Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Трактор the word is in our database.
Трактор (тĕпĕ: трактор) more information about the word form can be found here.
Вӑтам шк ул хыҫ ҫӑн Г.Калинин Шупашкарти трактор завочӗн наука тӗпчев пайне лаборанта вырнаҫать, каҫсерен ДОСААФ автошкулне ҫӳрет.

Help to translate

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Раҫҫей Правительствине, Тулашэкономбанк тата «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн ертӳлӗхне «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме пулӑшакан тӗп йышӑнусем тунӑшӑн чӗререн тав тӑвас тетӗп.

Искреннюю признательность хочу выразить Правительству России, руководству Внешэкономбанка и госкорпорации «Ростех» за ключевые решения, направленные на оздоровление предприятий Концерна «Тракторные заводы».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эпир республика территорийӗнче вырнаҫнӑ «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвне тимлӗн сӑнаса тӑратпӑр.

В центре нашего внимания остается сложная экономическая ситуация на предприятиях Концерна «Тракторные заводы», расположенных на территории республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хӑмла ҫитӗнтерме предприятинче хальхи йышши тӗрлӗ техникӑсем - хӑмла татакан виҫӗ комбайн, Чехинче туса кӑларнӑ хӑмла типӗтмелли икӗ сушилка, хӑмлана гранулӑмалли тата пресламалли агрегатсем, пысӑк склад, машинӑпа трактор паркӗ пур, вӗсенчен те хаклисем вара - хӑмла ҫитӗнтерме пултаракан кадрсем.

Help to translate

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Тӗслӗхрен, «Алтай мотор завочӗ» АУО «Трактор завочӗсем» концерн йышне кӗрет, Шупашкарта кӑларакан техника валли двигательсем хатӗрлет.

Help to translate

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Трактор та пуҫтарнӑ вӑл.

Help to translate

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Малтан кивӗ ДТ-75 трактор ҫеҫ пулнӑ.

Сначала был только старый трактор ДТ-75.

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пӗр тӗле ҫитсен чип-чипер пыракан трактор сасартӑк тӑп! чарӑннӑ, чӳречи чӑнкӑр-р! ҫӗмӗрӗлнӗ, техника ваннӑ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Юра Вариков чӑтайман — вӑрман хуҫалӑхӗнчен юр тӗкекен трактор тупса килнӗ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Трактор сасартӑк ҫӗмӗрӗлнӗ

Трактор внезапно сломался

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Каҫкӳлӗм арҫынсем ӳсӗр таврӑннине, трактор кабининче тӗлӗрсе пынине Клавдия Разина курнӑ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Палламан арҫын трактор хуҫипе тем калаҫрӗ те кӗсйинчен укҫа кӑларса пачӗ.

Незнакомый мужчина о чем-то потолковавшись с хозяином трактора вручил вытащенные из кармана деньги.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Аякран юр тасатакан трактор кӗрлеттерсе килет.

Издалека грохоча едет снегоуборочный трактор.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Трактор деталӗсене вӑрӑсенчен пӗрин кил хушшинче тупса милици ҫӗнӗ ӗҫ пуҫарса ячӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Валяна трактор деталӗсене хамах вӑрласа сутса ятӑм тесе ҫыртарса алӑ пустарчӗҫ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Лявантти тетӗшӗ Хусана кайса колхоз валли илсе килнӗ пӗрремӗш трактор ҫуракине тухиччен чӑнах та ӗҫлӗхрен тухнине ятарлӑ комисси ҫирӗплетрӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

21-шер общежити тата ача сачӗ, пӗр тата икӗ пӳлӗмлӗ 3 пин хваттер, 7 вӑтам шкул, «Шупашкар», «Улӑп», «1000 мелочей», «Искорка» суту-илӳ центрӗсем, пасар, йӑла ҫурчӗ, мунча, профилактори, «Белые камни» пионер лагерӗ, «Туслӑх» хӑна ҫурчӗ, кунне 600 ҫынна йышӑнакан стационарлӑ медсанчаҫ, 2 поликлиника, ачасен медцентрӗ, 3 профтехучилище, машина тӑвакансен техникумӗ, трактор тӑвакансен культура тата «Прометей» кану ҫурчӗсем, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑн ытти объекчӗ тунӑ, Ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗ ҫӗкленсе ларнӑ.

Help to translate

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫапах та пӗррехинче трактор тӑвакансен коллективӗн пухӑвне хӑй те кая юлса ҫитнӗ.

Help to translate

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӗп Комитет пӗр ҫулхине трактор завочӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Шупашкарта канашлу ирттернӗ /вӑл Совет Союзӗн е РСФСРӑн 2-3 министерствин представителӗсем хутшӑннипе кашни кварталтах пулнӑ/.

Help to translate

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed