Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайран the word is in our database.
Кайран (тĕпĕ: кайран) more information about the word form can be found here.
Ара, кайран сӑмахлӑ ан пултӑр тетӗп-ҫке.

Чтобы потом кривотолков не было.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Э-э, кун пирки кайран каласа парӑп, телефонпа калаҫмалли ӗҫ-пуҫ мар ҫавах та…

Но об этом я потом расскажу, всё-таки тема не для телефонного разговора.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Халех сӑмах татсан аванччӗ те, кайран темле ӑнланманлӑх ан пултӑр тетӗп-ҫке…

Хочу сразу договориться, чтобы потом не было недомолвок.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран шыраса тупас шухӑш та ҫуралнӑччӗ-ха, анчах ятне-шывне пӗлмесӗр, сӑнне астумасӑр, пӗр куҫӗсем тӑрӑх кӑна тупайӑн-и вара ҫынна?

Потом, конечно, появилась мысль разыскать тебя, но, не зная имени и лица, по одним лишь глазам человека не найдешь.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, паттӑртарах пул, хӑвна чӑн-чӑн арҫын пек тыт, апла кайран «Ютубра» пӑхма хӑвна намӑс пулӗ.

Давай же, будь посмелее, покажи, что ты настоящий мужчина, чтобы потом нестыдно было на себя в «Ютубе» смотреть.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Юрӗ, ерипен пуҫлӑпӑр та, кайран, хӗрсе ҫитсен, эпӗ ӑна ҫавах хӑйсен пӳлӗмне йӑтса кайӑп, унта вара чӳрече пур вӗсен.

Ладно, главное начать, потом в пылу страсти я её унесу в комнату на кровать, а там и окно имеется.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран саншӑн ку япалан хакӗ литр мар, ик литрпа танлашӗ…

Потом цена поднимется в два раза, и будет уже не литр, а два литра за коромысло.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран ҫеҫ ҫиеле тухсан япӑхрах вӑл…

Потом все равно вылезет, больнее будет…

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран ӑнлантарӑп, пит ӑнланассу килсен.

Потом объясню, если так хочешь понять.

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Чупас-ха, илес-ха ку ҫӗҫҫе, кайран тавӑрса парап.

Ну я побежал, этот нож захвачу с собой, потом верну.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тупсан малтан йӗмне антарса кутӗнчен вӗлтӗренпе ҫунтарса илеп, кайран хӑлхинчен пӑрса лартса ҫавӑтса килӗп.

Как только найду, первым делом его голой задницей в крапиву посажу, потом за уши сюда приволоку.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӑкарыч ячӗпе пӗрер черкке ярса пар та халь, ытти пирки кайран калаҫӑпӑр.

А сейчас давай рюмку в счет магарыча, а об остальном потом потолкуем.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Малтан пӗр ӗҫе вӗҫне ҫитермелле пулӗ тесе шутлатӑп, кайран ыттине пуҫӑнӑпӑр.

Просто считаю, что нужно закончить одно дело, а потом приступить к другому.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тата ытти те, кайран йӑлтах йӗркипе каласа парӑп.

И еще кое-что, объясню позже.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тульккӑш…

Потом только чтоб не сожалел…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тӗррисене вӗсене кайран тата та курма пулӗ-ха, сӗтел хушшине ларӑр-ха, тархасшӑн.

Вещи можно и потом посмотреть, присаживайтесь, пожалуйста, за стол.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран пурнӑҫун юлашки кунӗччен кулянса пурӑнас тетӗн-и?

Потом до конца своих дней будешь вспоминать и мучиться.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӗсен — мӗнлерех, кайран этемсем ҫине куҫ.

Как у них это происходит, потом переходи на людей.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Малтан хам ялран яла ҫӳресе чи лайӑх хӗрсене шута илсе тухатӑп, кайран Юрккана, Саньккана, Люньккана подключу (каять).

Сначала сам пройдусь по окрестным деревням, возьму всех потенциальных под заметку, потом уже подключу Юру, Сашу и Леню (уходит).

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫак тӗпчеве темиҫе хут та тӗрӗслесе ҫирӗплетесшӗн, тен, кайран уншӑн мана преми те парӗҫ.

Может, потом мне за это премию дадут.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed