Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗпе (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хамӑн ватӑ, ухмах пуҫӑмпа ҫапла шутлатӑп: вӑл совет влаҫне юраман пулсан, ӑна арестлесе, приговор тӑрӑх вӗлеретчӗҫ, кун пек вӑрттӑн мар, ҫапла вӑрттӑн вӗлерчӗҫ пулсан вара, вӑрӑсем пек, ҫӗрле, тата арӑмӗпе пӗрлех вӗлерчӗҫ пулсан, вӑл совет влаҫӗн тӑшманӗсене ҫиллентернӗ; урӑхла пулма пултараймасть!

А я так глупым стариковским умом рассуждаю: ежели б он не угодил Советской власти — его бы заарестовали и убили по приговору, не втихаря, а уж ежели его убили втихаря, воровски, ночью, да ишо с женой, то не угодил он врагам Советской власти, иначе и быть не может!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов самантлӑха хӑйне тӗреклӗ, авланнӑ ҫын вырӑнне, Куприяновна пек самӑр арӑмӗпе тӗрлӗ ҫулти нумай ачисен хушшине хурса пӑхрӗ те сасӑпах кулса ячӗ.

Давыдов вслух рассмеялся, на миг представив себя солидным, женатым человеком в обществе дородной, наподобие Куприяновны, жены и множества разновозрастных детей.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ыйтать: мӗншӗн-ха, тет, ӑна арӑмӗпе пӗрлех вӗлернӗ?

— Спрашивает: за что же, дескать, его убили да ишо вместе с женой?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар унӑн арӑмӗпе калаҫрӗ, сӑмах майӑн тенӗ пек, мӗншӗн ҫум ҫумлама кайман тесе ыйтрӗ, хӑй кил карти тӑрӑх мӑнаҫлӑн ҫӳрекен автана шӑтарас пек пӑхрӗ.

Макар поговорил с его женой, спросил, как бы между прочим, почему она не на прополке, а сам внимательно осматривал важно ходившего по двору петуха.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич чӗтрекен аллипе ҫӑрана уҫрӗ, арӑмӗпе пӗрле тахҫан хӑйӗн амӑшӗ пурӑннӑ пӳлӗме кӗчӗ.

Яков Лукич дрожащими пальцами снял замок, вместе с женой вошел в горенку, где когда-то жила его мать.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫемен, арӑмӗпе пӗрле, кунне-ҫӗрне кил картинче ирттернӗ, Яков Лукич арӑмӗ, килти ӗҫӗпе пӳрте кӗрсен, унтан каҫса кайса йӗрсе тухнӑ.

Семен с женой и дневали и ночевали во дворе, а жена Якова Лукича, если хозяйственная нужда заставляла ее бывать в доме, выходила, трясясь от рыданий.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав мӑн ҫамкаллӑ пӗчӗкҫеҫ этем, арӑмӗпе упӑшки уйрӑлнисене тӳсме пултарайманскер, ӑна пуринчен те ытларах канӑҫ памасть.

Этот маленький большелобый человек, не терпевший разводов, беспокоил его больше всех.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е кил хуҫи арӑмӗпе калаҫса татӑлмаллаччӗ…

Или с хозяйкой договорился бы…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Харлаттарса ҫывӑран арӑмӗпе юнашар выртакан Майданников, тӗттӗм суккӑрлатнине пула нимӗн те курман куҫӗсемпе маччаналла тинкерсе пӑхнӑ май, шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать.

Об этом думал Кондрат, лежа рядом с похрапывающей женой, глядя в черные провалы темноты невидящими, ослепленными темнотой глазами.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫи арӑмӗпе хӗрӗ чугунӗсемпе савӑт-сапа таврашне миххе пуҫтарса чикнӗ.

Хозяйка с дочерью собрали в мешок чугуны и посуду.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Арӑмӗпе курнӑҫнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ыйтӑвех унӑн чул пирки пулнӑ.

Первое, о чем он спросил свою жену, увидевшись с нею, — это о камне.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫав ҫулах Андрей Новочеркасск патӗнче вилнӗ Михал Поярков вахмистрӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗпе, Маринӑпа, ҫывӑхланса кайрӗ…

В этом же году Андрей сошелся с Мариной, вдовой убитого под Новочеркасском вахмистра Михаила Пояркова.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Хӗрес укҫине» арӑмӗпе амӑшне валли ярса тӑнӑ.

«Крестовые» деньги посылал жене и матери.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫи арӑмӗпе кинӗ сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗксене йӑпӑр-япӑрах пуҫтарса илчӗҫ те, кил хуҫин куҫхаршийӗсем хускалса илнине пӑхӑнса, кухньӑна тухса кайрӗҫ.

Сноха и хозяйка торопливо приняли со стола; повинуясь движению бровей хозяина, ушли в кухню.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашкӑрӑнни евӗр чӑнкӑ та кукшаланма пуҫланӑ ҫамки айӗн вӑл хӑвӑрттӑн пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, путса кӗнӗ куҫ лупашкисенчен йӑлтӑртатса пӑхакан сенкер пӗчӗк куҫӗсене йӑл кулнӑн хӗссе илчӗ те тенкел ҫинче ларакан хӗрарӑмсене — кил хуҫи арӑмӗпе кинне — пуҫ тайрӗ.

Из-под крутого, волчьего склада, лысеющего лба он бегло оглядел комнату и, улыбчиво сощурив светло-голубые глазки, тяжко блестевшие из глубоких провалов глазниц, поклонился сидевшим на лавке бабам — хозяйке и снохе.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫав купца арӑмӗпе ӗҫ мӗнле пӗтертӗн вара? — ыйтрӑм эпӗ.

— Ну, и как же ты с купчихой-то кончил? — спросил я.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эрех тесен, каҫсах каять, хӑй арӑмӗпе мар, немкӑпа пурӑнать, ятлаҫаканскер, ҫапах тӗлӗнмелле хӑватсем тӑвакан теме пулать ӑна.

До водки очень охотник, живет не с женой, а с немкой, ругатель, но, можно сказать, чудодейственный господин!

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Ҫав хушӑра Захар хӑрах аттине тӑхӑнма ӗлкӗрчӗ, вара, теприне тӑхӑнмасӑрах, тухтӑрпа, кил хуҫи арӑмӗпе, Анисьйӑпа пӗрле улпут тавра ҫаврӑнкаларӗ.

Даже Захар успел в это время надеть один сапог и так, об одном сапоге, ухаживал вместе с доктором, хозяйкой и Анисьей около барина.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кухня вара — аслӑ кил хуҫи арӑмӗпе унӑн тивӗҫлӗ пулӑшаканӗ Анисья тимлесе ӗҫленине кӑтартакан вырӑн.

Кухня была истинным палладиумом деятельности великой хозяйки и ее достойной помощницы, Анисьи.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн эсир, Михей Андреич, ҫав териех кӑшкӑратӑр? — терӗҫ кил хуҫи арӑмӗпе Анисья, алӑк хушӑкӗ витӗр пӑхса — Иртсе каякансем иккӗн чарӑнчӗҫ те кӑшкӑрашнине итлеҫҫӗ…

— Что вы, Михей Андреич, кричите так? — сказали хозяйка и Анисья, выглянув из-за дверей — Двое прохожих остановились, слушают, что за крик…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed