Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫӗн ҫири шинелӗ хулпуҫҫийӗ ҫинчен ҫӗре анса ӳкрӗ, хӑрах еннелле тӳмелемелле тӗссӗр симӗс мундирӗ хул айӗнче хутланса пӗрӗнчӗ, ҫӳлелле ҫӗклесе тытнӑ ӗҫре пирченӗ пысӑк аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ, пӳрнисем, куҫа курӑнман тӳмесене хыпашланӑ пек, вӗттӗн-вӗттӗн сиккелесе чӗтренчӗҫ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ тусен сӗм хура мӗлкисем шыв ҫине ӳкнӗ, горизонт курӑнман, шултра та йӑвӑ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пуҫ тӳпинче кӑна курӑннӑ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав тери илемлӗ пуҫланакан ҫӗнӗ пурнӑҫ куҫа уҫҫӑнах курӑнман, ҫавӑнпа Ҫемен умне пит нумай йывӑр ыйтусем тухса тӑнӑ, унӑн пуҫӗ ҫаврӑннӑ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫунат айӗнче вӗтлӗх вӑрмансем, утӑ капанӗсем, ӗнесем, телеграф юписем шуса юлма пуҫларӗҫ, — самолет куҫа курӑнман ту ҫине ҫӳллӗрен ҫӳле хӑпарать.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пысӑк сӗтел ҫине писарьсем пӗшкӗннӗ, полевой телефон трубки умӗнче ватӑ есаул куҫа курӑнман темле кӳршӗпе кулкаласа калаҫать.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хам курса тӑнӑ ҫӗртенех автанланса пыратӑп, картуз айӗнче куҫа курӑнман хӗрлӗ тӗпек ӳссе ҫӗкленнине те туятӑп.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кашни вӑранмассеренех, мӗн тӗлленнине аса илме тӑрӑшса, ӑшне хыптарать, анчах хыҫра — савапа саваланӑ пек яп-яка тӗттӗм кӑна, тӗлӗк мар, — пӗр этем сӑнӗ те курӑнман иккен.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав кунтан пуҫласа Астаховсен килне куҫа курӑнман виле килсе ернӗ пек пулчӗ.С того дня прижился в астаховском курене невидимый покойник.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсем пытанса ларнӑ куҫа курӑнман вырӑнсенчен тӗллесе пени илтӗнкелесе тӑчӗ.Из невидимых засад то и дело раздавались их меткие выстрелы.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тен, сана хӑвӑн пӗтӗм проспектсемпе, бульварсемпе, садсемпе тата ҫеҫенхирӳсемпе пӗрле такамӑн курӑнман алли ярса тытнӑ та таҫта Архангельск ҫывӑхне илсе кайса лартнӑ; сан ҫине ҫакӑ ҫӑмламас шурӑ кӗрӗке ҫакса янӑ та ҫапла каланӑ: «Кӑнтӑр хӗвелӗ айӗнче хӗрӗннипе ҫитӗ, ешӗл симӗслӗхре ачашланса лартӑн — чыса та пӗлме вӑхӑт!»
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑна такамӑн курӑнман алли ҫӗклесе Кондратьев патне тӑратрӗ тейӗн.Точно чья-то невидимая рука сняла его и поставила перед Кондратьевым.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьевӑн темӗнле ҫынсене хӑй патнелле туртакан вӑй пур пек туйӑннӑ Сергее, ҫавӑнпа ун патне, тимӗр таткисем магнит ҫумне ҫыпӑҫнӑ пек, ҫынсем хӑйсем кая хӑварма ҫук ӗҫӗсемпе, шухӑшӗсемпе, хуйхи-суйхисемпе савнӑҫӗсемпе пыраҫҫӗ; ун патне куҫа курӑнман ҫипсем пырса ҫыхӑнаҫҫӗ те каллех пур еннелле те саланаҫҫӗ; ҫак ҫипсен ячӗсем Рощенски районӗн кулленхи ӗҫӗпе пурнӑҫӗ.
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шӑп пулчӗҫ, айлӑмра садсем ӑшӗнче пытанса ларакан Усть-Невински курӑнман пулсан, ҫав шӑплӑх татах нумая тӑсӑлнӑ пулӗччӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах та нимӗн те курӑнман, нимӗн те паллӑ пулман.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хӗрлӗ ракета: — «Тӑшман асӑрхарӗ, чакатпӑр» тенине пӗлтерекен сигнал пани курӑнман.Нет, красная ракета — сигнал «обнаружены, отходим» — не появлялась.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Марийкӑпа курнӑҫассинчен пӑрӑнма ӑна йывӑр пулман: мӗншӗн те пулин кайма тӗл килсен, Макариха патне Лозневой яланах Ефим Чернявкина янӑ, хӑй нихҫан та вӗсен ҫывӑхӗнче курӑнман.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем куҫҫулӗсене пытармасӑр, унчченхи пекех куҫа курӑнман инҫете пӑхса, Марийка хыҫҫӑн хыттӑн юрласа пычӗҫ:И женщины, не скрывая их, все так же смотря в неведомую даль, повторили уже певуче, в полные голоса:
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аякри ращаллӑ сӑртсем курӑнми пулчӗҫ, колонна ҫийӗпе куҫа курӑнман осколоксем хыттӑн шӑхӑрса иртрӗҫ.Он заслонил вторую гряду высот с рощами, остро резнули воздух над колонной невидимые осколки.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унта та кунта, япӑх ҫанталӑкра курӑнман айлӑмсенче, лапсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан пысӑк ялсемпе пӗчӗк ялсем палӑра пуҫларӗҫ; варкӑшса вӗрекен ҫил унтан кӑвакрах тӗтӗмсене вӗҫтерсе килет.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.