Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм вӑя эпир хутӑмӑр, Нушаран чыслӑ хӑтӑлма: Володя, Ваня те Киля аппа Пушар сӳнтертӗмӗр тумламсӑр…Мы приложили все усилья, Чтоб с честью выйти из беды: Володя, Ваня, тетя Киля Пожар тушили без воды…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
…Вӑя вӑйпа виҫетпӗр эпир пӗрре мар, Тӑшман станӗ арканӗ кӗл пулса!Не впервой нам силу мерить силой, Будет в прах развеян вражий стан!
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах пирӗн вӑя упрас пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун чухне ҫав пӑспа киревсӗр истори пулнӑ пулин те, Володя Вилюй мучин хаяр хуҫалӑхӗнчи пӗр вӑрттӑнлӑхне аллипе тытса пӑхрӗ; ӑнсӑртран пулсан та ҫапах вӑл машина ӑшӗнчи тӗлӗрекен вӑя хӑй вӑратрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавӑн чухне-ҫке ҫывӑхрине пӑрулла шеллени мар, хама хам турӑлла юратни пӗрлештерсе ярать те ӗнтӗ ман вӑя ыттисен, хампа пӗр тан хаваллӑ ҫынсен вӑйӗ-хӑвачӗпелен!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсемшӗн мӗн тесе вӑя ытлашши таткалас?
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫавӑнпа та ӑна тунӑ чухне вӑя хӗрхенсе тӑмарӑм.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак усӑсӑр ӗҫе тума эпӗ вӑя шеллемерӗм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав вӑхӑтра вара, килес ҫул тырӑ вырмалла пуличчен, тӗштырӑран ҫӑкӑр тума вӗренес тесе, пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшас терӗм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпир вӑя шеллемесӗр кӗсменсемпе ишетпӗр, май килнӗ таран хуҫана шӳт туса йӑпататпӑр.Мы усердно гребли и по мере сил развлекали своего господина.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
«Чернышевский социалист-утопист пулнӑ, вӑл социализм патне ҫурма феодалла, хресченле кивӗ община урлӑ куҫма ӗмӗтленнӗ, социализма пурнӑҫа кӗртмелли пурлӑх условийӗсене тата обществӑлла вӑя капитализм аталанни кӑна, пролетариат кӑна туса хатӗрлеме пултарнине вӑл 60-мӗш ҫулсенче курман тата курма та пултарайман.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Шухӑшласа тумалли ӗҫре ҫынна кофе, пӗрер стакан эрех энерги панине тата вӗсен вӑйӗ пӗр сехетлӗхе пынине, ун хыҫҫӑн ҫав вӑя кура организм ҫавӑн чухлех ывӑнса кайнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ; манӑн вара ҫав вӑй-халӗ яланах хамра, — манӑн нервсем хӑйсем ҫапла килӗшсе парӑннӑ — яланах чӗрӗ, вӑйлӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, эпӗ вӑл йывӑр пулни ҫинчен каламастӑп кунта, — сана та хӑвӑнни ҫӑмӑлах пулман, — ку вӑл туйӑм вӑйӗ мӗнле пулнинчен килет, кӗрешӳ йывӑр пулнишӗн те кулянмастӑп эпӗ, ку вӑл туйӑм вӑйлӑ пулнишӗн кулянни пулӗччӗ — ҫук! анчах мӗншӗн ҫак вӑя хирӗҫ манӑн санӑнни пекех ҫирӗп тӗрек пулман-ха?
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ҫакӑн пек туйӑм пулма пултарнине сиссе ҫав хирӗҫ тӑрас вӑя чакарман та ӗнтӗ.Вот для этих-то вероятнейших шансов ему и не хотелось ослаблять ее.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӗҫех вӑл боксерсем ҫинӗ пек ҫиме тытӑннӑ: йӑлтах вӑя ҫирӗплетекен апатсем — пуринчен ытла бифштекс, пиҫнӗ-пиҫменскерне, ҫинӗ — ҫав вӑхӑтранпа вара яланах ҫапла пурӑннӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сире чунсӑр, ирсӗр ҫын пек туйӑнатӑп, анчах пӑхӑр-ха, тен, тӳрленӗп эпӗ, эпӗ тӳрленес тесе мӗнпур вӑя хурӑп!
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйне астаракан вӑя тӗрӗслес шутпа кӑна кӑштах тӑхтаса тӑчӗ.Не то поторопиться, не то подождать, пока случайно не найдутся точные приметы.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Колхоз ӗҫне пӗтӗм вӑя хурса тӑвать вӑл, анчах эсир ӑна хирӗҫ пыратӑр…Он всю силу покладает на колхозной работе, а вы против него идете…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах ҫапах та контрреволюцилле вӑя Яков Лукич хутшӑнӗ-ши вара?
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫ вӑйне лартса тухасси, ҫак вӑя бригадӑсем тӑрӑх пӗр пек пайласси пирки — малашне асту, утӑ ҫулнӑ чухне хуть, уйрӑмах вара тыр-пул пуҫтарса кӗртнӗ чух.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.