Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрлама (тĕпĕ: юрла) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ хулӑм сасӑпа юрлама пӗлместӗп, — терӗ Ваҫҫа, мӑн сасӑпа юрлассине хирӗҫлесе.

— Я не умею толстым, — отказался Васька.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Ун чухне вара тип ҫырмара саркайӑк хӑйӗн ҫепӗҫ юррине юрлама тытӑннӑ.

Тогда на суходоле запел свою милую песенку маленький певчий дрозд-белобровик.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Ачасем ҫапла калаҫнӑ хушӑра тул ҫутӑла пуҫланӑ, Шӑнкӑрав тӗми ҫинче тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем юрлама, шӑхӑрма пуҫланӑ, тискер кайӑксем улама, йынӑшма тытӑннӑ.

Пока дети так говорили и утро подвигалось все больше к рассвету, борина Звонкая наполнялась птичьими песнями, воем, стоном и криком зверьков.

III // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Ҫумӑр чарӑнсан, тӗрлӗ кайӑксем юрлама тытӑнчӗҫ.

Когда с крыш перестало литься и запели разные птички.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

— Лазарь юррине юрлама! — терӗ тепӗр хут Василий Иванович.

— Лазаря петь! — повторил Василий Иванович.

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Юлашкинчен, Евдоксия, эрех ӗҫнипе пӗтӗмпех хӗрелсе кайнӑскер, пӑсӑлнӑ фортепьянӑн клавишисене лаптак чӗрнисемпе шаккаса, хӑйӑлти сасӑпа малтан цыгансен юррисене, унтан Сей-мур-Шиффӑн: «Тӗлӗрет ыйхӑллӑ Гранада» романсне юрлама пуҫларӗ, Ситников пуҫне шарф ҫыхса: «Вӗри, вӗри тутасене Пӗрлештерер чуптуса» — тесе юрланӑ вӑхӑтра, юратупа каҫса кайнӑ еркӗн пулчӗ.

Дело дошло наконец до того, что Евдоксия, вся красная от выпитого вина и стуча плоскими ногтями по клавишам расстроенного фортепьяно, принялась петь сиплым голосом сперва цыганские песни, потом романс Сеймур-Шиффа «Дремлет сонная Гранада», а Ситников повязал голову шарфом и представлял замиравшего любовника при словах: И уста твои с моими В поцелуй горячий слить.

XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫак ҫурма чӗрӗ этем юрлама хатӗрленни мана ирӗксӗрех шиклентерсе ячӗ.

Мысль, что это полумертвое существо готовится запеть, возбудила во мне невольный ужас.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Эпӗ ӑна юрлама вӗрентрӗм; вӑл тӑватӑ юрӑ вӗренчӗ ӗнтӗ.

Так вот я ее выучила; четыре песни она уже у меня переняла.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Ҫак типсе хӑрнӑ ҫын — Лукерья, пирӗн тарҫӑсем хушшинче пӗрремӗш чипер хӗр пулнӑскер, — йӑрӑс та тулли, шурӑ ӳтлӗ те хӗрлӗ питлӗ пулнӑскер, — кулма, ташлама, юрлама юратаканскер!

Эта мумия — Лукерья, первая красавица во всей нашей дворне, высокая, полная, белая, румяная, хохотунья, плясунья, певунья!

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Хӑлхаран ҫил пӑшӑлтатни те, кимӗ айккинче шыв шӑнкӑртатни те чуна вӗчӗрхентереҫҫӗ: хумсем уҫҫӑн сывлани те мана лӑплантараймасть; ҫыранта шӑпчӑк юрлама тытӑнчӗ те хӑйӗн сассин тутлӑ наркӑмӑшӗпе манӑн ӑшчике йӑлтах шуйхатса ячӗ.

Шепот ветра в моих ушах, тихое журчанье воды за кормою меня раздражали, и свежее дыханье волны не охлаждало меня; соловей запел на берегу и заразил меня сладким ядом своих звуков.

X // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Хӗрсем хӑйсен гимнне юрлама чарӑнаҫҫӗ — ӑна, тен, юрлама пултараймаҫҫӗ — анчах вӗсем хускалмаҫҫӗ: юханшыв вӗсене ҫыран хӗррине илсе пырать.

Девушки перестали петь свой гимн — они не могут его продолжать, — но они не шевелятся: река подносит их к берегу.

XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Цыганочка черноока, — Маруся юрлама чарӑнчӗ.

Цыганочка черноока, — пропела Маруся и замолчала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вырӑс хӗрӗсене пӑртак канма ирӗк панӑшӑн вӗсем хӑйсен ирӗкӗпех юрлама та, ташлама та килӗшни ҫинчен кӗпер тунӑ ҫӗрте часах пурте пӗлчӗҫ.

А весть о том, что русские девушки добровольно вызвались петь и плясать, чтобы заработать отдых, быстро облетела стройку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗр минут каялла кӑна вӗт вӑл юрлама вӑй ҫитереймесӗр хӑйне хӗрхенме йӑлӑнса ҫӗре персе анчӗ.

Ведь только минуту назад он не мог больше петь и упал на землю, с плачем вымаливая пощаду.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Зюсмильх кашкӑр пек салхулӑн уласа ячӗ, — вӑл юрлама тытӑнчӗ.

Зюсмильх завыл тоскливо, как волк, — он пел.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн пырӗ татах шӑхӑрма, юрлама пуҫларӗ.

И тут опять в горле у него засвистело и запело.

Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Кайӑксем пурте юрлама пуҫларӗҫ.

Пел уже целый птичий хор.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Анчах ҫил тухрӗ те ҫӑлтӑрсем ҫухалчӗҫ, козодой юрлама чарӑнчӗ.

Но набежал ветерок, звёзды исчезли, козодой умолк.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Кайрантарах вӑйлӑн та вӑйлӑн юрлама тытӑнчӗ.

Потом звонче и звонче.

Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

«Иртерех-ха юрлама, вӑхӑт ҫитмен, — шухӑшлать ача. — Амисем вӗҫсе килмесӗр вӗсен юррине илтеймӗн».

«Не время ещё им петь, — думал мальчик. — Пока не прилетят зябличихи, не услышишь их песен».

Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed