Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чир the word is in our database.
Чир (тĕпĕ: чир) more information about the word form can be found here.
Юлашки вӑхӑтра халӑхра лейкоз текен чир хӑвӑрт сарӑлса пырать.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Ҫитнӗ вӑл чир Тӑрнапуҫне, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Ҫеруш.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ман пата ан ҫывхарӑр: манӑн чир ерекен йышши вӗт.

Не подходите ко мне: ведь моя болезнь заразительная.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Чир тытамакӗсем пуҫланчӗҫ.

Приступы болезни возобновились.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Калӑпӑр… эхер… эхер мӗнле те пулин чир ернӗ пекки пулсан та…

— Положим… если… если даже что-нибудь вроде… заражения…

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ӑҫта-ха чир ернин… паллисем, Евгений? ҫырлахсам!

— Где же признаки… заражения, Евгений? помилуй!

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Чир ернин паллисене хӑвах пӗлетӗн.

Все признаки заражения, ты сам знаешь.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эхер те мана чир ерчӗ пулсан, халӗ ӗнтӗ кая юлчӗ.

Если я заразился, так уж теперь поздно.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Евгений Васильевич, — аран пакӑлтатса каларӗ Петр (хӑй сивӗ чир тытнӑ пек чӗтӗрет): — сирӗн ирӗкӗр, эпӗ кайса тӑратӑп.

— Евгений Васильич, — с трудом пролепетал Петр (он дрожал, как в лихорадке), — воля ваша, я отойду.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Базаров хӗрарӑмсене, вӗсен илемлӗхне питӗ юратаканскер пулнӑ, анчах юрату идеаллӑхӗ тӗлӗшӗнчен пулсан, хӑй каланӑ пек, романтизмла юратӑва вӑл — лӗпӗртетни, каҫарусӑр айванлӑх тенӗ, рыцарьлӑ туйӑмсене темӗнле чалӑш-чӗлӗшлӗх е чир тесе шутланӑ, Тоггенбурга вӑл хӑйӗн пӗтӗм миннезенгерӗсемпе, трубадурӗсемпе пӗрле мӗншӗн сарӑ ҫурта лартман-ши? тесе хӑй тӗллӗн тӗлӗннине пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗ.

Базаров был великий охотник до женщин и до женской красоты, но любовь в смысле идеальном, или, как он выражался, романтическом, называл белибердой, непростительною дурью, считал рыцарские чувства чем-то вроде уродства или болезни и не однажды выражал свое удивление, почему не посадили в желтый дом Тоггенбурга со всеми миннезингерами и трубадурами.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ку чир, ӗнтӗ инҫете сарӑлнӑ.

И эта зараза уже далеко распространилась.

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Мужик, вӗри чир тытнӑ пек, чӗтре пуҫларӗ.

Мужика подергивало, словно лихорадка его колотила.

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Муталарӗ, муталарӗ мана, ман чир ятне каларӗ — питӗ йывӑр ят — вара тухса кайрӗ.

Потормошил, потормошил меня, назвал мне мою болезнь — мудрено таково, — да с тем и уехал.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Анчах пӗр тухтӑрӗ те манӑн мӗнле чир иккенне калама пултараймарӗ.

И ни один лекарь даже сказать не мог, что за болезнь у меня за такая.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Эпӗ шансах тӑратӑп: тепӗр кунне Шиллер кашни минутрах полици килсе кӗрессе кӗтнипе сив чир тытнӑ чухнехи пек чӗтрерӗ ӗнтӗ, ӗнерхи ӗҫ тӗлӗкре пулнӑ пулсан, вӑл уншӑн темӗн пама та хатӗрччӗ.

Я уверен, что Шиллер на другой день был в сильной лихорадке, что он дрожал как лист, ожидая с минуты на минуту прихода полиции, что он Бог знает чего бы не дал, чтобы все происходившее вчера было во сне.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Таврара сикекен чир сарӑлнӑ тейӗн: халӑх ялсенчен те, кӗпер юсанӑ ҫӗртен те пӑрахса тарать, пӗтӗм районӗпе партизансем хуҫа пулса тӑрасси хӑратать.

Словно эпидемия охватила район: бегут со строительства, покидают деревни — весь район угрожает стать партизанским.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑй пултарнӑ таран вӑл нимӗҫсене пулӑшсах тӑнӑ: лашасене чир ертнӗ, машинӑсене ҫӗмӗрнӗ, анчах ячӗшӗн тесе лайӑх, кӑтартуллӑ ӗҫленӗ: сыхланнине тур сыхлать вӗт.

Чем мог, помогал немцам: опаивал лошадей, ломал машины, но с показной стороны работал образцово: береженого бог бережет.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Сивӗ чир манӑн, Прокофьевна…

 — Лихорадка у меня, Прокофьевна…

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӳт-пӗвӗ хытса илет те, вара вырӑн ҫине пӑталаса тӑракан шуйттанла чир пулмасан вӑл тӳрех чӳречерен тухса, мӗнпур халӑха пуҫтарса, пуринчен малтан ҫав камерӑна чупса кӗрессӗн туйӑнать.

Мышцы напружинивались, и, казалось, не будь этих дьявольских болей, пригвоздивших к постели, выпрыгнул бы прямо в окно, ударил в набат и впереди всех ворвался бы в ту камеру.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫав чир вӑл, ҫулсерен пуҫтарӑнса пынӑ ӗнтӗ.

— Что уж с годами укоренилось — вроде болезни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed