Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин the word is in our database.
тин (тĕпĕ: тин) more information about the word form can be found here.
Яков Лукич пӳлӗмрен тухса алӑка хупсан тин хӑй йӑнӑшне ӑнланчӗ, вӑтаннипе эхлетсе, шухӑшларӗ: «Аташтарчӗ мана ҫав сухаллӑ шуйттан хӑйӗн юсавлӑхӗпе!»

А Яков Лукич, только притворив за собой дверь, понял свою оплошность, крякнул от конфуза, подумал: «Попутал меня этот бородатый черт своей выправкой!»

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шань-сы Бао-эр ҫинчен куҫ илейми макӑрнине пула тата тупӑк хуппине ниепле те хуптарасшӑн маррипе тупӑкне кӑнтӑрла иртсен тин пӑталаса лартрӗҫ.

Накрыть гроб крышкой удалось лишь к концу дня. Плача над сыном, вдова Шань никак не могла на него насмотреться и не давала закрыть гроб.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

— Ухмаха ернӗ, — терӗ кӗтесре ларакан ҫамрӑк ҫын, ӗҫ мӗнре иккенне тин кӑна туйса илнӗ пек.

— Рехнулся! — повторил молодой человек в углу, как будто тоже вдруг прозрел.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Хам тӑватӑ пин ҫул хушши ҫын ҫисе пурӑнакансем хушшинче чылайранпа пурӑннине паян тин ӑнланса илтӗм.

Только сегодня я понял, что живу в мире, где на протяжении четырех тысяч лет едят людей.

XII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Вӗсен куҫӗсем те эпӗ урамра тӗл пулнӑ ҫынсенни пекех хӑрушлаччӗ иккенне паян тин астуса илтӗм.

Только сегодня я понял, что их взгляды были точно такими же, как и у тех людей на улице.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫак вӑтӑр ҫул хушши тӗттӗмлӗхре иртнине эпӗ тин кӑна ӑнлантӑм.

Только сейчас я понял, что эти тридцать лет были покрыты мраком.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Тин ҫеҫ касса вӗлернӗ ҫыннӑн чӗрӗ юнӗпе йӗпетнӗ пампушка ҫисенех хӑйсен чирлӗ ывӑлӗ сываласса иккӗшӗ те ӗненеҫҫӗ.

Help to translate

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Кун хыҫҫӑн вӑрах хушӑ, питӗ вӑрахчен, чӗнмесӗр ларнӑ Соломон, ҫавна пула ҫыруҫисем те сехӗрленсе, сывлами пулса тӑнӑ, каярах тин: — Хама кӑна хӑварӑр мана, — тенӗ вӑл.

И, помолчав так долго, что писцы в тревоге затаили дыхание, он сказал: — Оставьте меня одного.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Патша, — тенӗ аслӑ врач, — халь тин наука та, турӑ та пулӑшаймасть.

Старший врач сказал: — Царь, теперь не поможет ни наука, ни Бог.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хутора Лукич ҫӗрле тин таврӑнчӗ.

В хутор Лукич вернулся только ночью.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумаях та пулмасть кӑмрӑк пек хуп-хура выртнӑ тулӑ пуссинче пӗтӗм талккишӗпе тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫав тери чечен ешӗл калча йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн йӑлтӑртатса выртать.

На всем пространстве недавно углисточерной пахоты нежнейшей зеленой прошвой сияли наконец-то пробившиеся всходы…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пырне лаклаттарсах юлашки татӑкне ҫӑтса ярсан тин Яков Лукич ҫине хӑйӗн ӳсӗрӗлсе кайнӑ, унччен малтан кӑна нимӗн тума пӗлмесӗр йӑлтӑртатса тӑнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ хӑйсен ҫутине ҫухатнӑ куҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗ.

И только тогда поднял на Якова Лукича опьяневшие, утратившие недавний лихорадочный блеск глаза, когда, давясь, проглотил последний кусок.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хайхи ҫын ҫӗлӗкне хыврӗ: асӑрханчӑклӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа уҫланкӑна тухрӗ, кунта тин вара Яков Лукич ҫак палламан ҫын Тимофей Рваный иккенне чухласа илчӗ: — Ӑҫтан килетӗн эсӗ?.. — ыйтрӗ вӑл, Тимофей Рваная ӑнсӑртран тӗл пулнинчен тата вӑл хӑрушла ырханланса, паллама ҫук улшӑнса кайнинчен тӗлӗнсе.

Человек снял шапку; настороженно озираясь, вышел на поляну, и только тут Яков Лукич узнал в незнакомце Тимофея Рваного: — Откуда ты?.. — спросил он, пораженный встречей, всем видом страшно исхудалого, неузнаваемо изменившегося Тимофея.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн тути хӗррисем ҫинче тин кӑна выляса тӑнӑ илӗртӳллӗ кулӑ пулман та темелле.

Словно и не было на губах ее недавней бесовской улыбки.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шуҫӑм ҫути килеспе тин вӑранчӗ те сӑхманӗпе чӗркеннӗ Кондрат будка патнелле утса ҫывхарнине курчӗ.

Уже перед зарей, проснувшись, увидел подходившего к будке закутанного в зипун Кондрата.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тепӗр ҫур сехетрен, сӗм тӗттӗм пулса ҫитсен тин таврӑнчӗ, кӑвайт вуттинчен аяккарах кайса ларчӗ.

Через полчаса, уже в густых сумерках, вернулся, сел подальше от огня.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунашкал сухалас пулсан, кукурузӑна пукрав тӗлнелле тин акма тивет.

Ежели так будем пахать, к Покрову прийдется кукурузку-то сеять.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, Разметновпа тата хӗрарӑмсен пуххинчен янӑ представительницӑсемпе пӗрле, ача-пӑча ясли тӑвас ыйтӑва тин ҫеҫ сӳтсе явса пӗтернӗччӗ.

Давыдов с Размётновым и представительницами женского собрания только что окончили обсуждение вопроса об устройстве детских яслей.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучине те пулин, вӑхӑтлӑха конюх ӗҫӗнчен хӑтарса, иккӗмӗш бригадӑна ячӗ, хӑй вара тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтрах бригадӑсем ӗҫлекен ҫӗре тухса каять те ҫурҫӗр иртсен, килӗренех автансем ҫынсене ыйӑхран вӑратмалла шарлаттарса авӑтма тытӑнсан тин хутора таврӑнать.

И даже деда Щукаря временно отстранил от обязанностей конюха, послал во вторую бригаду, а сам с рассветом уезжал на участки бригад и возвращался в хутор за полночь, когда по базам уже начиналась побудняя перекличка кочетов.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах лешсем ҫулӑхма пӑрахман, вара вӑл хӗрес кантрине шӑлпа ҫыртса татсан тата алли-урипе тапкаланма, пуҫӗпе хыттӑн тӗрткелеме тапратсан тин ӑна турткалама чарӑннӑ.

Но они продолжали приставать и только тогда оставили его в покое, когда он перекусил шнурок зубами и активно начал отбиваться ногами и головой.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed