Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑ (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
Сӑмахран, цензура «офицерсен пӗтӗм тӳмисене вӗҫертнӗ мундирӗсем» тенӗ сӑмахсене, «генерал, полковник тата майор пур тӳмисене те вӗҫертнӗ ӗнтӗ вӗсен ырӑ материнчен тунӑ подтяжкисем те курӑнаҫҫӗ, анчах офицер господасем аслисене хисеплесе виҫшер тӳмине кӑна вӗҫертнӗ» тенӗ вырӑна тата «ун пек каланӑшӑн ан ҫилленӗр те, селитер пекех вӑрӑм чӑпӑклӑ икӗ чӗлӗм пулнӑ» тенине хуратса хунӑ.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ҫак повеҫри сатира, паллах, ун чухнехи цензурӑна кӑмӑла кайма пултарайман, вӑл унти чылай вырӑнсене «килӗшӳсӗр» тесе хуратса хунӑ.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

— Поэт Чартков урлӑ укҫана хапсӑннине тата ӑҫти-ҫук чапшӑн ҫуннине пула хӑйне те, хӑйӗн талантне те пӗтерсе хунӑ пултаруллӑ художнике кӑтартса парасшӑн пулнӑ.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

«Невски проспекта» Гоголь 1831 ҫултах ҫырма палӑртса хунӑ, ун чухне вӑл Петербург пейзажне кӑтартакан темиҫе страница ҫырса пӑрахнӑ.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ку критикӑлла реализм никӗсне Гоголь хӑйӗн «Иван Федорович Шпонька» тата «Иван Ивановичпа Иван Никифорович мӗнле вӑрҫса кайни ҫинчен» ятлӑ повеҫӗсенчех хунӑ, Петербург повеҫӗсенче вара ӑна тата тарӑнлатнӑ, вӑйлатнӑ, ҫӗнӗ темӑсемпе пуянлатнӑ, «Невски проспект» е «Шинель» повеҫре Петербург ӗҫ ӑҫта пулса иртнине кӑтартас тесе асӑннӑ хула ячӗ кӑна мар, Гоголь геройӗсем пурӑнакан социальнӑй атмосфера пулса тарать.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Эпӗ ҫакна хам тӳссе ирттермен пулсан, ӑна ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хунӑ пулӑттӑм.

Я бы принял его за сумасшедшего, если бы отчасти не испытал сам.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Эпӗ тухатмӑшсене ӗненместӗп, анчах сан ирӗкӳ: портретра таса мар вӑй пурах… — тесе каласа хунӑ.

Я ведьмам не верю, но воля твоя: в нем сидит нечистая сила…»

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ҫав вӑхӑтран пуҫласа унӑн кӑмӑлӗнче сисӗнмеллех улшӑну пулса иртнӗ: вӑл хӑйне ялан канӑҫсӑр тытнӑ, кун сӑлтавне хӑй те пӗлмен, часах хӑйӗнчен никам кӗтмен ӗҫ туса хунӑ.

А между тем с этого времени оказалась в характере его ощутительная перемена: он чувствовал неспокойное, тревожное состояние, которому сам не мог понять причины, и скоро произвел он такой поступок, которого бы никто не мог от него ожидать.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Чӳречисем, аялтан хупӑрласа хунӑ пек, ҫӳлтен кӑна ҫутатнӑ.

Окна как нарочно были заставлены и загромождены снизу так, что давали свет только с одной верхушки.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Кайран вара хӑй ӗҫне пӗтӗмпех парӑннӑшӑн, палӑртса хунӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманшӑн ӑна ним пӗлмен ҫын, килте ӳснӗ художник тесе мӑшкӑлакансем те хисеплеме пуҫланӑ.

Наконец, постоянством своего труда и неуклонностью начертанного себе пути он стал даже приобретать уважение со стороны тех, которые честили его невежей и доморощенным самоучкой.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Кӗтерне патша хӑраса ӳкнӗ, престола ларакансене илемлетекен ырӑ кӑмӑлпа кун пирки хӑйӗн шухӑшне каласа хунӑ.

Великодушная государыня ужаснулась и, полная благородства души, украшающего венценосцев, произнесла слова.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Таврана сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, унӑн арчисем шутсӑр нумай укҫапа, хаклӑ япаласемпе, бриллиантсемпе тата залога хунӑ япаласемпе тулса ларнӑ, анчах вӑл ытти ростовщиксем пек ӗмӗтсӗр пулман.

Молва по обыкновению разнесла, что железные сундуки его полны без счету денег, драгоценностей, бриллиантов и всяких залогов, но что однакоже он вовсе не имел той корысти, какая свойственна другим ростовщикам.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Малтан хунӑ хак тӑватӑ хут та ӳснӗ ӗнтӗ.

Которая уже возросла вчетверо больше объявленной.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ҫакӑн пек меценатсем, паллах ӗнтӗ, халь ҫук, пирӗн вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр тахҫанах хӑйӗн миллионӗсене хут ҫине ҫырса хунӑ цифрӑсемпе кӑна киленекен кичем сӑн-питлӗ банкир евӗр пулса тӑнӑ.

Таких меценатов, как известно, теперь уже нет, и наш XIX-й век давно уже приобрел скучную физиономию банкира, наслаждающегося своими миллионами только в виде цифр, выставляемых на бумаге.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Вӑл аллине кисть ярса илчӗ те хатӗрлесе хунӑ пир патне ҫитсе тӑчӗ.

Он схватил кисть и приблизился к холсту.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Пӑхсах курӑнать: ҫутҫанталӑкра сӑнанине художник малтан хӑй чӗрине вырнаҫтарнӑ, кайран вара чӗринчен чаплӑ юрӑ кӑларнӑ евӗр ӑна пир ҫине ӳкерсе хунӑ.

Видно было, как всё, извлеченное из внешнего мира, художник заключил сперва себе в душу и уже оттуда, из душевного родника устремил его одной согласной, торжественной песнью.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Вӑл портрет ҫине айваннӑн пӑхрӗ, ку вӑхӑтра ун пуҫӗнче хӗрача пит-куҫӗнчен асӑрхаса илсе пир ҫине ӳкернӗ тата кистьпе пӗр хӗрхенмесӗр пӗтерсе хунӑ йӗрсем тӑчӗҫ.

Он глядел на него глупо, а в голове его между тем носились те легкие женственные черты, те оттенки и воздушные тоны, им подмеченные, которые уничтожила безжалостно его кисть.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Lisе, виҫӗ сехет! — терӗ хӗрарӑм, сарлака пиҫиххийӗ хушшинчен ылтӑн вӑчӑрапа ҫакса хунӑ пӗчӗк сехетне кӑларса, унтан.

Lise, три часа!» сказала она, вынимая маленькие часы, висевшие на золотой цепи у ее кушака.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Художник пӗр самантра хатӗрлесе хунӑ станокне шутарса лартрӗ, аллине палитра тытрӗ те хӗрӗн шурӑх пичӗ ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.

И в одно мгновенье придвинул он станок с готовым холстом, взял в руки палитру, вперил глаз в бледное личико дочери.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

— С`еst charmant, Lise, Lise, venez ici пӳлӗмӗ — Теньер пулӗмӗ пек, куратӑн-и, йӗркесӗрлӗх, сӗтел, ун ҫинче бюст, алӑ, палитра; акӑ, тусан, куратӑн-и, тусана мӗнле ӳкерсе хунӑ! с'еst charmant!

«C’est charmant, Lise, Lise, venez ici: комната во вкусе Теньера, видишь: беспорядок, беспорядок, стол, на нем бюст, рука, палитра; вон пыль, видишь, как пыль нарисована! c’est charmant.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed