чыссӑр путвал ҫеҫ мар, вӑл инҫете-инҫете ишсе каймалли ҫул, капитансем юха-тӑран пӑрлӑ тинӗсре ишни иккенне пӗлтӗм.

Того самого штурмана, из письма которого я узнал, что экспедиция — это не только грязное подвальное помещение под почтой, а дальнее плавание, капитаны, пловучие льды.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам тухса каймалли кун, шӑпах ҫул ҫине тухма хатӗрленнӗ самартра, ман пата пӳрте Зурин пырса кӗчӗ.

В день, назначенный для выезда, в самую ту минуту, когда готовился я пуститься в дорогу, Зурин вошел ко мне в избу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тухса каймалли кун

День отъезда

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Устя вӑл хӑй те питӗ инҫе каймалли хӗр пулнӑ, анчах ылханлӑ самана ҫул паман ӑна.

Ведь Устя бы сама далеко пошла, не будь тогда жизнь такая проклятая.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман умра вӗсем нимӗн пытармасӑр канашлаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, эпӗ тарса тухнӑ партизан отрячӗн аллине лекес мар тесе, обозпа пӗрле ӑҫта каймалли ҫинчен сӳтсе яваҫҫӗ.

И при мне громко спорят о том, куда следует идти отряду с обозом, чтобы не попасть в руки партизан, от которых я бежал…

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Питӗ шел, Симӑн каймалли пур, — пирваях асӑрхаттарчӗ анне.

— Жаль, Симочке идти скоро, — предупредила мама.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Савельич унта ӗнтӗ вырнаҫса хуҫаланма тытӑннӑ та, эпӗ генерал патне каймалли вӑхӑта тӳсеймесӗр кӗтме пуҫларӑм.

Там Савельич уже хозяйничал, и с нетерпением стал ожидать назначенного времени.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӗлӗнсе каймалли сӑн-пит манӑн!

Вот так вид!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫта каймалли унта?

— Да что ехать?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тухса каймалли куна палӑртса та хучӗ.

День отъезду моему был назначен.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Йӳҫ кӳкӗртлӗ ҫӑл куҫӗ патӗнчен иртнӗ чух, сулхӑнра сывлӑш ҫавӑрса илес тесе, эпӗ галлерея патӗнче чарӑнса тӑтӑм, ҫакӑнта ларнӑ чух манӑн пӗр кӑмӑла каймалли сцена курма тӗл килчӗ.

Проходя мимо кислосерного источника, я остановился у крытой галереи, чтоб вздохнуть под ее тенью, это доставило мне случай быть свидетелем довольно любопытной сцены.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каялла каймалли ҫула пӗлме Алексей компас ҫине пӑхрӗ те, бензин сахал юлнине, вӑл аэродрома вӗҫсе ҫитме те ҫителӗксӗр пулма пултарасса шута илсе, кӑштах тӗксӗмленчӗ.

Алексей взглянул на компас, чтобы определить обратный путь, и нахмурился, заметив, что бензина мало и вряд ли хватит до аэродрома.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӗ ҫак шкулта та халӑх туллиех пулнӑ, анчах кунта вӑрҫӑчченхи йӗркесене ҫирӗп тытса пынӑ, форма тирпейлӗхне те хытӑ сӑнаса пыма тӳр килнӗ, мӗншӗн тесен тасатман атӑшӑн, реглан ҫинче тӳме пулманшӑн е вӗҫме кайнӑ чух илсе каймалли планшета тепӗр чух, васкаса, пиҫиххи ҫийӗн ҫакса янӑшӑн, комендант приказӗ тӑрӑх, икшер сехет хушши строевой подготовка вӗренӗвне янӑ.

Эта школа тоже была переполнена, но в ней свято сохранялись довоенные порядки, и даже за мелочами формы приходилось тщательно следить, потому что за невычищенные сапоги, за отсутствие пуговицы на реглане или за то, что летный планшет впопыхах наденешь поверх пояса, приходилось по приказу коменданта «рубать» часа по два строевую подготовку.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сасартӑк Информбюро сводкинче Дон ку енчи, Атӑл патнелле, Сталинград патнелле каймалли ҫул ҫинчи ялсен ячӗсене асӑнса илчӗҫ.

Вдруг в сводке Совинформбюро мелькнули названия задонских станиц, лежащих на пути к Волге, к Сталинграду.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӑн-чӑн ҫар ҫынни пулса, вӑл темиҫе ориентир тӑрӑхах санаторине каймалли ҫула тупрӗ.

Как истый военный, по немногим ориентирам он без труда определил путь к санаторию,

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӗ хӗвеланӑҫнелле каймалли ҫула тӑшман Мускавран пӗр сакӑрвун километрта татнӑ, ҫав кӗске ҫул татӑкӗ тӑрӑх хула ҫывӑхӗнчи ҫыхӑну ҫеҫ пулнӑ.

Теперь путь на Запад был перерублен врагом километрах в восьмидесяти от Москвы, и по слепому короткому отростку шло пригородное сообщение.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Владимир пуринчен ытла хӑй каймалли енне ҫухатас мар тесе тӑрӑшнӑ.

Владимир старался только не потерять настоящего направления.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed