Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӑр тапранчӗ, унтан пӗр самантлӑха пӗчӗк хура хӑнкӑла упаленсе тухрӗ те ҫавӑнтах хӑраса каялла тарса кӗчӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ку ӗнтӗ питех вырӑнлӑ пулчӗ, вӑл йынӑшсӑ яма тӑнӑччӗ ҫеҫ, унан пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: шӑл ыратать тесе ҫӑвар уҫсанах, мӑнакка ҫавӑнтах шӑла тӑпӑлтарса кӑларать, — ку, паллах, ыраттарать ӗнтӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Проповечӗ ҫавӑнтах малалла тӑсӑлчӗ, ҫапах кашни утӑмрах такӑна-такӑна уксахласа пычӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл вара шӑнапа выляма хӑтланса пӑхрӗ, анчах шӑни те ӑна ҫавӑнтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, кайран вӑл сӑмсине урай ҫумнех тытса кӑткӑ хыҫҫӑн та уткаласа пӑхрӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ҫав нӑрра курах кайрӗ, салхуллӑн усса янӑ хӳри унӑн ҫавӑнтах ҫӳлелле тӑрса вӗлтӗртетме тапратрӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах пачӑшкӑ юлашки кӗлӗ тӗлне ҫитсенех, Томӑн алли ҫавӑнтах, хӑй тӗллӗнех малалла шӑвӑнса кайрӗ те, «аминь» тени илтӗннӗ тапхӑртах шӑна тыткӑна кӗрсе те ӳкрӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пачӑшкӑ кӗлӗре пӗр-пӗр ҫенӗ япала ҫинчен хушса каласанах, Томӑн хӑлхи ӑна ҫавӑнтах сисрӗ, вара унӑн пӗтӗм ӑшчикки пӑшӑрханчӗ, ҫав кӗлле пӑртак пӑснине те вӑл лайӑх мар, тӳрӗ мар хӑтланни вырӑнне шутларӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл каласа пӗтерсен, дамӑсем кӗлтунӑ пек аллисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле илнӗ, унтан ҫавӑнтах халран кайнӑ майлӑ вӗсене чӗркуҫҫийӗсем ҫинелле уснӑ, куҫӗсене хупнӑ, — эпир тӗлӗннине нимӗнле сӑмахпа та калама пултарас ҫук: ку ытла та аван, пирӗн ҫӗршывшӑн ытла та аван-ҫке тесе каласшӑн пулнӑ пекле пуҫӗсене сулланӑ вӗсем.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вунӑ сехет ҫурӑ тӗлӗнче пӗчӗк чиркӳн ҫурӑк чанӗ ҫапма тапратрӗ, ҫавӑнтах вара ирхи проповедь итлеме халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗтӗм шкул ачисем ӑмсанса пӑхса тӑччӑр тесе, Джефф Тэчер ҫавӑнтах хӑй пиччӗшӗ пулакан аслӑ ҫынпа пӗр тан пек калаҫкаламашкӑн малалла утса тухрӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ҫавӑнтах мӗн вӑй ҫитнӗ таран темтепӗр хӑтланма тапратрӗ: арҫын ачасене чышкаларӗ, ҫӳҫӗсенчен туртрӗ, пит-куҫӗпе мӑшкӑла-мӑшкӑла кӑтартрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, — хӗр чунне мӗнле илӗртме пулать, хӗр мӗне ырлама пултарать, ҫавсене пурне те тума тытӑнчӗ Том.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан вӑл тап-таса тумланнӑ, шавлакан ачасен ушкӑнӗпе пӗрле чиркӗве кӗчӗ, хӑй вырӑнне пырса ларчӗ те ҫавӑнтах юнашарти ачапа ятлаҫма тапратрӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫӗҫӗ мӗнлине пӗлмешкен Том ҫавӑнтах буфета каскалама тапратрӗ, комода та касма пуҫларӗ, ҫак вӑхӑтра ӑна тумланмашкӑн чӗнчӗҫ: вырсарникунхи шкула каймалла.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том умӗнче айӑп тунине унӑн каҫарттарас та килнӗ пулӗ, тен, анчах Сид ҫавӑнтах вӑл шухӑша пӑрахнӑ, ҫывӑрнӑ пек пулса шӑп выртнӑ, мӗншӗн тесен Том куҫне пӑхсан, ыррине нимӗн те кӗтмелли пулман.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Томран мӑшкӑлланӑ пекех, ҫавӑнтах аллине сахӑр савӑчӗ патнелле тӑсрӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эмми Лоренс ятлӑ хӗрача ҫавӑнтах Том чӗринчен тухса ӳкрӗ, унта вӑл пӗр йӗр тавраш та хӑвармарӗ.Некая Эми Лоуренс мгновенно испарилась из его сердца, не оставив по себе даже воспоминания.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах вӗсене шалу сӗнес пулсан, кашни кунах ҫапла ҫӳреме тивсен, ҫак вара йывӑр ӗҫ пулса тӑрӗччӗ, вӗсем ҫавӑнтах пӑрахӗччӗҫ ӑна.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ют ача ҫавӑнтах васкаса йӗр урлӑ каҫрӗ те: — Пӑхар-ха, эппин, эсӗ мӗнле хӗртнине, — терӗ.Новый мальчик быстро перешагнул черту и сказал: — Ну-ка попробуй тронь!
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл мана мӗн таран асаплантарма юранине пӗлет тейӗн, эпӗ ҫилленсе кайсан, ҫавӑнтах аяккалла вӗҫтерет е пӗр-пӗр пустуй япала ҫинчен каласа мана култарса ярать, вара ҫиллӗм иртсе каять те ӑна хулӑпа лайӑхрах вӗрентмешкӗн аллӑм ҫӗкленеймест.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Карчӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те аяккалла шӑвӑнма тӑнӑ ачана ҫавӑнтах пиншак аркинчен ярса илчӗ.