Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халӗ the word is in our database.
Халӗ (тĕпĕ: халӗ) more information about the word form can be found here.
Халӗ пилӗк сехет кӑна, тулта, авӑ, мӗнле тӗттӗм!

«Еще пять часов только, а уж как темно на дворе!»

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан вӑл тепӗр еннелле пӑхма тытӑннӑ, крыльци вара халӗ те сулланкаласа тӑрать, ишӗлсе анман-ха, теҫҫӗ.

И он обращал глаза в другую сторону, а крыльцо, говорят, шатается и до сих пор и все еще не развалилось.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ ӗнтӗ аван пулчӗ; каллех чылайччен ларать!

Вот теперь и хорошо: опять надолго!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Аслашшӗсемпе ашшӗсен вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Илья Ильич ашшӗ вӑхӑтӗнче те ҫаплах пулнӑ, тен, халӗ те Обломовкӑра ҫавнашкалах пурӑнаҫҫӗ пулӗ.

Как что делалось при дедах и отцах, так делалось при отце Ильи Ильича, так, может быть, делается еще и теперь в Обломовке.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ те-ха, тӗттӗм пӳлӗмре юлсан е вилнӗ ҫынна курсан, ача чухне чӗрине тӑрса юлнӑ усала систерекен кичемлӗхрен чӗтресе тӑрать; хӑй хӑранинчен ирхине кулать пулсан та, каҫхине каллех шурса каять.

И теперь еще, оставшись в темной комнате или увидя покойника, он трепещет от зловещей, в детстве зароненной в душу тоски; смеясь над страхами своими поутру, он опять бледнеет вечером.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл, галерея ҫине чӑнкӑ чикмекпе хӑпарас шутпа, утӑ аслӑкӗ еннелле ыткӑнать, няня утӑ аслӑкӗ патне ҫитме ҫеҫ ӗлкӗрет, анчах ача халӗ кӑвакарчӑнсен йӑвине хӑпарса унтан выльӑх картине тухма, унтан — турӑ ҫырлахтӑрах! — типӗ ҫырмана та ҫитме пултарать.

Он бросился от нее к сеновалу, с намерением взобраться туда по крутой лестнице, и едва она поспевала дойти до сеновала, как уж надо было спешить разрушать его замыслы влезть на голубятню, проникнуть на скотный двор и, чего Боже сохрани! — в овраг.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ну, эпӗ халӗ кӑштах выртса канатӑп: пӗтӗмпех ывӑнса ҫитрӗм; эсӗ чӳрече каррисене усса яр та алӑка ҫирӗпрех хуп: ан чӑрмантарччӑр; тен, эпӗ пӗр сехетрен ҫывӑрса та кайӑп; тӑваттӑ ҫурӑ ҫитсен вӑрат.

Ну, а теперь прилягу немного: измучился совсем; ты опусти шторы да затвори меня поплотнее, чтоб не мешали; может быть, я с часик и усну; а в половине пятого разбуди.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хуть ыттисем, хуть эпӗ — саншӑн пӗрреххине эпӗ халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ!

Я теперь буду знать, что я для тебя все равно, что «другой»!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Куратӑн-и ӗнтӗ халӗ, ху улпутна мӗнле кӳрентернине, э? — ӳпкевлӗн ыйтрӗ Илья Ильич.

Видишь ли ты там теперь, до чего доводил барина — а? — спросил с упреком Илья Ильич.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗлӗк хӑяр пек ҫавракаччӗ эсир, халӗ ав, килте ларма пуҫланӑранпа мӗнле пулса кайнине турӑ пӗлет.

Прежде вы были как огурчик, а теперь, как сидите, Бог знает на что похожи.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫусӑр шӳрпе, симӗс апат ҫиме пултаратӑр; анчах сыхланӑр: халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех халер чирӗ, ҫавӑнпа та асӑрханас пулать…

Можете кушать легкий бульон, зелень; только берегитесь: теперь холера почти везде бродит, так надо осторожнее…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ акӑ ҫырасчӗ!

— Вот бы теперь и написали.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— «Выртасчӗ ӗнтӗ халӗ курӑк ҫинче, йывӑҫ айӗнче, туратсем витӗр хӗвел ҫине пӑхасчӗ, туратсем ҫине миҫе кайӑк пырса ларнине шутласчӗ.

 — Лежать бы теперь на траве, под деревом, да глядеть сквозь ветки на солнышко и считать, сколько птичек перебывает на ветках.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ эпӗ те хӑратӑп… хамран хӑм хӑратӑп…

 — Теперь и я боюсь… боюсь самого себя…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Халӗ мана пурпӗрех, пурпӗрех!..

— Теперь мне все равно, все равно!..

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫакӑ мӗншӗн пулнине халӗ ӑнланатӑп ӗнтӗ…

Теперь я понимаю, почему это было…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ик эрнене яхӑн курман ӗнтӗ эпӗ Олеҫҫӑна, вӑл хамшӑн мӗнлерех хаклӑ та ҫывӑх пулнине халӗ вара нихӑҫанхинчен те уҫҫӑн ӑнланса илтӗм.

Почти две недели не видал я Олеси и теперь особенно ясно понял, как была она мне близка и мила.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх ку ҫӗршывра сувар йӑхӗсем, авалхи чӑваш ячӗсем халӗ те юлнӑ, вӗсемпе тӗл пулса паллашни питӗ кӑсӑклӑ пулӗччӗ.

Help to translate

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

– Пирвайхи хут ҫӗршыв тулашне – Казахстана тухса кайни халӗ те асрах.

Help to translate

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Хам чирлине, вырӑн ҫинче выртнине, халӗ ҫеҫ аташса илнине те лайӑх тавҫӑратӑп эпӗ, анчах мана ҫапах та тӗттӗм маччари ҫутӑ ҫаврашка пытӑнчӑк хаяр хӑрушлӑхпа хӑратать.

Я понимал, что лежу в постели, что я болен, что я только что бредил, но светлый круг на темном потолке все-таки пугал меня затаенной зловещей угрозой.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed